Ăмăртура Хурамалсем çĕнтернĕ

Улатăр районĕнчи Атрать поселокĕнче ирĕклĕ пушарнăйсен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Ирĕклĕ пушар хуралĕн чи лайăх подразделенийĕн ятне тивĕçес тесе унта Улатăр, Йĕпреç, Комсомольски, Пăрачкав тата Çĕмĕрле районĕсенчи 6 команда тупăшнă.

Турнира уçма Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ, шалти служба полковникĕ Герман Михайлов, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин Чăваш регион уйрăмĕн ертÿçи Светлана Сергеева хутшăннă. Командăсен хăйсен ăсталăхне тăватă тапхăрта кăтартма тивнĕ: автоаварире шар курнă этеме гидравлика хатĕрĕсемпе усă курса машинăран кăларасси, ăна пĕрремĕш пулăшу кÿресси тата вут-çулăма сÿнтересси, канат туртасси, мини-футболла вылясси. Судьясем подразделенисемпе çывăхрах паллаштаракан пултарулăх номерĕсене уйрăммăн хакланă.

Ăмăртура Йĕпреç районĕнчи "Хурамал" çĕнтернĕ. 2-мĕш вырăнта — Комсомольски районĕнчи Нĕркеçри, 3-мĕшĕнче — Улатăр районĕнчи Явлей ялĕнчи ирĕклĕ пушар командисем.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.