Александр Осипов парнеленĕ юрăсем

14 Ака, 2015

Паян Шупашкарта Чăваш патшалăх филармонийĕн залĕнче республикăри паллă çыннăн /ун пирки пĕрре те иккĕленместĕп/, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Александр Осиповăн пултарулăх каçĕ иртет. Канаш районĕнчи Юмансарта кун çути курнă ача шкула кайиччен ялтах пурăннă, пĕрремĕш класа Канашри вырăс шкулне çÿреме пуçланă /ашшĕпе амăшĕ хулара ĕçленĕ/. Каярах çемье Иркутск облаçне куçса кайнă, темиçе çултан Нижневартовска çитнĕ. Çапла майпа ĕнерхи чăваш шăпăрланĕн тăван чĕлхе урокĕнче пĕр сехет те ларма тивмен. Апла пулин те чăвашла манман. Вăл çеç мар, Çĕпĕрте çуралнă йăмăкĕ Лена та паян кун та чăвашла шăкăртаттарса калаçать. Вăрттăнлăхĕ акă мĕнре: килте кирек хăçан та чăваш сасси кăна янăранă.

Ф.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищин фортепиано, Хусан консерваторийĕн теорипе композици уйрăмĕсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван хуланах таврăннă. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн искусство пайĕнче 10 çул, «Чăваш Ен» ПТРКра 20 çул ĕçленĕ май хăйĕн кунçулне пĕтĕмпех чăвашлăхпа çыхăнтарнă. Çак ĕçе темиçе енпе пурнăçласа пырать. Ман шухăшăмпа, уншăн чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри - ăслăлăх. Кандидат е доктор диссертацийĕшĕн мар /унашкал ятсем çук унăн/, чунĕ хушнипе тĕпчет, тишкерет вăл тăван кĕвĕ-çемĕ тĕнчине.

Александр Аркадьевичпа ун çинчен хăйĕнпе тĕплĕнрех калаçар-ха.

- Ăслăлăх сирĕн çума «çыпăçнине» хăçан туйса илтĕр?

- Хусан консерваторийĕн пĕрремĕш курсĕ хыççăн темиçе студент тăван яла фольклор экспедицине килтĕмĕр. Халăх юррисене çырса илтĕмĕр. Эпĕ хамăн ĕçе тирпейлĕ, тăрăшса, тарăн пурнăçланине кафедра ертÿçи Яков Гиршман асăрханă пулĕ. Малалла та çак енĕпех ĕçлеме сунчĕ. Диплом ĕçне те фольклорпах хÿтĕлерĕм. Йывăр пулчĕ: чăваш фольклорĕпе алла тытса усă курмалли ĕçсем çукрахчĕ, çавăнпа та пĕтĕмпех хамăн ĕçлеме, шухăшлама, тĕпчеме тиврĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн тĕпчевсемсĕр пурăнайми пултăм темелле, халĕ те çыратăп. Кăçал та, авă, Мордва патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн журналĕнче пичетлентĕм.

- Хамăрăн гуманитари институтĕнче ĕçленĕ вăхăтра виçĕ кĕнеке хатĕрленине пĕлетĕп.

- Василий Воробьев халăхран çырса илнĕ 800 ытла юрра йĕркене кĕртсе «Чăваш халăх юррисем» кăларнăччĕ. Василий Димитриев профессор сĕннипе Ираида Вдовинăн юррисен кĕнекине хатĕрлерĕм. Шел, ăна хăй тытса кураймарĕ. Кĕнеке 2 пин экземплярпа пичетленчĕ. Халĕ ăна библиотекăсенче çеç тупма пулĕ. «Уяв» фольклор ансамблĕ питĕ нумай усă курчĕ унпа. «Чăваш туйĕ» монографи те институтра «çуралнă». Вирьял йăли-йĕркине тĕпченĕ унта.

- Тĕпчев ĕçĕсенче мĕн ытларах кăсăклантарать сире?

- Юрăпа йăла çыхăнăвĕ. Хам валли чылай интереслине асăрхарăм. Пĕрремĕшĕ - пур япала та тĕнпе çыхăннă. Эпĕ шухăшланă тăрăх, чăвашсен никĕсĕ - вирьялсенче. Тутар-монголсенчен çăлăнас тесе чăвашсем Атăл тăрăх хăпарнă та кунта тымар янă. Ун чухне çак çĕрсем çинче çармăссем пурăннă. Апла пулин те чăвашсем хăйсен йăлисене аталантарма, тытса пыма чарăнман. Çавăнпа çак никĕс юлнă. Каярах, 200-300 çултан, кăнтăр еннелле куçма пуçласан та вĕсенех упраса хăварнă.

- Чăваш туйĕ несĕлсен тĕнĕпе тачă çыхăннă терĕр. Ĕнентерсемĕр.

- Тĕслĕхрен, çармăссен туйĕ пĕтĕмпех Христос тĕнĕпе çураçуллă. Пирĕн апла мар. Чăваш туйĕнче шăпăр каланă. Çак инструментпа тата юпа лартнă чух усă курнă. Уявра е улахра пулман вăл. Шăпăрçă унпа Çÿлти пÿлĕхпе çыхăнма усă курнă. Шăпăр сассипе тухатланă.

- Хальхи вăхăтра çак пĕлтерĕшĕн сĕмĕ упранса юлнă-и?

