Амнисти яваплăхран хăтарнă
Шупашкарти Ленин район сучĕ Чăваш Енĕн çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ пулнă Иван Исаев, министерствăн пай пуçлăхĕ Геннадий Мусабиров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнă.
Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - министр должноçĕнче пулнă май Исаев 2011 çулта РФ Вăрман кодексĕн тата ытти норма акчĕн требованийĕсене пăснă. Вăл Мусабиров республикăн тĕрлĕ районĕн территорийĕнче предпринимательсене пиçсе çитнĕ тата ватă йывăçсене касмашкăн ирĕк пама хатĕрленĕ документсене алă пуснă. Нормăсемпе килĕшÿллĕн вара вĕсемпе тăвакан патшалăх контракчĕсенче санитари тĕллевĕпе хăрнă йывăçсене касассине кăна палăртнă. Саккуна пăснă май пĕтĕмпе 56 пин ытла кубла метр вăрмана касма санкци панă, каснă.
Суд çакна Уголовлă кодексăн 260 статйин 3-мĕш пайĕпе /служба вырăнĕпе усă курса тата саккуна пăсса уйрăмах пысăк виçепе вăрман касни/ хакланă. Исаева - 4, Мусабирова 3 çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă, 2 çуллăха вăрман хутшăнăвĕсен сферинчи патшалăх учрежденийĕсенчи должноçсене йышăнма чарнă. РФ Патшалăх Думин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа амнисти ирттересси çинчен калакан йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн иккĕшне те яваплăхран хăтарнă.
Çапах сиене саплаштармах тивет-тĕр. Эпир пĕлнĕ тăрăх - республика прокуратури вĕсем преступлени туса кÿнĕ 259 млн ытла тенкĕлĕх сиене шыраса илмешкĕн суда гражданла тавăç тăратас ыйтупа ĕçлет.
Н.КОНОВАЛОВ.