Ăмăрту хаклавĕ тĕрĕс пултăр
Кун йĕркине икĕ теçетке ыйту кĕртнĕ пулин те Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче вĕсене хăвăрт тишкерчĕç, сÿтсе явма, йышăнусем тума пĕтĕмпе те çур сехет ытларах кăна кирлĕ пулчĕ. Ларăва Иван Моторин премьер ертсе пычĕ.
Ыйтусенчен чылайăшĕ Министрсен Кабинечĕн маларахри йышăнăвĕсене пысăк мар улшăнусем кĕртессипе кăна çыхăннă та — çавăнпа та калаçу вăраха каймарĕ. Апла пулин те — пысăк пĕлтерĕшлĕ темăсем те пулчĕç. Тепĕр тесен нумайăшĕшĕн вак-тĕвек пек туйăнаканни уйрăм ялшăн чăннипех çивĕч тема пулма пултарать. Калăпăр, Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Шăхрансене çĕнĕ масар кирлĕ — çĕр уйăрмалла. Правительство хăйĕн йышăнăвĕпе масар валли ял хуçалăх тĕллевĕллĕ 0,6 гектар çĕре уйăрассине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех Тăвай районĕнче хăма çуракан рама вырнаçтармашкăн — 0,5 гектар, Сĕнтĕрвăрри районĕнче автоçула реконструкцилеме 4,7 гектар уйăрассине те ырларĕç.
Сăмах май, çакăн пек справка та пур: 2005 çултан пуçласа ЧР Министрсен Кабинечĕ ял хуçалăх тĕллевĕллĕ 1365 çĕр лаптăкне /пĕтĕмпе 1,9 пин гектар ытла/ промышленноç валли тата ытти тĕллевпе куçарнă. Юстици министерстви райадминистрацисемпе пĕрле ĕнер сухаланă-акнă çав çĕрсемпе паян мĕнле усă курнине çуллен тĕрĕслет.
Хуçасăр чĕр чунсене тытма, усрама районсемпе хуласене субвенци памалли правилăсене çирĕплетес ыйтупа Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов сăмах илчĕ. Çак тĕллевпе укçа уйăрассине республика бюджечĕ çинчен калакан саккунпа çирĕплетнĕ. Çавна май хушма укçа кирлĕ мар. 2017 çул валли бюджетра 626 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Иван Моторин çак виçе çителĕклипе кăсăкланчĕ те — тĕп ветеринар пĕлтĕр уйăрнипе те туллин усă курманни пирки каларĕ, эппин, çителĕклĕ.
Республикăн промышленноçпа инноваци экономикине аталантармалли патшалăх программине кĕртмелли улшăнусемпе экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова паллаштарчĕ. Вĕсене ырларĕç-ха, çапах Правительство пуçлăхĕ урăххи пирки асăрхаттарчĕ: «Промышленноç аталанăвĕн фончĕ пирки нумай калаçатпăр, анчах унпа çыхăннă документсене йышăнассине хăçан вĕçлĕпĕр? Ĕçе хăвăртлатмалла — çулталăк вĕçленнĕ тĕле фонд ĕçĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме май пултăр».
Инна Николаевна пуçарнă тепĕр тема — алкоголь продукцийĕн вак суту-илĕвĕн тата эрехĕн общество апатланăвĕнчи суту-илĕвĕн лицензийĕсене малашне уйрăммăн парасси. Çакă бизнесшăн хушма чăрмавсем çуратмĕ-и? Иван Моторин çапла ыйтнине хуравланă май Инна Антонова предпринимательсемшĕн ÿпкелешмелли сăлтавсем пулмассине палăртрĕ. Апла пулин те алкоголь рынокĕнче кĕçех çĕнĕ чарусем пулĕç — министерство тивĕçлĕ йышăну проектне хатĕрлет. Унта эрех сутакан заведенисене пурăнмалли çуртсенче вырнаçтарма юраманнине, çавнашкал ытти чарăва палăртĕç.
Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева республикăн амăшĕн капиталĕпе çыхăннă çĕнĕлĕх пирки пĕлтерчĕ. Унччен çак укçапа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма /3,2 пин ытла çемье шăпах çак тĕллев валли янă — 92,6%/, ачасене вĕрентме /7%/ усă курмашкăн май пулнă. Пĕтĕмпе 3,4 пин çемье 302 миллион тенкĕ илнĕ. Халь вара çак укçапа инвалид ачасен социаллă реабилитацийĕ валли те усă курма май пур.
Строймин ертÿçи Владимир Михайлов сĕннĕ йышăну проектне пĕр сăмахсăр ырларĕç: çак ведомствăна кĕрекен учрежденисен ертÿçисен шалăвĕ ĕçлекенсен вăтам ĕç укçин 1-4 виçипе танлашмалла.
Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çĕкленĕ ыйту вара кăшт калаçтарчĕ. Сăмах — ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене палăртмалли критерисем пирки. Вĕсем анлăланаççĕ, çав шутра усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртнин хăвăртлăхне те шута илме пуçласшăн. Правительство пуçлăхне шăпах çак самант сисчĕвлентерчĕ: «Комсомольски, Елчĕк районĕсенче усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртсе пĕтернĕ. Канаш тăрăхĕнче вара — 10 пин гектар. Паллах, унта хайхи хăвăртлăха тивĕçтерĕç...» Министр ку хаклавăн пĕртен-пĕр критерийĕ марри çинчен каларĕ, «кашни района тишкерĕпĕр» терĕ, апла пулин те Иван Борисович объективлăх пулмалли пирки асăрхаттарчĕ: «Вĕсем вара кĕркунне хайхи конкурс протоколĕсене тишкерĕç, кăмăлсăррисем пулма пултарĕç...»
Николай КОНОВАЛОВ
Комментари хушас