Алла мĕн лекет - çавна йăкăртаççĕ

14 Ака, 2016

Çуркунне çут çанталăк ыйхăран вăранать. Вăрăсем те «ухутана» тухаççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем çуркунне çеç мар, кунĕн-çĕрĕн «ĕçлеççĕ». Тавралăх ешернĕ вăхăтра ют çын пурлăхне вăрланă тĕслĕх йышланнă. Ара, пурте дачăна васкаççĕ-çке. Вăрă-хурах вара çывăрмасть, хуçасăр хваттерсене çул тытать. Акан 11-15-мĕшĕсенче республикăра «Хăрушлăхсăр çурт, под<езд, хваттер» акци иртет. Ăна çынсем хăйсен пурăнмалли кĕтес тĕлĕшпе тимлĕрех пулччăр тесе йĕркелеççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.