«Аллуна ан пăс, ывăлăм»

Иван Сандомиров Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Хăмаркка ялĕнче 1957 çулта çуралнă. Ашшĕн çирĕп кăмăлне пула шкула çÿричченех çурт-йĕр тăвас ĕçĕн тĕрлĕ ăсталăхĕпе паллашнă.

Александр Митрофанович пултарулăхне хуçалăх ертÿлĕхĕ лайăх пĕлнĕ, пуçăннă обĕекта пысăк пахалăхпа пурнăçласса çирĕп шаннă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче ăста мĕн кăна туман пулĕ. Уншăн алă пĕлмен ĕç пулман. Иван 5-6-мĕш классене çитсен çу кунĕсенче ывăлне те явăçтарнă.

- Хăма хĕррисене чутласа кăларса ферма урайне улăштарни халĕ те куç умĕнчех. Алăра пуртă выляса тăратчĕ. Манăн ĕç пахалăхĕ аттене килĕшнĕ пулас. Тимлĕ сăнатчĕ, çирĕп ыйтатчĕ. Аллуна ан пăс, ывăлăм. Ĕç майне пĕлни яланах кирлĕ тетчĕ, - аса илчĕ «Хуçалăхсен хушшинчи «Вурнарская» строительство организацийĕ» АХО директорĕ Иван Александрович. Ĕçри тăрăшулăхшăн тата пысăк кăтартусемшĕн вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ», «Хура тăпраллă мар тăрăхри агропромстройăн хисеплĕ строителĕ» ятсене тивĕçнĕ.

Уроксенче чи лайăх паллăсем çеç илекен Иван ялти 8 çул вĕренмелли шкула Мухтав хучĕпе пĕтернĕ. Спортпа та туслă пулнă. Йĕлтĕрпе чупма, велосипедпа ярăнма юратнă /каярах вăл спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă/. Ырă кăмăлĕшĕн юлташĕсем хисепленĕ ăна. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен ăна çавăнпах пулĕ çар çынни пулмашкăн Суворов училищине кĕме сĕннĕ. Хăйне яланах лайăх енчен çеç кăтартнăскер вăл кунта та аван командир пулатчех. Шăпа вара ашшĕ ĕмĕчĕпе пĕр килнĕ.

- Килте пĕрле ларса шухăшларăмăр та аслисем çут тĕнчере çурт-йĕр тăваканран лайăхрах ĕç çуккине палăртрĕç. Эпĕ çак професси енне хаваспах туртăннине атте хăйĕнпе пĕрле илсе çÿренĕ чухнех сиснĕ пулас çав. Манран лайăх строитель пуласса ĕненнĕ, - чунне уçса калаçать Иван Сандомиров.

Вăл çав çулах Шупашкарти строительство техникумне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен ăна направленипе Хĕрлĕ Чутай ял хуçалăх управлениĕн тĕп строительство уйрăмне янă, тÿрех инженер должноçне сĕннĕ. Виçĕ уйăх ĕçлесен çара чĕнсе илнĕ.

Строитель пулни ăна кунта та пулăшнă. Малтанах Анат Тагильти сержант шкулĕнче пĕлÿ илнĕ вăл. Пĕр ирхине командир аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿллĕ строительсене строй умне тухма ыйтнă. Çапла Иван Мускав облаçĕн Шереметьевăри çар чаçне лекет, салтаксене каменщик ăсталăхне вĕрентет. Çĕр-шывăн тĕп хулине вăл çулсенче кирпĕч хума пĕлекенсем питĕ кирлĕ пулнă. Çитменнине, Олимп вăййисем çитиччен шутлă çулсем юлнă.

