Алли ылтăн, чунĕ хастар

"Аист йăвине хулăран çатан пек тăвăпăр", – тет Канаш районĕнчи Çĕнĕ Аччари Егор Егоров. "Çук, – хирĕçлет ăна Александр Гаврилов ентешĕ. – Хыр çапăсенчен ăсталăпăр, йĕри-тавра пĕчĕк пăтапа çапса çирĕплетĕпĕр. Çатан пек йĕркелесен кайăкĕ курăнмасть". Ĕç тума саккас панă юлташне вăл ĕнентерчĕ, лешĕ текех чĕнмерĕ. Ара, ăста сăмахĕнчен мĕнле иртĕн? Ашшĕпе шăллĕ мĕн ĕмĕр тăршшĕпе платникре çÿренĕрен Егор Васильевич хăй те алла пăчкă-пуртă тытса курман мар, анчах кил хуçалăхне Саша /ялта ытларахăшĕ Александр Гаврилова çапла чĕнет\ йывăçран ăсталанă япаласемпе илемлетме кăмăллать. Хальхинче те юлташне çĕнĕ ĕç хушнă: аистпа чĕпписене йывăçран касса кăлармалла.

Александр Николаевич йывăçпа тахçанах ĕçлет. Ача чухнех унран машина-трактор, пулă, пăшал тата ытти япала касса кăларнă. 13-15 çул тултарсан хăваран карçинкка, сĕтел-пукан авса çыхнă. Яш шутне кĕрсен пиччĕшĕпе пĕрле çичĕ хĕлĕхлĕ гитара ăсталанă. Платник çемйинче çуралнăскерĕн ашшĕнчен юлас килмен. Халĕ арçын çур ĕмĕртен каçнă, анчах çĕннине вĕренме ÿркенмест. Эпĕ çитнĕ кун çурчĕ умĕнче пусă пури ларатчĕ. Çын усă кураканниех тесе шухăшланăччĕ. Çук иккен – муляж кăна. "Хула çынни садра вырнаçтарма саккас панă. Унăн шыв таврашĕ çук, анчах пурпĕр çакăн пеккипе илемлетесшĕн. Йывăç витре туса пĕтермелле тата сăрмалла", – ăнлантарчĕ ăста. Вăл витре хăлăпне çаклатмалли сăнчăра та хăех касса кăларать.

Кÿршĕ ялти тепĕр çынна шыв арманĕпе савăнтарнă. Кăткăс эрешлĕ беседкăсем те республикăн чылай районне илем кÿреççĕ.

Сĕтел-пукан, диван-кравать, кашăк-чашăк, чÿрече рами, алăк, туалет, лаша кÿлмелли тăрантас, картлашка… Вĕсене темĕн тĕрлĕ çĕнетсе ăсталать. Тĕслĕхрен, туалет унитазне те йывăçранах касса кăларать.

Хальхи вăхăтра катка-пичке ăстисем сайра. Александр Гаврилов юлашки 2-3 çул каялла çак енпе кăсăкланма тытăннă. Халĕ купăста е ытти пахчаçимĕç йÿçĕтме, тăварлама е тÿме усă куракан кирек мĕнле савăта та çăмăллăнах тăвать. Унăн каткисем часах саланакан йышши мар, мĕншĕн тесен вĕсене пĕр вĕçрен, ăшне чавса ăсталать. Унсăр пуçне хăй тунă станокпа усă курать. Пĕррехинче Александр Пушкин юмахĕсем унăн куçĕ тĕлне лекнĕ. Унта йывăç станок сăнланнă. Вăл мĕн валли пулнине пĕлесшĕн пайтах пуç çĕмĕрнĕ арçын. Тепрехинче интернетра пĕр ăста çавнашкал хатĕрпе ĕçленине курнă. Александр Гаврилов тинех ăнланнă. Катка тумалли станока хăйне меллĕ пек çĕнетнĕ. "Капла ĕç хăвăрт пулать, алла ытла амантмастăн", – тет вăл. Сăмах май, ăста ĕçленĕ вăхăтра нихăçан та перчетке тăхăнмасть, унпа йывăç чунне туяймастăн-мĕн.

Ку таранччен Александр хăйĕн япалисене пасарта сутман. Унăн ĕçне пĕлĕшĕсем, интернетри ятарлă страницине кĕрсе тухакансем саккас парса туяннă. Сăмах май, юлашки вунă çул Александр Николаевич пултарулăх ĕçĕпе кăна пурăнать. Катка-пичкене, йывăç чашăк-кашăка халăх ыйтнăран малашне пасара та илсе тухасшăн.

"Купăста тăварлама ăвăс каткине çитекенни çук", – тет ăста. Унта çимĕç çемçелмест-мĕн. Ăна ытти савăта тултарсан та ăвăс турпасĕ чиксе хумалла, капла лайăх упранать. Пыл валли çăкаран туни аван. Мĕнле çимĕç хăш йывăçа кăмăлланине Александр Гаврилов нумай вуласа пĕлнĕ. Унăн мастерскойĕнче кĕнеке-журнал халĕ те купаланса выртать. Вĕренни нихăçан та ытлашши мар. Тепĕр чух кăсăклану ăс-тăна, чуна çавăрса илет, алă ытти ĕç çинчен пач манать. Килти пăрăва кăкармалла-и е выльăха апатламалла-и – мастерскойĕнчен тухсан тин çут тĕнчене таврăнать.

Хальхи вăхăтра ăна реализм скульптури канăç памасть. Сăнÿкерчĕк тăрăх çын сăнне касса кăларма ĕмĕтленет вăл. Акă ялти юлташне Егор Егорова понипе чупнине мĕншĕн сăнлас мар? Унăн пĕчĕк лашине кÿлмелли хатĕре вăлах ăсталанă. Ăна тăрантас та тееймĕн. Японире, Китайра çынна туртса çÿремелли рикша тесен вырăнлăрах. Поние кÿлмешкĕн туртине кăна хушнă. Интернетра тата пĕри тир сăран курткăна йывăçран касса кăларнă. Чăннинчен пач уйăраймăн, тум çинчи кашни хутлам палăрать. Александр Николаевич хăйĕн пултарулăхĕнче реализма аталантарма çирĕп тĕллев лартнă.

Унăн шухăшлавĕ, тавракурăмĕ пуян, ÿкерме пултарать. Ĕç хатĕрĕсем хушшинче Аслă Октябрь революцийĕ хыççăнах кăларнисем /вĕсене интернетра шыраса тупнă\ те пур. Çавăнпа вăл çĕнĕлĕхе алла илсе малашне те çынна тĕлĕнтересси иккĕлентермерĕ.

Ирина НИКИТИНА.

 

Ирина Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.