Амăшĕн капиталĕн шучĕпе – 25 пин тенкĕ
17 Ноября, 2016

 РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх — амăшĕн капиталĕн шучĕпе пĕр вăхăтлăх тÿлеве тивĕçмешкĕн заявление кăçалхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Паянхи кун тĕлне ăна ачаллă 12 пин çемьене 295 пин тенкĕлĕх панă. Асăннă тÿлеве çемьери ыйтусене васкавлăн татса памашкăн ача ÿсĕмне пăхса тăмасăрах илме пулать. 25 пин тенкĕпе е амăшĕн капиталĕнчен юлнă унран пĕчĕкрех суммăна тивĕçмелли ирĕкпе иккĕмĕш е кĕçĕн ачине 2007 çулхи кăрлачăн 1 — 2016 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕсенчи тапхăрта çуратнă /усрава илнĕ/ çемьесем усă кураççĕ. Çав укçана гражданинăн лицевой счетне çулталăк вĕçлениччен куçараççĕ.

25 пин тенке ыйтмалли ансат мел — Интернет, Пенси фончĕн сайтĕнчи «Гражданинăн харпăр хăй кабинечĕ». Çак тĕллевпе пирĕн республикăра çырнă заявленисен 70 проценчĕ электронлă çыхăнупа çитнĕ. Çапла тумашкăн патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле тата тĕрлĕ ведомствăн электронлă пулăшăвĕпе усă курмашкăн уполномоченнăй организацисенчен пĕринче — Пенси фондĕнче, нумай функциллĕ центрта, ĕçлев центрĕнче тата ыттинче — пĕр хутчен çирĕплетÿ илмелле. «Гражданинăн харпăр хăй кабинечĕ» урлă заявление пăхса тухнине, укçана банка куçарнине сăнаса тăма пулать.

Заявленисене Пенси фончĕн клиент службинче тата МФЦсенче те йышăнаççĕ. Кун пек чухне çумра паспорт тата амăшĕн капиталĕн сертификачĕн хуçин банкри счечĕн реквизичĕсемлĕ документ пулмалла.

Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтупа Пенси фончĕн органне пĕрремĕш хут пынисем харăсах икĕ заявлени çырма пултараççĕ: амăшĕн капиталĕн сертификатне тата унăн шучĕпе паракан пĕр хут тÿлеве — 25 пин тенке — илмешкĕн.