Амăшне хĕненĕ

26 Раштав, 2018

Пăрачкав районĕнчи 35 çулти хĕрарăма айăплаççĕ.
Район прокуратури хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă айăплав приговорне çирĕплетнĕ. Тĕпчев палăртнă тăрăх, кăçалхи октябрĕн 16-мĕшĕнче хĕрарăм ватă амăшĕпе хирĕçсе кайнă. Вăй питти тарăхăвне чараймасăр хĕрарăма урипе темиçе хутчен тапнă.
Çывăх тăванне те хĕрхенме пĕлменскер темиçе кунран пиччĕшĕпе хирĕçнĕ. Унтан çĕçĕ тытса ăна вĕлерессипе хăратнă. Пуçтах хĕрарăм хăтланкаларăшĕнчен хăранă арçын право органне систернĕ. Район сучĕ патшалăх айăплавçин шухăшĕпе килĕшсе пуçтаха пĕр çул ирĕкрен хăтарма йышăннă.

www.hypar.ru

ЧР прокуратурин материалĕпе усă курса Л.АЛА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.