- Чăвашла верси
- Русская версия
Алевтина ФЕДОРОВА: «Тĕслĕх илмелли хĕрарăмсем пур пирĕн…»
Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзне Алевтина Федорова ертсе пыма пуçланăранпа çулталăк иртрĕ. Яваплă çак лава вăл 2017 çулхи авăн уйăхĕнче кÿлĕннĕччĕ. Мĕнле шухăш-тĕллевпе, ĕмĕтпе пуçăннă общество ĕçне Алевтина Николаевна? Палăртнине пурнăçлама май килнĕ-и? Хĕрарăмăн — амăшĕн — хăш ыйтăвне татса парассине чи малти вырăна кăларать союз ертÿçи? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе шăпах уяв умĕн тĕл пулма палăртрăмăр Алевтина Федоровăпа. Анчах та калаçса татăлнă вăхăтра курнăçма май килмерĕ. Общество ĕçне хастар хĕрарăм яваплă должноçре вăй хунипе пĕрлех пурнăçласа пырать — Алевтина Николаевна ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ. Ытти ыйтăва татса парассине кÿлĕниччен çавăнпах тĕл пулăва ирхи 7.30 сехете куçартăмăр.
…Ку вăхăтра хула вăранса кăна пырать-ха. Общество транспортĕнче те ирĕклĕрех. Кунĕпе вĕçтернĕ çил-тăманăн çĕрĕпе хевти пĕтнĕ курăнать. Тÿперен ыттисенчен çĕтсе татăлса юлнă юр пĕрчисем кăна кăшт-кашт ÿккелеççĕ. Пите кăна мар, чун-чĕрене уçăлтаракан сивĕпе киленсе Правительство çурчĕ еннелле утатăп. Кунта вăй хуракансем ман умран вашлаттарса пÿлĕмĕсене кĕре-кĕре каяççĕ. Умра — çĕнĕ кун.
Хам иртерех çитнине пĕлтерес тесе Алевтина Николаевна патне шăнкăравлатăп. «Эпĕ хам патра. Хăпарăр тархасшăн», — илтĕнет кăмăллă сасă. Пĕтрĕмĕр, ĕçе миçе сехетре пуçăнаççĕ вара кунта? Çавăнпа тĕл пулсан маларах хатĕрлесе хунă ыйтусене сирсе чи малтан çакăн пирки кăсăкланатăп.
Çемьере
— Çичĕ сехетре ĕçре эпĕ, — йăл куллине парнелет пÿлĕм хуçи. — Унсăрăн пурне те ĕлкĕрме çук.
— Тăхта-ха, эсĕ çемьеллĕ хĕрарăм вĕт-ха. Упăшка, ача… Çывăх çынсем валли капла вăхăт та юлмасть-тĕр…
— Мăшăрпа Олег Николаевичпа, сăмах май, Йĕпреç районĕнчи Пучинкерен вăл, кун пирки малтанах калаçса татăлнă эпир. Вăй ведомствинче хăй те яваплă должноçре вăй хурать те вăл, пĕтĕмпех ăнланать. Çавăнпа ĕçре тытăнса тăнăшăн мăкăртатасси, кăмăлсăрланасси çук пирĕн çемьере.
— Çемье çинчен сăмах хускатнă май чи малтан, паллах, воспитани çинчен калаçас килет. Паянхи амăшĕсене пĕрре те çăмăл мар. Глобализаци тапхăрĕнче, самана таппинчен юлас мар тесен, мĕнле пулмалла хĕрарăмăн?
— Паян ачасене воспитани пама çăмăл мар. Анчах та нумай чухне хамăр та, амăшĕсем, айăпсăр мар-тăр. 1-2 çулти пепке аллине телефон тыттаратпăр. Шă-пăрлан телевизор умĕнчен кайма пĕлмест. Компьютера вара хамăрах хăнăхтаратпăр. Ĕçрен ывăнса таврăннă амăшĕ канас тет пуль- ха, çавăнпа ачи хăйне ан чăрмантартăр тет пуль. Ашшĕ-амăшне питĕ калас килет: ачасемпе вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшмалла — выляса, калаçса, хутшăнса… Хамăр епле ÿснине аса илер-ха. Ялан атте-анне çумĕнче пулнă, пĕрле ĕçленĕ, вĕсене пулăшнă. Аслисем таврăниччен апат та пĕçернĕ, кил-çурта тирпейленĕ. Пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Паян вара ачасене ĕçе питех явăçтармастпăр. Хăш чухне шкулта доскана та тасатмаççĕ вĕт. Эпир вĕсене иртĕнтерсе, мĕн ыйтнине йăлт тивĕçтерсе ÿстернĕ пек туйăнать. Нумай чухне мĕн те пулин сиксе тухсан воспитательсемпе учительсене явап тыттарасшăн. Эпĕ шкулта 22 çул ĕçленĕ май çакна калама пултаратăп: ача шкула çемьерен воспитани илсе пырать. Çавăнпа та ăна улăштарма çăмăл мар. Пепкене воспитани парас енĕпе çапах та пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, яваплăрах пулмалла.
— Мĕнле шухăшлатăн: хăв мĕнле амăшĕ эсĕ?
— Эпĕ хам ачана идеал шайĕнче воспитани паратăп тесе каламастăп паллах. Ывăлăм пĕчĕк мар ĕнтĕ, 17 тултарать. Ăна ĕçе явăçтарса ÿстернĕ. Халĕ те мана пулăшма тăрăшать вăл. Чи кирли, пире, ашшĕ-амăшне хисеплени сисĕнет.
— Яваплă вырăнта вăй хуратăн. Ирех ĕç пÿлĕмĕнче акă. Каçхине те киле 10 сехетсĕр çитейменнине калатăн. Санăн пурнăçра çемье валли вырăн юлать-и?
