Ăмăртăва хатĕрленеççĕ

7 Çĕртме, 2017

Çĕнĕ Шупашкарти çамрăк армеецсемпе кадетсем республикăри «Зарница» тата «Орленок» вăйăсене хатĕрленме тытăннă.

Çак тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкар чысне хÿтĕлеме тивĕçнĕ командăсем /муниципалитет тапхăрĕнчи ăмăртура кадет лицейĕ, 12-мĕш, 16-мĕш, 5-мĕш вăтам шкулсем, хими тата политехника техникумĕсем мала тухнă/ хулари кадет лицейĕнче тренировка ирттернĕ. Пĕрремĕш кун яшсемпе хĕрсем «Туризм йĕрĕ» тата «Снайпера шыраса туп» /спорт ориентировки енĕпе/ конкурссенче вăй виçнĕ. Иккĕмĕш кун вĕсем политехника техникумĕнче иртнĕ «Йывăрлăхсене кам çĕнтерĕ» ăмăртура тупăшнă.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Енри çамрăк армеецсен «Зарница» вăййин финалĕ çĕртме уйăхĕн 19-22-мĕшĕсенче Çĕрпÿ тăрăхĕнчи «Звездный» лагерьте иртĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.