Амазонкăсен çулне хĕвел çутатать

28 Юпа, 2019

Республикăри илемпе мода фестивальне хутшăнакансем пурнăç уттипе тан пынине çирĕплетсех калама пулать. Çак конкурсра парикмахерсем, дизайнерсем, визажистсем, фотографсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Профессионалсемпе вĕренекенсен пултарулăхне уйрăммăн хакларĕç.

ЧР экономика аталанăвĕн, суту-илÿ тата промышленноç министрĕ Павел Иванов пирĕн тăрăхра пултаруллă çынсем вĕреннине тата ĕçленине палăртса хăварчĕ. Вĕсене ăсталăхне тĕрĕслесе пăхмашкăн кăмăл тунăшăн тав турĕ, ăнăçу сунчĕ.
Жюри членĕсем хăйсем те çакнашкал конкурса хутшăннине аса илчĕç. Çакă ăсталăх шайне ÿстерме пулăшнине палăртрĕç.
Авалхи çынсем тумтир тăхăнма пуçличченех çÿçе тирпейлĕ пуçтарма вĕреннĕ теççĕ. Модăпа килĕшсе тăракан прическăна истори кирек хăш тапхăрĕнче те хакланă.
Нина Вильданова художник модельер хура тата кĕмĕл тĕслĕ çивĕтсем туртса кăларсанах хăйне евĕр прическа тума хатĕрленни паллă пулчĕ. Вĕсене мăйрака майлă вырнаçтарни, тĕлĕнмелле те, килĕшÿллĕ курăнчĕ. Модель вырăнĕнчи Виктория çакнашкал конкурссене малтан та хутшăннă. Унăн хăйĕн преподавателĕнчен вĕренмелли нумай.
«Креативлă прическа тунă май футуризм тата авангард хăйне евĕрлĕхĕпе усă курни модăпа тан пынине çирĕплетет. Конкурса хатĕрленнĕ май Виктория валли кĕпе çĕлерĕм. Хамах унăн пит-куçне сăрларăм. Прическа та, макияж та, тумтир те космос юхăмĕпе çыхăннă. Сăмах май, ун валли колледж студентки хăех алка ăсталарĕ.
Викторийăн çурăмĕ çинчи йĕр — космос çулĕ. Унăн чĕрнине те кĕмĕл тĕспе сăрланине асăрхарăр-и? Уйрăм сăнар хатĕрленĕ чухне кашни вак-тĕвеке шута илмелле», — çитĕнÿ вăрттăнлăхне уçать Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн вĕрентекенĕ Нина Вильданова. Вăл çĕршыв шайĕнчи конкурссенче те мала тухнă. «Манăн студентсене лайăххин чикки çуккине, яланах çĕннине шырамаллине хамăн тĕслĕхпе çирĕплетсе парас килет. Унсăр пуçне кашни конкурс çĕнĕ çитĕнÿсем тума хăват хушать», — хушса калать хĕрарăм.
«Креативлă прическа» номинацире Нина Вильдановăн ĕçĕ 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Вĕренекенсенчен Ева Яковлевăна çитекен пулмарĕ. Вăл хăй те çÿçне хĕрлĕ-кăвакпа сăрланă. Унăн юлташĕн çÿçĕ аса-мат кĕперĕн пур тĕсĕпе илĕртет. Хĕрсем конкурса хатĕрленсе палламалла мар улшăннă. Эпĕ, сă-махран, лавккара унашкал тĕслĕ сăрă сутнине те курман. Пулас профессионалсем темиçе тĕслине хутăштарнă-мĕн.
Улатăртан килнĕ Мария Свистунова «Хĕрарăмсен каçхи прически» номинацире çĕнтерчĕ. Ăста çÿçе чечек майлă пуçтарса çыхрĕ. Унăн пĕр варта аталаннă çывăх тăванĕ те парикмахер ăсталăхне алла илнĕ. Йĕкĕреш хĕрарăмсем пĕр салонра ĕçлеççĕ. Вĕсем амăшĕн Людмила Викторовнăн çулне суйланă.
Пĕлтĕр Мария Свистунова Сочире иртнĕ эстетсен «G.KOT» чемпионатне хутшăннă. Улатăр ăсти 26 çĕршыври парикмахерсен хушшинче чи лайăххисен йышне кĕнĕ.
Мария Свистуновăна çывăх çыннисем инçе çула пăхмасăр хавхалантарма килнĕ. «Эпир çĕнтертĕмĕр! Куртăр-и?» — Людмила Викторовнăн сăнĕ кулăпа çуталчĕ. Вăл хĕрĕсемпе мухтаннине палăртрĕ, хăй парикмахер ăсталăхне вĕреннине аса илчĕ.
«Морозко» юмахра Марфуша куç хăрпăкне кăмрăкпа, пит çăмартине хĕрлĕ кăшманпа тĕс кĕртнине ас тăватăр-и? Халĕ ку ĕçе визажистсем пит-куçăн хăйне евĕрлĕхне, мода ыйтнине шута илсе пурнăçлаççĕ. Кăçалхи илем конкурсне хутшăнакансене пурне те «Коммерци макияжĕ» номинацире диплом пачĕç.
Жюри членĕсем дизайнерсен ĕçĕсене хакламашкăн уйрăмах йывăр пулнине пытармарĕç. Вĕсем пурте хальхи пурнăç ыйтнине тивĕçтереççĕ. Фаина Николаевăн коллекцийĕнчи çамрăксен çи-пуçне куллен тăхăнма пулать. Çитĕнекен ăру шăпах çак тумтире суйласа илесси пĕрре те иккĕлентермест. Апла тăк ăна сутлăха кăларса тупăш илме пулать. Паянхи куншăн çакă та витĕмлĕ.
Елена Лежневăн ачасем валли çĕленĕ капăр кĕписем те килĕшÿллĕ курăнаççĕ. Ку çи-пуçпа ывăл-хĕр кирек хăш уявра хăйне хăтлă туйĕ.
Наталья Чугуновăн наци стилĕпе çĕленĕ «Хĕвел хыççăн малалла!» коллекцине куракансем алă çупса йышăнчĕç. Хак панă чухне, ахăртнех, жюри членĕсем çакна та шута илчĕç. Ахальтен мар Шупашкарти ÿнер училищин 4-мĕш курс студенткин ĕçĕ чи пысăк балл пухса малти вырăна тухрĕ.

www.hypar.ru

Марина ГРИГОРЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.