Çартан таврăнсан И.Сандомиров Чăваш мелиораци пĕрлешĕвĕн Çĕмĕрлери 3-мĕш ПМКн Хĕрлĕ Чутайри филиалне ĕçе вырнаçать. Пĕлÿ çителĕксĕррине туйса ЧПУ строительство факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕрет. Занятисене пĕрле çÿрекен юлташĕ, «Пире специалистсем питĕ кирлĕ», - тесе çине тăнипе вăл 1982 çулта Вăрнара куçать, авланать. Виçĕ çул ытла вĕреннĕ хыççăн университетран кайсан та каярах Патшалăх службин академийĕнче аслă пĕлÿ илет.

Вăрнарти строительство организацине 1961 çулта колхозсемпе совхозсенче обĕектсем тума йĕркеленĕ. Пурнăç çĕнелсе пынăран производство аталанса, ячĕ улшăнса пынă, СМУ, ПМК, МСО. 1999 çултанпа - АХО.

Строительсем районти мĕн пур фермăпа комплекса хута янă. Каярах социаллă сфера валли те обĕектсем тума тытăннă. Пăртас, Аçăмçырми, Чăрăшкас Хирлеп, Хапăс, Малти Ишек, Уравăш, Кÿстÿмĕр ялĕсенче шкулсем тунă. Паян районти кашни 4-мĕш ача çак предприяти çĕкленĕ пĕлÿ çуртне çÿрет. Поселокра çынсем хăйсем тĕллĕн хутса ăшăтакан 9 çурт хута янă, вĕсенче Вăрнарти кашни 8-мĕш çемье пурăнать.

Госстрах, офис, Перекет банкĕ, хула тăрăхĕн администрацийĕ, тĕп сыватмăшăн ача çуратакансен тата ача-пăча уйрăмĕсем, район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕ, Сăваплă Великомученик Георгий Победоносец чиркĕвĕ... Çак çуртсем йăлтах акционерсен хупă обществин вăйĕпе çĕкленнĕ.

- Пирĕн тĕллев - обĕектсене хăвăрт, паха тата йÿнĕ тăвасси, - тет «Вурнарская» строительство организацине ертсе пыракан Иван Александрович. Малтан кунта вăл мастер пулнă, унтан - прораб, тĕп инженер. 1990 çултанпа - директор.

И.Сандомиров ахăр самана тапхăрне епле тÿссе ирттернине йывăррăн аса илчĕ. Пĕр-пĕрне шанса ĕçленĕ çынсем хăйне пĕчченех тăратса хăварнăран ăна пĕр вăхăт питĕ йывăр килнĕ. Анчах тĕп коллектива упраса хăварма пултарнишĕн паян кун та савăнать. Ара, строительство организацийĕсем нумай районта саланса кайнă-çке. Çурт-йĕр тутарма халĕ Шупашкарсене куçран пăхаççĕ. Харпăр хăйĕн пуррисен хваттерсем йÿнĕрех хакпа сутăнаççĕ. Халăх та кăмăллă. Пĕлтĕр Вăрнарти хута кайнă пурăнмалли çуртра кашни тăваткал метр 28 пин тенке кайса ларнă, çав вăхăтрах Шупашкарта - 40-45 пин.

Рабочисем шалупа кăмăллă. 2013 çулта вăтам ĕç укçи 23 пин тенкĕпе танлашнă.

Коллективра ятлă-сумлă çын сахал мар. Лидия Захарова штукатур-малярпа Виктор Степанов платник - ЧР тава тивĕçлĕ строителĕсем. Виçĕ çул каялла çур ĕмĕрхи юбилее палăртнă чухне, чылайăшĕ ЧР Патшалăх Канашĕн тата ведомство наградисене тивĕçнĕ.

- Ыран - строительсен професси уявĕ. Ăна коллектив епле кĕтсе илет. Камсене ятран палăртнă пулăттăр.

- Кăтартусем кăçалхи çур çулта та япăх мар, - терĕ директор. - Пурте лайăх ĕçлеççĕ. Хăшне-пĕрне ятран асăнма юрать, анчах кун пек пĕрне ырласа теприне хурланăн пулса тухать. Май килнĕ чухне, коллективра паянхи кун 74 çын ĕçлет, пурне те Строитель кунĕ ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