— Епле пулсан та вăхăт уйăрма тăрăшатăп. Канмалли кунсенче те пулин пĕрле пулас килет.
— Мĕн тăватăр кун пек чухне?
— Ача калать: «Анне, эсĕ манпа кинона юлашки хут хăçан кайнине ас тăватăн-и?» Пĕрремĕш класра пулнă иккен ку. Халĕ вара вăл 11-мĕшĕнче вĕренет… Çапах канмалли кунсенче пĕрлехи ĕç пурнăçлама тăрăшатпăр. Калăпăр, тепĕр чух апат та пĕрле пĕçеретпĕр. Çулла дачăра пĕрлех ĕçлетпĕр.
— Мĕн пĕçеретĕр-ха?
— Манăн арçынсем духовкăра пĕçернĕ какайпа çĕр улмине питĕ юратса çиеççĕ.
— Вара канмалли кун уявах çаврăнса каять ĕнтĕ.
— Çаплах.
— Эрне варринче çемье выçах лармасть-тĕр. Упăшка мĕн те пулин янтăлать-и?
— Çук, пач пĕçермест /кулать/. Дачăра вара кашни канмалли кун кăвайт çинче е шашлăк хатĕрлет, е пулăпа савăнтарать. Тĕлĕнмелле тутлă пулса тухать унăн. Ахальтен каламаççĕ, арçын тутлă пĕçерет тесе.
— Пуçлăхра вăй хуракан е хăйсен ĕçне йĕркеленĕ хĕрарăмсем вăхăт çитменни пирки каланине тăтăшах илтме тивет. Анчах та ачапа хутшăнма тĕрлĕрен пулать-çке. Калăпăр, кунĕпе килте ларса пепкене пĕр сăмах чĕнмесĕр те ирттерме пулать. Е пилĕк минутрах унпа пахалăхлă хутшăнма май пур.
— Питĕ тĕрĕс. Хĕрарăмăн малти вырăна мĕн кăлармаллине пĕлмелле. Амăшĕн тивĕçĕ — ачине тĕрĕс воспитани парса, вĕрентсе, çĕршыва юрăхлă çын туса ÿсте-ресси. Тĕрĕс çул çине тăма мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле. Чăнах та, хăшĕ-пĕри кунĕпе килте пулсан та ачипе пачах та аппаланмасть. Çав вăхăтрах тепри пушă 5-30 минутне те пепкипе ирттерме тăрăшать. Ĕç хыççăн ачисене тĕрлĕ кружока, пултарулăх çурчĕсене илсе çÿреççĕ хĕрарăмсем, вĕсене пур енлĕ аталантарма тăрăшаççĕ.
— Эсĕ нумай çул пуçлăхра вăй хуратăн. Шкул директорĕ те пулнă. Кала-ха, ĕç хыççăн киле те «пымасть-и» министр çумĕ?
— Çук. Ĕçе киле илсе каймастăп. Çемьере эпĕ — хĕрарăм, амăшĕ. Ку роль мана питех те тивĕçтерет. Арçын хăй вырăнĕнче пултăр, хĕрарăм хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлатăр.
— Хăв пирки «арçын хыçĕнче пурăнатăп» теме пултаратăн-и?
— Пултаратăп. Хваттершĕн, коммуналлă тăкаксемшĕн, сăмахран, ăçта кайса мĕнле тÿлемеллине те пĕлместĕп. Пăта та çапса курман эпĕ. Танлаштармашкăн вара майсем пур манăн — пурнăçра темĕн курма та тивнĕ. Халĕ чăнласах арçын тĕрекне туйса ырă куратăп.
БЛИЦ-ЫЙТĂМ
— Паян пурте тĕнче тетелĕнче пурăнатпăр. Сана социаллă сетьсенчен хăшĕнче тупма пулать?
— ЧР Вĕрентÿ министерствин тата Чăваш Ен хĕрарăмĕсен союзĕн сайчĕсенче. Хыпарсене «Вконтакте», «Инстаграм» мелĕсемпе те халăх патне çитеретпĕр.
— Мĕнле апат юрататăн?
— Нимĕн те тиркеместĕп. Çапах та хамăр пахчара ÿстернĕ çимĕçсене ытларах кăмăллатпăр.
— Питĕ килĕштерекен чăваш юрри пур-и?
— Ытларах итлеме кăмăллатăп. Алеша Шадриков, Валентина Кузнецова, Денис Антипов юрланине питĕ килĕштеретĕп.
— Мĕн вулас килет, анчах та вăхăт çитмест?
— Ертÿçĕ тилхепине тытнă май пуçлăхăн мĕнле пулмалли пирки ятарлă литература вулатăп. Чарăнмасăр шĕкĕлчеме май çук — кашни кун пĕр страница та пулин вуламах тăрăшатăп.
— Хăш çĕршыва кайса курас килет?
— Ачалăхри ĕмĕт — Франци, Париж, Венеци… Çав вăхăтрах хамăр çĕршыври хитре вырăнсене те çитес килет. Алтай тăвĕсем илĕртеççĕ. Крымра темиçе хутчен те пултăмăр, çаплах унăн илемĕн тыткăнĕнчен тухаймастăп.
— Мĕн тăвас килет, анчах та алă çитмест…
— Ун пекки çук. Пурнăçлама май пур тĕллеве кăна лартатăп хам ума, вара ăна тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçа кĕртсе пыратăп. Хам вăя кăна шанатăп. Калăпăр, водителе вĕренсе тухрăм. Халĕ тепĕр чухне машина рулĕ умне хамах ларатăп. Тулли верси...
www.hypar.ru
Рита АРТИ хатĕрленĕ.
Комментари хушас