Алена АРШИНОВА: Пĕрлехи ĕç чылай ыйтăвăн хуравне тупма пулăшать

“Раççейĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думи хастар та пуçаруллă ĕçлерĕ. Çĕршывăн саккун кăларас ĕç аталанăвне эпĕ те хамăн тÿпене хывнă тесе шухăшлатăп”, — терĕ Думăн Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова.

Чи ăнăçлă проект

Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекен депутат кашни çулах утă уйăхĕнче пресс-конференци ирттересси, унта çулталăк кăтартăвĕсемпе паллаштарасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Хальхинче Алена Игоревна Думăри хăйĕн 4 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Пурте пĕлетпĕр: кĕçех, авăн уйăхĕнче, парламентăн çĕнĕ йышĕ йĕркеленет. Алена Аршинова çак тăватă çулта чăнласах та ăнăçлă ĕçленĕ: 59 проект хатĕрленĕ /хăй пĕччен те, ытти авторпа пĕрле те/, вĕсенчен нумайăшĕ саккун пулса тăнă. Вăл пленарлă ларусенче 33 хут тухса калаçнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Аршиновăна икĕ çул каялла чи тухăçлă ĕçлекен депутатсенчен пĕри тесе йышăннă. Саккунсенчен 14-шĕ вĕренÿ сферипе çыхăннă. Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ çак тытăмри лару-тăрăва лайăх пĕлет, çавна май ăна ырă енне улăштарас тата йывăрлăхсене пĕтерес тĕлĕшпе нумай ĕçлет.

Ку енĕпе пурнăçланă чи ăнăçлă тата Чăваш Енре пурăнакансем тивĕçлипе хаклама пултаракан ĕç — çĕнĕ ача сачĕсем хăпартни. “Единая Россия” партин “Ача сачĕсем — ачасене” проекчĕпе /унăн ертÿçи шăпах — Алена Аршинова/ килĕшÿллĕн Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 1,6 миллиард тенкĕ уйăрса панă, çĕнĕ вырăнсем йĕркеленĕ. Кĕçех Шупашкарăн “Радужный” микрорайонĕнче тата Çĕнĕ хулара шкулчченхи учрежденисем хăпартма пуçламалла.

Депутатсем çавăн пекех регионсенче ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕн мĕнле пайсенчен тăмалли йĕркене тата унăн чи пысăк виçине палăртнă. “Шкулчченхи учрежденисен администрацийĕн ашшĕ-амăшне квитанцисенчи сумма ăçтан тупăннине ăнлантармалла. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн унта икĕ йĕрке çеç пулмалла: ачасене пăхнăшăн тата хуçалăх-йăла нушисемшĕн”, — калаçăва тăсрĕ Алена Игоревна. Ырă улшăнусен шутĕнче — ача сачĕсене тупăш çине хуракан налукран хăтарни, тăлăх ачасене вĕренÿ заведенийĕсене пĕлĕвне тарăнлатма кĕнĕ чухнехи çăмăллăхсене тавăрса пани...

Чăваш Ене — хушма укçа-тенкĕ

Çывăх вăхăтра пурнăçламалли пысăк пĕлтерĕшлĕ проект çĕнĕ шкулсем хăпартассипе тата халĕ пуррисене юсассипе çыхăннă. “Раççей Президенчĕ Владимир Путин ачасен 70 процентне хушма пĕлÿ тытăмне явăçтарма хушать. Анчах ку тĕллеве шкулсенчи 2-мĕш тата 3-мĕш сменăсен йывăрлăхне татса памасăр чăна çавăрма май килмест”, — чунне уçрĕ парламентари. Çĕнĕ шкулсем хăпартни çак ыйтăва татса пама пулăшасса шанать вăл. Çĕнĕ программа валли вунă çулта тĕрлĕ шайри бюджетран темиçе триллион тенкĕ тупмалла. Кăçал шкулсен строительстви валли федераци бюджетĕнчен 50 миллиард тенкĕ уйăрнă. Ку проекта Чăваш Ен те хутшăнни савăнтарать. Акă Комсомольски районĕнчи Элпуç ялĕнчи çĕнĕ шкула кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма планланă.

Алена Аршинова ял шкулĕсенчи спорт залĕсене реконструкцилени пирки те каласа кăтартрĕ. Чăваш Ен федерацин çак программине виçĕ хут лекнĕ ĕнтĕ. Çапла майпа икĕ çулта республикăри 72 спорт залне юсаса çĕнетнĕ, 2016 çул вĕçлениччен тепĕр 24-шне çĕнĕ сăн-сăпат кĕртĕç.

