Аллă çичĕ çул — пĕрле

21 Авăн, 2016
Вĕсем çунса та кайнă, Униççе аппа сывлăхне çиçĕм те сиенленĕ — йывăрлăхсене пĕрле
чăтса ирттернĕ.
— «Сана валли, Униççе, çăпата хуçса çитереес çук, бригадăна ĕçе те тухаймастăп, ачасене выçă лартма тивет», — терĕ пĕррехинче анне. Вара саккăрмĕш класра пĕр уйăх вĕреннĕ хыççăн шкула пăрахма тиврĕ, — çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Матьшÿ ялĕнче пурăнакан Анисия Владимирова. Униççе аппапа Виталий тете Владимировсем пĕрле пурăнма пуçлани çĕртме уйăхĕнче 58 çула кайрĕ. Иккĕшĕ те пурнăçне колхозпа çыхăнтарнă, пилĕк ывăл пăхса çитĕнтернĕ.
— Ун чухне эпир атă-пуш¬мак, калуш пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Çăпата, чăнах та, хăвăрт çĕтĕлетчĕ. Шкула пăрахсан малтан бригадăра ĕçлерĕм, 17 тултарсан анне мана дояркăна ĕçлеме ячĕ. Сĕт бидонĕсене куççуль витĕр сĕтĕреттĕм. Сепаратора алăпа çавăраттăмăр. Ватă каччă Якку Исакĕ «çак хĕре мĕнле ÿстерсе качча парам-ши» тесе мана хăймапа çăмарта ăшаласа çитеретчĕ. Ашшĕсĕр нушаллă ÿснĕ хĕрачана хĕрхеннĕ ĕнтĕ вăл. Ытти дояркăсем питĕ кĕвĕçетчĕç. Исак халăхран сĕт пуçтаратчĕ, ашшĕ, налук агенчĕ, Ямашра çынсенчен çăмарта пуçтарнă.
Фермăра тăватă çул ĕçле¬сен ялта почтальон çук пирки унта куçарчĕç, кайран колхозра поварта ĕçлеме пуçларăм. Ĕçлекенсене кăнтăрлахи апат çитерме мăн каткасемпе яшка пĕçереттĕмĕр. Юр-варĕ те çителĕклех марччĕ, унтан-кунтан кăна тупкаланă. Итленĕ, турткалашса тăман.
22 тултарсан, 1959 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче, Виталипе пĕрлешрĕмĕр. Пилĕк ывăл ÿстертĕмĕр, ачасем тĕрлĕ çĕре саланчĕç. Аслине, Шупашкарти техникумран вĕренсе тухсан, Красноярска ĕçлеме ячĕç. Унтах авланчĕ, çемьеллĕ пулчĕ. Аллă çичче çитрĕ кăçал. Тепри — Шупашкарта. Икĕ ывăл — Красноармейскире. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Ялта юлни — Андрей. Воронежа ĕçе çÿрет. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ, — çапла тăсрĕ калаçăва сакăрвунна çитнĕ Униççе аппа.
— 57 çул... Çак тапхăрта вăрçăнмалли те тупăннă пулĕ, — тетĕп сăмаха малалла тăсма хăтланса.
— Çук пурнăçа та курнă — пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне итлесе пурăннă. Уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрма çăмăл мар. Вунă çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă хыççăн инкек тухрĕ — нимĕн юлми çунса кайрăмăр. Ĕмĕр вăрăм, курмалли тем те пур унта.
— Выльăх-чĕрлĕх усра¬тăр-и?
— Ĕне пур, пăру. Лаша та усранă, халĕ сутрăмăр, пăхма йывăрланчĕ. Хур-кăвакал, чăх-чĕп картиш тулли. Унсăр ялта мĕнле-ха?
— Ал ĕçĕ те тăватăр пул¬малла-ха? — çыхнă япаласем куç умне пулнăран тĕпчетĕп эпĕ.
