Пĕр аллинче - карттă, тепринче - компас

Спорт ориентировки — хăйнеевĕрлĕ спорт. Унпа кăсăкланаканăн тренировкăра ăсталăха туптама та вăхăт тупмалла, ăмăртусене хутшăнма та ĕлкĕрмелле, ятарлă карттăсем тума та ăста пулмалла, çав вăхăтрах хăй мĕн пĕлнине çамрăксене вĕрентмелле. 47 çул каялла хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарнă Валерий ГАВРИЛОВ çак уйрăмлăхсене аван пĕлет. Миçе карттă хатĕрленĕ-ши вăл, миçе турнирта хăйĕн вăйне тĕрĕслемен-ши? Спорт ветеранне хăйне сăмах парар-ха.

— Чăн та, тепĕр виçĕ çултан спорт ориентировкипе интересленме пуçлани 50 çул çитет. Çак спортăн уйрăмлăхĕсемпе эпĕ пĕрремĕш хут 1969 çулта хамăр тăрăхра иртнĕ “Çеçпĕл” туризм слетĕнче паллашрăм. Ун чухне эпĕ çартан таврăнса Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕччĕ кăна-ха. Шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра йĕлтĕрпе вăйлă чупаттăм, çăмăл атлетикăпа та туслăччĕ. 1-мĕш курсра вĕреннĕ чухне университет ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен турнирĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Слет хыççăн спорт ориентировкине алла илме шухăш тытрăм. Çав çулах республика чемпионатне хутшăнтăм, 1972 çулта çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕм. Унтанпа эпĕ ку ăмăртура темиçе хут та малти вырăнта пултăм. “Буревестник”, “Труд” спорт обществисен тата республикăри профсоюз канашĕн чемпионачĕсенче ылтăн медаль пĕрре мар çĕнсе илнĕ. 1977 çулта спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларăм. Сăмах май, 1969 çултанпа республика чемпионачĕн таблицине туса пыратăп.

— Валерий Семенович, эсир Чăваш Енри чи пысăк предприятире — трактор тăвакансен заводĕнче — ориентировка секцине йĕркеленĕ...

— 1973 çулта эпĕ заводра инженер-конструкторта ĕçлеме пуçларăм. /Вăл унта 33 çул тăрăшнă. — А.М./ Ун чухне вăл çĕкленетчĕ кăна-ха. Çав çулах хам тавра спорта юратакансене пуçтартăм. Малтанлăха вĕсем нумаййăнах марччĕ, каярахпа пирĕн йыш хушăнса та хушăнса пычĕ. Команда çулсерен вăй илчĕ. Эпир хамăра завод ăмăртăвĕсенче кăна мар, республика турнирĕсенче те кăтартма тытăнтăмăр. Вăхăт иртнĕçемĕн пирĕн команда Чăваш Енри чи пултаруллисен шутне кĕчĕ. Секцире ăсталăха туптанă спортсменсем Феоктиста Кривуша, Аркадий Иванов, Николай Павлов, Олег Павлов, Вениамин Ландышев, Геннадий Судюков тата ыттисем çĕршыв ăмăртăвĕсене те сахал мар хутшăннă. Пире завод ертÿлĕхĕ нумай пулăшатчĕ. Çулсерен предприяти парнисене çĕнсе илессишĕн тĕрлĕ ăмăрту ирттеретчĕ. Шел те, “Промтракторта” спорт секцийĕ хупăнчĕ. Паян та пирĕн патра çунат сарса тухнисем /ытларах ветерансем/ тĕрлĕ ăмăртура республика чысне хÿтĕлеççĕ. Ĕлĕк спорт ориентировкин шкулĕсем Куславккара, Çĕрпÿре, Вăрнарта, Етĕрнере питĕ лайăх ĕçлетчĕç. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта вăйлă аталанать: “Юность Чувашии” /ертÿçи — Михаил Любавин/, “Экта” /Олег Калашников/ спорт секцийĕсем аван ĕçлеççĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче Артур Шугаев, Шупашкарти 33-мĕш шкулта Лариса Мышева вĕрентекенсем çамрăксене пĕрремĕш утăмĕсене тума пулăшаççĕ. Спорт ориентировкине ачасем питĕ кăмăллаççĕ. Вăрмансемпе ращасенче, шурлăхсемпе çырмасенче çÿресси вĕсемшĕн çулçÿрев пекех.

