Алена АРШИНОВА: Халăха хумхантаракан пĕтĕм ыйтăва шута илĕпĕр

6 Юпа, 2016

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче РФ çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Думин пĕрремĕш ларăвĕ пулнă. Унта Раççей Президенчĕ Владимир Путин та хутшăннă. Лару пирки тĕплĕнрех Думăна Чăваш Енрен суйланнă Алена АРШИНОВА депутат каласа кăтартма килĕшрĕ:

— Пĕрремĕш ларăва Владимир Путин хутшăнни питĕ килĕшрĕ. Вăл 6-мĕш суйлаври депутатсен ĕçлеме пултараслăхĕ пысăк пулнине, вĕсем питĕ нумай ĕç тунине палăртрĕ. Маларахри спикера Сергей Нарышкина тав турĕ. Депутатсене ăрусен çыхăнăвне сыхласа хăварма сĕнчĕ. Суйлава хутшăннисен 86% хăйсен сассисене — пĕтĕмпе 46 миллиона яхăн сасă — Патшалăх Думин йышне кĕнĕ тăватă партишĕн панă. Пирĕн, «Единая Россия» парти представителĕсен, йышĕ пысă-кланнă, çакăнпа пĕрлех пирĕн яваплăх та ÿсрĕ.

Пĕлетĕр ĕнтĕ: сессире спикер пулма Вячеслав Володина суйларĕç. Унăн ырă енĕсене эпир пĕлетпĕр, çавăнпа çак кандидатурăна хапăл туса йышăнтăмăр. Володиншăн 404 депутат сасăларĕ. Комитетсен йышĕсене тата вĕсен председателĕсене те çирĕплетрĕмĕр.

Владимир Путин халĕ пирĕншĕн тĕп вырăнта экономикăна аталантарасси тесе палăртрĕ, çав хушăрах вĕренÿ тытăмĕ пирки те каларĕ. Ку тема маншăн питĕ çывăх. Суйлав умĕнхи кампанире эпĕ 700-е яхăн тĕлпулу ирттертĕм. Вĕсенче çынсем хăйсене мĕнле ыйтусем пăшăрхантарнине пĕлтерчĕç. Суйлавçăсен наказĕсене пурне те Дума çывăх вăхăтра йышăнакан çĕнĕ бюджетра шута илмелле. Финансăн тĕп документĕнче 3 çула çитмен ачасем валли садиксенче çĕнĕ вырăнсем йĕркелессипе, çĕнĕ шкулсен строительствипе çыхăннă программăсем, вĕренÿ тытăмĕн ытти проекчĕ те вырăн тупĕ. Ача сачĕсем пирки калас тăк — эпир ку енĕпе нумай ĕçлерĕмĕр, çапах хăшпĕр çĕрте татăлман ыйтусем те пур-ха. Çавăнпа ку программăна 2017 çулта малалла тăсăпăр. Кăçал пурнăçа кĕме тытăннă тепĕр программа та — çĕнĕ шкулсем тăвасси — пурнăçланĕ. Шел, чылай шкулта ачасем 2-3-мĕш сменăсенче вĕренеççĕ, çакă Чăваш Ене те пырса тивет. Ун пекки ан пултăр тесе пирĕн çĕнĕ те хăтлă, хальхи йышши шкулсем хăпартмалла. Чăваш Республикинче 2025 çулччен 32 шкул /хушма çуртсемпе пĕрле/ хута ямалла.

Шкул автобусĕсемпе, ял шкулĕсенчи спорт залĕсене тата студентсен общежитийĕсене юсассипе, бассейнсем тăвассипе, вĕренÿ организацийĕсенче хăтлă та меллĕ хутлăх йĕркелессипе çыхăннă программăсене те малалла тăсмалла. Бюджетра пирĕн граждансене хумхантаракан пĕтĕм ыйтăва çутатмалла. Çавăнпа бюджетпа ĕçлесси — хальхи вăхăтра Патшалăх Думин ĕçĕнчи тĕп приоритет.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА ыйтса пĕлнĕ