— Ачасене, кинсене, мăнуксене чăлха-нуски хамах çыхса паратăп. Темиçе сумка нуски ман. Çĕнĕ çула пурте пухăнаççĕ те — йăлтах салататăп. Пирĕн — 50 сотка пахча. Çĕрулми, кишĕр-хăяр, арпус, дыня ÿстеретпĕр Виталипе иксĕмĕр.
Хĕлле клуба хĕрарăмсемпе пĕрле ал ĕç тума пуçтарăнатпăр. Кĕнчелеççи илсе каятăп та арласа ларатăп. Эпĕ унта — чи ватти.
Анне пире, виçĕ ачине, вăрçă вăхăтĕнче питĕ йывăрпа ÿстернĕ. Пирĕн качакасем питĕ аскăнччĕ, вĕсене курас килменнипе пĕррехинче выртсах макăртăм та, анне вĕсене сутса пĕтĕ пăру туянчĕ. Ăна хам çитерсе ÿстертĕм. Кайран хама утлантаракан пулнăччĕ. Эпĕ ун чухне тăххăртаччĕ. Çитерме кайсан ĕне çине икĕ михĕ утă çакса, хам утланса килеттĕм. Çав вăхăтсене аса илетĕп те — тĕлĕкри пекех туйăнать.
— Эпир атте вăрçа тухса кайсан çемьере пиллĕкĕн юлнă, — сассине парать пире итлесе ларакан Виталий тете. — Атте вăрçă пуçланнă çулах Ленинград блокадинче вилнĕ. Эпĕ ун чухне тăваттăра пулнă... Атте сăнне кăштах астăватăп.
— Качча кайсан, пилĕк çултан, мана аçа çапрĕ. Ман çулталăк çурă çулхи ача та пурччĕ. Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕччĕ, пĕрремĕш кун ыраш вырма тухнăччĕ. Пиллĕкĕнччĕ эпир уйра. Пурне те аçа çапрĕ. Ман чĕрçе çинче ларакан 17 çулхи çамрăк ачана çиçĕм хăлха шăтăкĕнчен кĕнĕ те чĕрине çурса тухса кайнă. Вилчĕ куç умĕнчех. Ман урара тапочки пулнă та — ток каялла тухса кайнă. Çумăрĕ мĕнле тăкрĕ вăл кун! «Васкавлă пулăшу» машини ниепле çитеймест, тракторпа сĕтĕреççĕ. Пире, вилейменнисене, шывпа тăм айне турĕç. Сыватма тесе ĕнтĕ. Мана шалкăм çапнă пек пулнă. Сулахай аяк нимĕн те туймастчĕ. Анне ыраш çăнăхĕнчен тунă сăмакунпа çуса, ăна ĕçтерсе чĕртрĕ. Упăшка çакăнса-сĕтĕрĕнсе пымалли «ходунок» туса пачĕ, тепĕр хут утма вĕрентĕм. Ачам мана палламастчĕ те... — Анисия Владимировна асаилÿ авăрне малалла путрĕ.
Иртнине хальхипе танлаштарчĕ те — хĕрарăмăн куçĕ ялтах çуталчĕ. Калас сăмахне вара çапла вĕçлерĕ:
— Нушине нумай куртăмăр, халĕ ачасемпе, кинсемпе, мăнуксемпе савăнатпăр. Çĕнĕ çула пурте килчĕç те — урайне 17 çын валли вырăн сартăм. Хамăр анне патне хăнана кайнă чухне вăтăр иккĕн каяттăмăр! Çакă мар-и пирĕн савăнăç!
— Владимировсем пек пĕрле нумай çул пурăнакансем ялта урăх çук. Вĕсем пĕрре те ĕçсĕр лармаççĕ, — çирĕплетет клуб заведующийĕ. — Униççе аппа çамрăксемшĕн — ырă тĕслĕх. Вăл хăйĕн йывăр пурнăçĕ çинчен каласа панине тимлесе итлесе лартăм. Униççе аппапа Виталий пиччене тата нумай çул хушши пĕр-пĕрне юратса пурăнма турă сывлăх патăр.
Çаплах пултăрччĕ.
Василий ЛАПИН.
Канаш районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.