Алло, «хĕрÿ лини» итлет!

9 Авăн, 2016

ЧР Общество палати 2015 çулта вăрахлăх «Суйлаври общество сăнавне йĕркелесси» программăна пурнăçа кĕртнĕччĕ. Унăн никĕсĕнче — суйлавçăсемпе çыхăну тытмалли «хĕрÿ лини» технологийĕ. Çулталăк каяллахи суйлавра вăл хăйĕн ăнăçлăхне çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Çавна май ОП ăна кăçал та уçнă, виçĕмкун «хĕрÿ лини» презентацийĕ пулчĕ.

— Пĕлтĕр вăл суйлав комиссийĕсем çине тиенекен ĕçе самай чакарма май пачĕ, — иккĕленмест «хĕрÿ лини» пункчĕн ертÿçи Татьяна Николаенко. — Суйлавçăсене сасăлавпа çыхăннă ыйтусемпе консультаци те панă, çавăн пекех çынсен çăхавĕсене те йышăннă. Ку ыйтусене çийĕнчех Тĕп суйлав комиссине пĕлтернĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Лини хута кайрĕ кăна-ха — çынсем вара шăнкăравлама пуçларĕç те ĕнтĕ.

Çак ĕç пĕлтерĕшне ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Шалти политика управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Юрий Садовников та пысăка хурса хакларĕ: «Влаç органĕсен суйлав саккунлă тата объективлă иртессине тивĕçтермелле. Раççей Тĕп суйлав комиссийĕнче «хĕрÿ лини» хута кайнă ĕнтĕ. Унашкаллисем вырăнсенче те пулни питĕ лайăх — ку шăпах саккунлăха тивĕçтерме пулăшĕ».

«Суйлаври общество сăнавĕ» проектпа килĕшÿллĕн общество сăнавçисен «Эпĕ — Гражданин» корпусĕ те ĕçлеме пуçлать. Вăл та хăйĕн пултарулăхне пĕлтĕрхи суйлаврах кăтартма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Проект ертÿçи Роман Васильев çак корпус хăйĕн ĕçне Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне сăнанинчен пуçланине аса илтерчĕ. Ăнăçлă пулнă та — çак мелпе суйлавсенче те усă курма шут тытнă. Çапла вара паян корпусра — çĕр-çĕр çамрăк. Нумайăшĕ — студентсем. «Çамрăксем пирки пассивлă тесе ахалех калаççĕ. Вĕсем пуласлăх хăйсенчен килнине ăнланаççĕ, çавăнпах суйлавсене те хутшăнаççĕ, ытти енĕпе те хастар», — çирĕплетрĕ Роман. Корпус членĕсене суйлаври сăнавçă тивĕçĕсене тÿлевсĕрех вĕрентеççĕ, сăнав ĕçне те яшсемпе хĕрсем тÿлевсĕр пурнăçлаççĕ. Корпусăн 500 представителĕ авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕрпÿри, Етĕрнери тата Патăрьелĕнчи суйлав участокĕсенче сăнавçăсем пулĕç.

Юрий Садовников вара кăсăкланчĕ: «Ку хутĕнче суйлав çăмăл пулмасси паллă: Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне хутшăнакан партисем йышлă. Вĕсем сăнавçăсен корпусĕнчен пулăшу — хăйсен ячĕпе участоксенче сăнавçăсем пулмашкăн çынсем уйăрма — ыйтнă-и?» Роман Васильев пытармарĕ: «Партисемпе эпир çу уйăхĕнчех калаçнăччĕ. Вĕсем пирĕн сăнавçăсен пулăшăвĕпе усă курма хатĕррине палăртнăччĕ. Вăхăт иртрĕ те — хăшĕсем халь «кирлĕ мар, парламент партийĕсен сăнавçисем пулаççĕ вĕт — çитет» теççĕ».

— Çавсемех вара «пире чăрмантараççĕ» тесе кăмăлсăрланаççĕ. Сăнавçăсене ыйтмаççĕ тĕк, эппин, вĕсен кăмăлсăрлăхĕ те сăлтавсăр, — шухăшне палăртрĕ Юрий Садовников. — Сăнавçăсен ушкăнĕсене туса хуни çинчен нумайăшĕ пĕлтерет. Паллах, çав ушкăнсенчен хăшĕ-пĕри — вăл е ку политика партийĕшĕн. Çавăнпа та сăнавçăсен тытăмне Общество палати çумĕнче йĕркелени питĕ лайăх — ку объективлăха тивĕçтерĕ.

 Николай ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.