Парламентари çамрăксен пу­çа­рăвĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшнине палăртрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн инжиниринг центрĕсене туса хурассипе тата аталантарассипе çыхăннă пилот проектсене патшалăх пулăшăвĕ памалли пĕтĕм Раççейри конкурсри çĕнтерĕвне пысăк çитĕнÿ тесе хакларĕ. Аслă шкула хăй хатĕрленĕ проекта пурнăçа кĕртме икĕ çулта 100 миллион тенкĕ парĕç.

“Çак çĕнтерÿ — аслă шкул тата Чăваш Енĕн влаç органĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленин ырă кăтартăвĕ. Пирĕн малашне те хастар пулмалла. Эпĕ республикăри министерство-ведомство ертÿçисемпе çивĕч ыйтусене татса парас тата Чăваш Ене хушма укçа-тенкĕ илсе килес тĕллевпе çыхăнсах тăратăп. Паянхи кун патшалăх программисене хутшăнни тата регион хушма укçа илни пĕлтерĕшлĕ, — терĕ Алена Игоревна. — Мускавра Правительство сехечĕсемсĕр пуçне министерство ертÿçисемпе, вице-премьерсемпе йĕркелекен тĕлпулусен институчĕ те пур. Пĕтĕмпе 83 тĕлпулу иртнĕ, çав шутран 80-шне эпĕ хутшăннă: кашнинчех ыйту панă тата Чăваш Ен пирки калаçнă. Тĕслĕхрен, шкул автобусĕсем кирлине Дмитрий Медведев премьер-министра пĕлтертĕм. Вăл çĕнĕ автобуссем туянма бюджетран укçа уйăрма шантарчĕ. Чăваш Республики ку проекта та хастар хутшăнĕ пулĕ тетĕп”.

Йышăнусем, ыйтусем...

А.Аршинова вĕренÿпе çеç мар, ытти сферăпа çыхăннă проектсемпе те ĕçлет. Пĕлтĕр йышăннисенчен пĕри — Таджикистанра 1992-1997 çулсенчи юнлă хирĕçтăрусене хутшăннă çынсене ветерансемпе танлаштарасси çинчен калакан саккун. Парламентари ку проектпа ĕçлеме пуçличчен Чăваш Енре хăйĕн патне йышăнăва асăннă конфликтсене хутшăннă арçын пынине, пулăшу ыйтнине каласа кăтартрĕ. Тĕрĕссипе, Алена Игоревна çак ыйтусене лайăх пĕлет: унăн ашшĕ çар çынни-çке.

Йышăнусем тенĕрен, Дума депутачĕ вĕсене тăтăшах ирттерет. Халĕ, Чăваш Енре пурăнмалли кĕтеслĕ пулнă хыççăн, пике пĕр эрне — кунта, тепĕр эрне — Мускавра. МИХсен представителĕсемпе те, республикăра пурăнакансемпе те уççăн хутшăнать вăл. Çавăнпа официаллă майпа килекен ыйтусене çеç мар, социаллă сетьсенчисене те хуравсăр хăвармасть. Официаллă майпа çеç пĕр пин ытла ыйту килнĕ, вĕсенчен çуррине татса панă.

Вĕçне çитерме тÿр килмен самантсенчен пĕри — энергетика напитокĕсене ачасене сутмашкăн чарма йышăнманни. Ку саккун проектне улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думи темиçе çул каяллах сÿтсе явнă, анчах ăна Правительство ырламан. Алена Игоревна çитес созыври депутатсем ку ыйтупа малалла ĕçлессе, çакнашкал шĕвексем ÿсекен организма япăх витĕм кÿнине ĕнентерессе шанать.

Журналистсем меллĕ самантпа усă курса Алена Аршинова аслă шкул пĕтерекен çамрăксене направленипе ĕçлеме ярасси, куçăн мар майпа вĕрентессине пăрахăçлама планлани, хĕрсемпе каччăсем пĕчĕк хуласенчен пысăккисене кайма ăнтăлни, çĕршывра пурăнакансен хăрушсăрлăхĕ тата ытти пирки мĕн шухăшланине ыйтса пĕлчĕç. Çавăн пекех Г.Лебедев ячĕллĕ лицей шăпипе кăсăкланчĕç, кунашкал вĕренÿ заведенине сыхласа хăвармаллах терĕç, вăл чи малтан ял ачисемшĕн кирлине палăртрĕç.

“Манăн пĕрлехи ĕçшĕн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав тăвас килет. Вăл республикăшăн тăрăшать, ĕçрен хăраман маттур çынсене пулăшать. ЧР Правительстви те тав сăмахне тивĕçлĕ”, — терĕ Алена Аршинова.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май парламентари массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене депутатсен ĕç-хĕлне çутатнăшăн тав турĕ, хăйне журналистсен пĕрлĕхĕн пайĕ пек туйнине пĕлтерчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.