Алексей САМАРКИН: Самана йывăрлăхĕсене çĕнтерме майсем пур
15 Dec, 2016

Республикăри кашни район хăйне евĕр. Комсомольски хутлăхĕ, паллах, аякран килекен хăна кунта пулăхлă хура çĕр талккишпех пулнине сăнатех. Çут çанталăк пуянлăхĕпе пĕрлех этем аллипе хăтланă пуянлăха та асăрхамасăр иртеймĕн. Нумай нациллĕ район пулнипе палăрса тăрать Каçал хутлăхĕ. Ахăртнех, ырă çак ене — чăваш, вырăс, тутар халăхĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннине — чи паха уйрăмлăх пек хакламалла та. «Самана тĕрлĕ пăрăнчăкĕнче те тăванла çывăх хутшăнусем пăсăлман, малашне те çаплах пултăрччĕ», — аталанушăн тăнăçлăх чи пĕлтерĕшлине шута илсе палăртать Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей САМАРКИН.

   

Пирĕн справка

Алексей Александрович Самаркин Комсомольски районĕнчи Луцки ялĕнче çуралнă. 1998 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен «Агрономи» специальноçпа вĕренсе тухнă. 1998 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче «Ольдеевская» агрофирмăра ĕçлеме тытăннă, тĕрлĕ должноçра вăй хунă. 2006 çулта Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинче ĕçлеме пуçăннă. 2010 çулта Чăваш Республикин Апат-çимĕç фондне ертсе пыма пикеннĕ. 2014 çулта ăна Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕн должноçне çирĕплетнĕ.

2015 çулхи утă уйăхĕнчен — район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 — Алексей Александрович, муниципалитет «тилхепине» сире шанса панăранпа вăхăт чылаях та иртмерĕ — çулталăк çурă кăна. Çапах районти лару-тăрăва куç умне кă-ларма, çывăх вăхăтра мĕнле ыйтусене татса парассипе çине тăрса ĕçлемеллине палăртма ку тапхăр — çителĕклĕ.

— Кунта темĕнле шалти вăрттăнлăх çук: çын кирек хăш районта пурăнсан та унăн пурнăçне тивĕçлĕ шайра йĕркелесси пĕр евĕрлĕ ыйтусемпе çыхăннă — социаллă хÿтлĕх, пурăнмалли хăтлă кĕтес, яланхи тăкаксене саплаштарма юрăхлă шалу, сывлăха упрама- сиплеме меллĕ условисем, ача- пăчана пĕлÿпе, аталанăвăн тĕрлĕ енĕпе тивĕçтермелли майсем, тавралăха хăтлăх-илем кÿресси... Районăн аталану планне шăпах вĕсене шута илсе йĕркелетпĕр те. Тĕллевсене пурнăçласси вара влаç представителĕсем, районта пурăнакансем пĕр шухăшлă пулса кашни хăйне шаннă вырăнта тÿрĕ кăмăлпа, саккуна пăхăнса ĕçленинчен килет. Ушкăнра — вăй, çак каларăшăн чăнлăхĕ пурнăçра кашни утăмрах тÿрре тухать.

— Комсомольски районĕнче пысăк промышленноç предприятийĕсемех çук. Тупăш илмелли тĕп çăлкуç — ял хуçалăх производстви. Сирĕншĕн, ку отрасльпе республика ведомствинче те сумлă должноçсенче ĕçленĕскершĕн, ку тытăмра курăмлă çитĕнÿ тума май килчĕ-и?

— Аграри секторне аталантарасси паянхи кун — патшалăх шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйту. Раççейре пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕрсен лаптăкĕ самай пысăккине пурте пĕлетпĕр-куратпăр. Шел те, республикăра та пур-ха ун пеккисем. Пирĕн район ку тĕлĕшпе ырă енпе палăрса тăрать — пулăхлă çĕре сухаласа-акса тăратпăр. Хуçалăхсем усă куракан пĕтĕмĕшле лаптăк 3882 гектарпа танлашать.

Кăçалхи вырма тухăçĕпе савăнтарчĕ — районти хуçалăхсем пÿлмене 40 пине яхăн тонна тырпул пухса кĕртрĕç. Пĕтĕмĕшле виçепе республикăра тăваттăмĕш вырăна тухрăмăр. Гектар пуçне тивекен тухăçпа вара — виççĕмĕш вырăнта. Çĕрулми кăларма çанталăк условийĕсем тем пек кансĕрлерĕç пулин те 93 процентне пуçтарса кĕртме май тупрăмăр.

