Амăшĕ – сипленекен ачипе юнашар
26 Jun, 2018 | Хыпар | Сывлăх | Сиплев

«Кунта йăлтах çĕнĕ, питĕ таса та хăтлă. Пире килĕшет!» —
шăпах çапла хакларĕç республикăри Ача-пăча клиника больницин анестезиологипе реанимаци уйрăмне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн уçма хутшăннă çынсем.
Ку больница çуртне 1985 çулта тунă. Реанимаци уйрăмĕнче 2006 çулта пысăках мар юсав ирттернĕ-ха, анчах тĕплине йĕркелемешкĕн хальччен май килмен. Кăçал вара çак уйрăма тĕпрен юсаса çĕнетмешкĕн республика бюджетĕнчен 5,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех медицина оборудованийĕ туянмашкăн, ăна монтаж туса вырнаçтармашкăн — тепĕр 110 миллион тенкĕ. Тĕплĕ юсав валли уйăрнă укçапах ăшă, шыв, электричество, канализаци, вентиляци тытăмĕсене, пушар сигнализацине улăштарнă.
Савăнăçлă мероприятие килнĕ сумлă çынсене — Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Социаллă политика енĕпе ĕçлекен комитечĕн членне Владимир Круглыя, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман ача-пăча тĕп специалистне анестезиолог-реаниматологне Сергей Степаненкăна — Ача-пăча клиника больницин тĕп врачĕ Анатолий Павлов ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Викторовпа пĕрле çĕнетсе хăтлăлатнă реанимаци залне тата операци блокне кăтартрĕç. Тĕп врач палăртнă тăрăх — реанимаци уйрăмĕнче таса пÿлĕмсен /вĕсенче сывлăша стерилизациленĕ/ тытăмĕ те пур. Çакă тин çуралнă пациентсене питĕ кирлĕ. Унсăр пуçне уйрăмра ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне операци хыççăн пăхнă вăхăтра çеç мар, ун умĕнхи залра та пепкипе пĕрле пулаять: шăпах унта ачана наркоза хатĕрлеççĕ. Ачасем халĕ çак процедурăран хăрамаççĕ, мĕншĕн тесен анестези валли уйăрнă зала вăйă пÿлĕмĕ евĕр илемлетнĕ.
Реанимаци уйрăмĕнче — 12 койка. Кунта çулталăкра 500 ача /тин çуралнисенчен пуçласа 18 çула çитичченхисем/ сипленеççĕ. Больницăри анестезиолог-реаниматологсем районсенчи ачасене те квалификациллĕ пулăшу кÿреççĕ. Паллах, çĕнĕ оборудовани витĕмĕпе çакнашкал медицина пулăшăвне тата çÿллĕрех шайра кÿресси иккĕлентермест. Реанимаци уйрăмĕнче районсенчи тĕп больницăсен анестезиолог-реаниматологĕсем, интерн тухтăрсем, ординаторсем стажировкăра пулаççĕ тата вĕренеççĕ.
«Сиплев валли çеç мар, сывлăха упраса хăвармашкăн та условисем йĕркелетпĕр: сывă апатлану, физкультурăпа тата спортпа туслашма май паракан занятисем, диспансеризаци», — терĕ Михаил Игнатьев. Регион Пуçлăхĕ сывлăх сыхлавĕн аталанăвне пысăк инвестицисем явăçтарнине палăртрĕ.
«Ку уйрăм — ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн чи лайăх парне. Регионсенчи ача-пăча больницисенче кунашкал çÿллĕ шайри уйрăм çукпа пĕрех. Хальхи вăхăтра «уçă реанимаци» вăй илсе пырать: унта ашшĕ-амăшĕ ачисемпе юнашар. Амăшĕ медицина ĕçченĕсем пепкишĕн мĕнле тăрăшнине курать. Ачасем те амăшĕ юнашаррине кура хăвăртрах сывалаççĕ. Кунта профессионалсем ĕçлеççĕ. Регион влаçĕн пулăшăвĕсĕр çакна йĕркелеме май килмест», — палăртрĕ Владимир Круглый.
Сергей Степаненко ку больницăра 6 çул каялла пулнине аса илчĕ, çак тапхăрта вăл палăрмаллах улшăннине пĕлтерчĕ: «Кунта хальхи йышши технологисем питĕ çÿллĕ шайра».
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.