Аллине хирте çухатса хăварнă

5 Ака, 2018

Вĕсенни пек хушамат тĕнчипе те çук пулĕ. «Ят-шыва çыртарнă чухне кашни сас паллине ка-лама, хамăрăн çырма тивет е паспорт кăтартатпăр», — терĕç Вячеславпа Людмила Нртисем. Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнаканскерсене пысăк ялта палламан çын пур-ши? Ара, вĕсене ас туса юлма хушма ят та кирлĕ мар. Çак хушамат мĕнпе çыхăннă терĕр-и? Сыснапа! «Манăн асатте, ялти пуян, ку чĕр чуна нумай усранă тет. Пĕррехинче вăл вырнă тырра типĕтмешкĕн шăналăк çине сарса хунă. Анчах сыснасем урама тухса пусмана çурса тăкнă, тыррине сапаланă. Çав вăхăтра шÿтлеме юратакан пĕр çын иртсе пынă. «Нрти нарт! Шăналăк чарт! Тырри ярт!» — шухăшласа кăларнă вăл тÿрех çĕнĕ шÿт. Хушаматсем улăштарнă тапхăрта вара асаттен çемйи Герасимовран Нртие çаврăннă», — каласа кăтартрĕ кил хуçи.

Çеккунтрах сусăрланнă

Вячеславпа Людмила ялти «Ман килес» эстрадăпа фольклор ушкăнĕнче юрлаççĕ. Юрă асамлă вăй евĕр хуйха çĕнме те пулăшать, хавхалану парнелет. Юрă-кĕвĕ — Нртисен çемйинче ăруран ăрăва куçакан киленĕç. Ку хăй вăхăтĕнче ялта хор йĕркеленĕ В я ч е с л а в А л е к с а н д р о в и ч ă н а с л а ш ш ĕ н ч е н е х п ы р а т ь - т ă р . «Ялсене концертпа час-часах тухса çÿретпĕр. Хорпа та, мăшăрпа дуэтпа та юрлатпăр. Портфолио та тав хучĕсемпе хулăнланать-ха, ăна кайран мăнуксене кăтартма пухса пыратпăр», — терĕ кил ăшши управçи. Нртисен çемйишĕн юрă- кĕвĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вячеслав Александровичпа инкек пулнă хыççăн та вăлах ăна чунпа хуçăлма паман.
Çемье пуçĕ пурнăç тăршшĕпех ял хуçалăх техникипе ĕçленĕ. Трактора, комбайна вăл куç хупса та юсама пултарать ахăртнех. Вăрман хуçалăхĕнче вунă çул трактористра тăрăшнă хыççăн комбайн çине куçнă, тыр-пул вырнă. Кăшман кăлармалли комбайнпа та ĕçленĕ.
Инкек куçа курăнса килмен. Çав синкерлĕ кун Вячеслав Александрович яланхиллех ирхине хире тухса утнă, кăшман кăлармалли комбайн рулĕ умне ларса ĕçе пуçăннă. Техника тăрук ăнланмалла мар сасă кăларсан арçын кабинăран а н с а т е х н и к ă н м а л т и п а й н е тĕрĕслеме тытăннă. Кăшман çулçи çинче тăраканскерĕн сасартăк ури шуса кайнă... Çеккунтранах арçын сылтăм аллисĕр тăрса юлнă, комбайнăн çаврăнакан хатĕрĕ ăна татнă. Аллине çухатнине сиссе те ĕлкĕреймен Вячеслав, хăранине туйман. Чи тĕлĕнмелли — юн та юхман. Вăл шăйăрттарнă янахĕнчен кăна кăштах сăрхăннă. Комбайнер аса илĕвĕсемпе çав кĕрхи куна таврăнчĕ: «Эпĕ тÿрех кăшман турттаракан тракторист патне чупрăм, жгут ыйтрăм. Вăл мĕн пулнипе кăсăкланчĕ. «Алă çук манăн!» — тетĕп. Хайхискерĕн хăранипе тÿрех сăнĕ шуралчĕ, вырăнтан тапранаймарĕ. Хамăнах жгута тупса алла çыхма тиврĕ. Тĕрĕссипе, унта çыхмалăх та çукчĕ: хулпуççи таранах татăлнă. Кайран уя апат илсе килнĕ машинăпа Патăрьел больницине ларса кайрăм», — каласа пачĕ Вячеслав Александрович.
Çак кунхинех Людмила Александровна патне шăнкăрав çитнĕ. «Упăшку аллине кастарнă!» — х ы п а р л а н ă л и н и т е п ĕ р в ĕ çĕнче. «Эппин, тÿрленет пуль- ха,» — хуравланă килти ĕçсемпе аппаланакан хĕрарăм. «Кастарман, таттарнă!» — çийĕнчех тÿрлетнĕ хайхискер. Людмила Александровна аслă ывăлĕпе тÿрех пуçтарăнса больницăна вĕçтернĕ. Ял администрацийĕнчен шăнкăравласа инкек тÿснĕ çынна юн памалли пирки пĕлтернĕ, ялти трактористсем ушкăнпа пулăшма васканă. Анчах юн кирлĕ пулман. Мышцăсем хытă пĕтĕрĕннĕрен вăл сăрхăнман та. «Мăшăра операци тунине ывăлăмпа пăхса тăтăмăр. Касăлнă вырăн тăпрапа вараланнăччĕ, шăмма тасатнă вăхăтра çурăм тăрăх сивĕ чупрĕ. Хăрушă... Тухтăрсем мăшăрăн аллин юлашкисене хутаçа чиксе киле парса ячĕç. Ăна хирте комбайнран 30-40 метр инçĕшĕнче тупнă», — 2004 çулхи юпан 13-мĕшне тепĕр хут аса илчĕ мăшăрĕшĕн хăйĕнчен те ытларах пăшăрханнă Людмила Александровна. Татăлнă алла çĕлесе хума май пулман, унран çупкипе пÿрнисем кăна юлнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.