Выльăх-чĕрлĕх производствинче те ÿсĕмсем пур. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕпе республикăра иккĕмĕш вырăнта эпир /малта — Елчĕк районĕ/. Çулталăк пуçланнăранпа аш-какай производствипе те, сĕт-çу туса илессипе те кăтартусене пысăклатни выльăх апачĕн пахалăхне ÿстернипе тÿрреммĕнех çыхăннă. Тĕслĕх шайĕнчи хуçалăхсенчен пĕри — «Асаново» ЯХПК. Виçĕ çул ĕнтĕ кунта сĕт суса илесси 8 пин килограмран чакман.

— Чылай районта ял хуçалăх продукцийĕ самаях туса илеççĕ пулин те чĕртавара пуçтарса тирпейлекен предприяти сахал.

— Комсомольски районĕнче унашкал предприяти темиçе те: «Нур», «Молцентр», «Мир», Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕ, Çăкăр завочĕ, «Чувашмелиоводхоз» управ-ленин Комсомольски филиалĕ. «Нур» кооператившăн иртсе пыракан çул уйрăмах ăнăçлă пулнине палăртам: предприяти ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин 6 миллион тенкĕлĕх грантне çĕнсе илчĕ. Тивĕçнĕ укçа-тенкĕпе кооператив пурлăх-техника никĕсне пуянлатрĕ. Грант тенĕрен, вĕсене тивĕçессипе районти хресчен- фермер хуçалăхĕсем те хастар. Кăçал кăна пилĕк фермер çĕнсе илчĕ. Вĕсем илнĕ укçан пĕтĕмĕшле сумми — 46 миллион тенке яхăн.

— Çĕр çинче ĕçлеме ÿркенмен маттурсем пурри аван. Анчах фермер ĕçне пикенме е харпăр хăйĕн ытти ĕçне пуçăнма пуçламăш капиталсăр май çук. Яланхи ĕç вырăнĕсĕр çынсем ку тăрăхра та чылаййине пытармăпăр. Вăйпитти ентешсем аякри хуласене ĕçлеме кайни муниципалитетшăн йĕркеллĕ пулăмах мар. Мĕнле кĕрешетĕр çивĕч çак ыйтупа?

— Аякри хуласенче официаллă мар майпа ĕçлекенсене тупса палăртасси, вĕсене кунта яланхи ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май тупасси — район ертÿлĕхĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн тата ытти хăшпĕр ведомствăн пĕрлехи тĕллевĕ. Ку ыйтупа ĕçлекен ятарлă комисси тăрăшнипе кăçал 400 ытла çынна тупса палăртнă, вĕсенчен 310-шне официаллă ĕçпе тивĕçтерме май килнĕ. Республика шайĕпе илсен аван кăтарту ку, анчах лăпланса лармалли шай мар. Саккуна пăхăнса вырăнта ĕçлекен çын район бюджетне налук хывать- çке. Урăхла калас тăк налук хуракан никĕс çирĕп пулсан район та мал утăмсемпе аталанĕ. Çакна шута илсе пĕчĕк предприяти уçас текенсене пулăшма тăрăшатпăр. Пирĕн енчен пĕртен-пĕр услови кăна — уççăн ĕçлеччĕр, налуксене вăхăтра тÿлеччĕр.

— 2016 çул нухрат енчен хĕсĕкрех пулчĕ-тĕр. Тем тесен те, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен республика хыснинчен куçакан укçана ытларах шанма тивет. Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерме вара «çÿхе енчĕкпе» ниепле те май килмест.

— Укçа-тенкĕ уйăрас тĕлĕшпе лару-тăру йывăрланнин усăллă енĕ те пур: социаллă пур объект та нухратпа перекетлĕ усă курма хăнăхать. Апла-и, капла-и — со-циаллă тытăмра кăçал тума палăртнă ĕçсене пурнăçлама май килчĕ. Элпуçĕнче çĕнĕ хăтлă шкул уçрăмăр. 2017 çулта Урмаелти шкула тĕплĕн юсама хатĕрле-нетпĕр. Шкул ÿсĕмне çитмен ачасене пĕлÿ паракан учреждение вырнаçтарассипе çыхăннă ыйту пирĕн районшăн паян та çивĕч-ха. Темĕнле йывăр килсен те çитес вă-хăтра ку кăткăслăха та сирмелле. Урмаел ялĕнче 110 вырăнлăх садик хăтлама, район центрĕнче 2-мĕш шкул çумĕнче 50 вырăнлăх кăнтăрлахи уйрăм уçма тĕллев лартатпăр.