- Темиçе çул каялла Тутарстанри Альметьевск районĕнче «Юпа» фильм ÿкернĕччĕ. Унти тĕне кĕмен чăвашсен йăли-йĕркин никĕсне тĕпе хурса. Кĕркунне, юпа уйăхĕнче, çур çул каялла çĕре кĕнĕ çыннăн вилтăпри çине юпа лартнине ÿкертĕмĕр.

Килкартинче вут çунтарнă хыççăн пĕр арçын картише баян çĕклесе тухрĕ. Хăй унпа калама та пĕлмест, çапах та баяна енчен-енне турткалать. «Мĕн тăватăн?» - ыйтрăм тĕлĕннипе. «Сасă кăларатăп, Турăпа çыхăнатăп», - пулчĕ хурав. Шăпăр вырăнне баянпа усă курчĕç.

Пирĕн несĕлсен хушшинче шăпăр каласа çăкăр çиекенсем те пулнă. «Шăпăрçă уйĕнче тахçанах вăрман шăтнă», - тенĕ мăн асаттесем. Вĕсем улма лартман, тырă акман. Урăхла каласан - шăпăр калас енĕпе профессионалсем пулнă.

- Ытти халăхра тĕл пулнă-ши унашкаллисем?

- Çÿллĕ шайри, цивилизаци витĕмĕнчи халăхсен çеç. Чăвашсен тымарне гунсенче шырамалла теççĕ ăсчахсем. Сĕрме купăса та вĕсем илсе килнĕ. Киремет лартнă.

- Сирĕн пултарулăхăрта телекурав пысăк вырăн йышăнать. Мĕнле тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлетĕр унта?

- Кунта та халăх йăли-йĕрки, тăван чĕлхе шăпи, культурăпа искусство кăсăклантарать мана. 2002 çулта телекуравра «Ÿнер тĕнчи» кăларăм йĕркелесе ятăм. Республикăри сумлă, паллă, пултаруллă çынсемпе - артистсемпе, художниксемпе, юрăçсемпе тата ыт.те - паллаштаратăп. Маттурсем питĕ нумай чăвашăн.

- «Телеюрă» - эсир хатĕрлесе пыракан шоу-программа. Мĕнпе уйрăлса тăрать вăл унашкал ытти мероприятирен?

- 19 çул каялла йĕркелесе янă ăна. Тĕллев çаплаччĕ, паян та тытса пыратпăр ăна: паянхи кунпа çыхăннă, çынсене килĕшекен юрăсене итлекен патне çитересси. Пур юрă та çитеймест, пур юрăç та тухаймасть сцена çине. Суйлатпăр. Тивĕçлисене çеç çул паратпăр. Светлана Асамат питĕ нумай пулăшрĕ хăй вăхăтĕнче. Хальхи вăхăтра Стас Владимиров, Людмила Семенова шая тытса пыраççĕ. Ирина Музыкантова питĕ пултаруллă.

Юлашки виçĕ çул «Телеюрă» кăларăмĕсене Интернета вырнаçтарса пыратпăр. Красноярскран, Краснодартан, Мускавран шăнкăравлаççĕ. Ку çеç-и? Америкăра пурăнакан Петр Осипов итлесе киленет иккен.

- Александр Аркадьевич, эсир республикăра композитор пек те питĕ паллă.

- Чăваш халăх юррисене илемлететĕп. Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕсем валли 10 юрă хатĕрлесе патăм. Унсăр пуçне сюитăсем çырнă. Иртнĕ кĕркунне асăннă ансамбль «Слакпуç туйĕ» сюитăна сцена çине кăларчĕ. Фольклор экспедицийĕнче çырса илнĕччĕ унти юрăсене. Сăмах май, Чăваш Енри чăвашсем туйра кирек мĕнле кĕвĕпе те ташлаççĕ-тĕк, Пушкăртстанри йăхташсем - туй валли ятарласа хатĕрленипе кăна.

1995 çулта Екатерина Ягафова, Геннадий Иванов-Орков ăсчахсемпе Самар облаçĕнче фольклор экспедицийĕнче пулнăччĕ. Чылай юрăпа таврăнтăмăр. Сăмахран, «Анкарти пĕр тулли» халăх юрринех илер. Илемлетнĕ хыççăн «Уяв» халăх ансамблĕ юрлама пуçларĕ ăна. Халĕ çав юрра кунти чăвашсем юрламан тесен кам ĕненĕ? «Кăрчама, кăрчама, пуçа кайрĕ пулмалла...» юрра та Самар хутлăхĕнчи Шикун районĕнче çырса илнĕччĕ. Вăл та «хамăрăн» пулса тăчĕ.

- Эсир юлашки çулсенче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕпе чикĕ леш енне час-часах тухса çÿретĕр. Уйрăмах асра юлнă самантсем пулнă-и?

- Питĕ нумай вĕсем. Унашкаллисенчен пĕри Мехикăри соборта, сăмах май, вăл пĕтĕм Америкăри чи пысăк храм шутланать, ансамбль хорĕ Степан Максимов илемлетнĕ «Алран кайми...» юрра мăнаçлăн юрлани пулчĕ. Куççулĕ шăпăртатса анчĕ. Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев ертсе пыракан коллектив Чăваш Республикин ялавне вĕлкĕштерсе хăш çĕршывра кăна тăван юрă-ташăпа паллаштарман пулĕ. Ансамбль питĕ пысăк ĕç тăвать ку енĕпе. Фестиваль йĕркелÿçисем унăн професси шайĕ пысăккине шута илсе номерсене концертсен чи пĕлтерĕшлĕ вырăнне лартаççĕ. Манăн пултарулăх каçĕнче те итлеме май пулĕ илемлĕ çав юрăсене.

 

 

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.