— Спорт ориентировкинче карттăпа компас — чи кирлĕ хатĕрсем. Карттă хатĕрлеме хăçан пуçларăр?

— ЧПУра пире çар топографине те вĕрентетчĕç, çавăнпа картта маншăн ют пулман. 1975 çултанпа ăмăртусем валли карттăсем тума пуçларăм. Çавăн чухне хĕрсемпе хĕрарăмсем эпĕ тунă карттăпа усă курчĕç. 1978 çулта республика чемпионачĕ валли пĕрремĕш хут дистанци йĕркелерĕм. Ун чухне ăмăртăва тăван районта — Çĕрпÿ тăрăхĕнче — ирттернĕччĕ. 1981 çулта тĕслĕ карттăна кун çути кăтартрăм. Юлашки вăхăтра ăна компьютерпа тума пуçларĕç, çавăнпа ĕç ансатланчĕ. Халĕ те тĕрлĕ ăмăрту валли ÿкеретĕп.

— Эсир тĕнче чемпионатне икĕ хут хутшăннă, планетăри ориентировщиксен чи пысăк “О-Ринген” ăмăртăвĕнче вăй виçсе курнă.

— 2011 тата 2012 çулсенче Венгрипе Германире иртнĕ турнирсенче тĕнчери чи вăйлă спортсменсемпе пĕрле старта тухрăмăр. Эпĕ унта награда çĕнсе илеймерĕм пулин те пирĕн ентешсем Феоктиста Кривуша, Лариса Мышева, Аркадий Иванов лайăх кăтартусемпе палăрчĕç, Николай Павлов ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. “О-Ринген” пирки вара кашни ориентировщик ĕмĕтленет. Телее, эпир те 2014 çулта Швецире /ăмăрту çулсерен унта иртет, 10-25 пин спортсмен хутшăнать/ пулса куртăмăр. Ун чухне ку ăмăртăва ирттерме пуçланăранпа 50 çул çитнĕччĕ. Швецирен эпир — 12 çын — тулли кăмăлпа таврăнтăмăр.

— Йĕлтĕрпе чупма юрататăп тетĕр. Хальхи вăхăтра çĕршывĕпе паллă “Йĕлтĕр йĕрĕ” чупура та кашни çул куратпăр сире.

— 1983 çулта Мускав çывăхĕнче ирттернĕ турниртах /”Йĕлтĕр йĕрне” 1982 çултанпах йĕркелеççĕ. — А.М./ старта тухнă эпĕ. Унта санаторие канма кайсан лекнĕччĕ. Ăмăртăвне санаторирен инçех мар ирттерчĕç. Йĕлтĕрпе ярăнма юратакансем чупăва хутшăнмасăр юлмарĕç. Ăна пирĕн республикăра йĕркелеме пуçласан питĕ хĕпĕртерĕм, кашни ăмăртăва тухатăп. Унта паракан калпаксене те пухса пыратăп, вĕсен йышĕ 12-е çитрĕ.

— Сирĕн мăнукăр та спорт ориентировкипе интересленнине илтнĕччĕ. Унăн кăтартăвĕсем пысăк-и?

— Павăл 13 çулта. Вăл баскетболла выляма ытларах юратать. Çав вăхăтрах спорт ориентировки те килĕшет ăна. Карттăпа ĕçлеме уйрăмах кăмăллать. Ăмăртусене те хаваспах хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Нумаях пулмасть Шупашкар çывăхĕнче иртнĕ турнирта вăл виççĕмĕш пулнăччĕ. Хам пекех техникăсăр пурăнаймасть, ятарлă кружока çÿрет. Вăл спорта пăрахмасса шанас килет.

— 70 çул — питĕ пысăк тапхăр. Эсир халĕ те ăмăртусене хутшăнатăр. Сирĕн чунăрта яш чухнехи пекех вăй-хал тапса тăнăн туйăнать.

— Ăмăртусене хутшăнни, тренировка ирттерни çынна çамрăклатать. Чир-чĕр те çулăхмасть. Финиша тухнă хыççăн хама питĕ лайăх туятăп, кăмăл та çĕкленÿллĕ, пурăнма вăй-хал хушăнать. Вăй-хăват пур чухне старт хыççăн старта тухас килет.

Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.