— Вĕренÿ тытăмĕнчи лару-тăру çинчен калаçса кайрăмăр пулсан педагог кадрĕсен дефицичĕ çинчен те сăмах хускатмасăр май çук.

— Çапла, районти чылай шкулта вĕрентекенсем ватăлса пыни сисĕнет. Çамрăк специалистсене илсе килме майсем шыратпăр. Иртнĕ тата хальхи вĕренÿ çулĕсенче пурĕ 9 çамрăк учителе ĕçе йышăнтăмăр. 2016 çулхи бюджетра тĕллевлĕ вĕрентÿ валли укçа-тенкĕ уйăрса хăварнă. Педагога вĕренекен 10 студента, диплом илсен хамăр тăрăха ĕçлеме килĕшекенсене, уйăхсерен 1 пин тенкĕ тÿлесе тăратпăр. Пулас педагогсене стажировкăна йышăнасси пирки район администрацийĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе килĕшÿ алă пусни те кадр ыйтăвне çăмăллатма пулăшасса шанатпăр. Килес çул Аслă Чурачăкри, Тукай Мишерти вăтам шкулсем /вĕсен выпускникĕсен хушшинче шăпах педагогика специальноçĕсемпе вĕренме кĕрекен чылай/ студентсене йышăнĕç те.

— Шкулсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă тепĕр çивĕч тема — демографи лару-тăрăвĕ. Алексей Александрович, ырă улшăнусене çывăх вăхăтра кĕтме пулать пек-и?

— Хальлĕхе мăнаçланмалли ÿкерчĕкех тухса тăмасть. Вилекенсен шучĕ çуралакансен йышĕпе танлаштарсан — ытларах. Халăх йышĕ пĕтĕмĕшле çапах та юлашки икĕ çулта кăшт сахалрах чакни сисĕнет. Пĕлтĕр 4 ял тăрăхĕнче демографи кăтартăвĕсем ырă енне сулăнчĕç. Кăçал 5 ял тăрăхĕнче лайăх лару-тăру пуласса шанатпăр.

— Умра — Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Республика Пуçлăхĕ çавăн пек йышăну туни, тен, йышлă çемьесен шутне ÿстерме витĕм кÿрĕ? Сăмах май, нумай ачаллă çемьесене кирлĕ чухлĕ пулăшу паратăр-и?

— Михаил Игнатьев 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулĕ тесе йышăнма Указ алă пусни çинчен илтсенех — хĕпĕртерĕм.

2016 çулта нумай ачаллă 55 çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерме палăртнăччĕ. 11 уйăхра 23 çемьене — пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма, 30 çемьене хушма хуçалăха аталантарма çĕр лаптăкĕсем уйăрса патăмăр. Çулталăк вĕçлениччен кунашкал çăмăллăхпа тата 4 кил-йыша тивĕçтерме тăрăшăпăр. Çĕр лаптăкĕсем тенĕрен, район центрĕнче пурăнмалли çурт-йĕр лартмалли чикĕсене кăнтăр енчен сарса пыратпăр. Урмаел, Тукай Мишер ялĕсенче те çуртсем хăтламалли лаптăксене пысăклатнă. Йĕркеленекен урамсенче çул-йĕр хывассине плана кĕртетпĕр.

— Куратăп: малаллах талпăнать Комсомольски районĕ. Унăн çыннисен пурнăçне лайăхлатма вырăнти ертÿлĕх хăйĕн тÿпине хыватех. 2017 çула мĕнле шухăш-ĕмĕтпе кĕтсе илетĕр, Алексей Александрович?

— Тĕллев пĕрре: тăван тăрăхра тĕпленнĕ ентешсене ытлă-çитлĕ пурăнма май пур таран пулăшасси, ырă пуçарусене малалла тăсасси, пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр шухăшлăн ĕçлесси. Йывăрлăхсем кашни саманан — хăйĕн, вĕсене çĕнтермелли çул-йĕр, шырасан, тупăнатех.

Ирина ПУШКИНА калаçнă

Ирина ПУШКИНА