Александр КУЗНЕЦОВ: Ĕмĕрĕпех кунта пурăннă пек

Начарринче те лайăххине тупма пĕлет вăл. «Çапла пулмалла та пурнăçра», — ĕнентерет çавăнтах. Сăмахăм Красноармейски районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов çинчен. Вăл яваплă çак ĕçре вăй хума тытăннăранпа икĕ çул çитрĕ.
- Александр Николаевич, мĕнпе асра юлчĕ çак икĕ çул?
— Мана Трак тăрăхĕнчи халăх питĕ килĕшет. Ырă кăмăллă, вашават, сăпайлă çынсем пурăнаççĕ кунта. Икĕ çулта нумай ĕç тума пултартăмăр. Кунта килсенех ĕç-пуçа, лару-тăрăва тишкернĕ хыççăн 2000 гектар çĕре хут çинче палăртманни курăнчĕ. Пĕтĕм процедурăна ирттерсе çĕрсене шута илтĕмĕр. Енчен те 2017 çулта çĕртен 2 миллион тенкĕ налук килнĕ тĕк, 2018 çулта — 5 миллион та 400 пин, пĕлтĕр — 11 миллион. Халĕ Красноармейскинчи 1-мĕш шкулта юсав ирттеретпĕр. 2-мĕш шкула та юсаса çĕнетме палăртатпăр. Планра — ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çĕнĕ сĕм кĕртесси. Хальхи йышши стадион тума ĕмĕтленетпĕр. Пирĕн бассейн çук. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче тунă культура çуртне юсарăмăр. Анчах вăл, пирĕн шухăшпа, пĕчĕкрех. Района пысăк та хăтлă культура керменĕ кирлĕ. Çак ыйтупа ĕçлетпĕр: проектне туса пĕтертĕмĕр. Малашлăхра Трак енсен виçĕ хутлă культура çурчĕ пулмалла. Укçа перекетлес тесе пысăк котельнăйсене хупса çĕннисене уçрăмăр. Хамăр вăйпа çĕнĕ йышши 9 котельнăй турăмăр. Перекет-лени района 5 миллион тенке яхăн тупăш пачĕ. Икĕ çул каялла районта тĕттĕм пулнă тăк, халĕ — çап-çутă. Энергие перекетлекен хунарсем лартни пĕлтĕр 3 миллион та 600 пин тенкĕ тупăш кÿчĕ. Ялсене хăтлăх кĕртес тесе нумай тăрăшатпăр, тротуарсем тăватпăр. Пĕлтĕр район бюджетĕнчен çак ĕçе тума 6 миллион тенкĕ ятăмăр. Халĕ Çĕнтерÿ урамĕнче тата культурăпа кану паркĕнче икĕ енĕпе те тротуар пур. Красноармейскинчи кăнтăр-хĕвел анăç микрорайонĕнчи урамсене вĕтĕ чул сарма 3 миллион тенкĕ уйăртăмăр. Чиркÿ патĕнчи урамсенче те çула вĕтĕ чулпа хытарма палăр-татпăр. 2020 çулта Ленин урамĕн икĕ енĕпе те тротуар сарасшăн. Красноармейски ял тăрăхне пĕчĕк трактор туянса патăмăр. Тракторист ирех çула тасатать. Çын çăкăрпа кăна тутă пулмасть, чун апачĕ те кирлĕ. Пĕлтĕр почта уйрăмĕ тата район администрацийĕ умĕнче икĕ фонтан хута ятăмăр. Тĕрĕссипе, кирек епле ĕç те маншăн пысăк. Район архивĕ хальлĕхе музыка шкулĕнче кĕтес тупнă. Архива МФЦ çуртне куçарма палăртатпăр. МФЦ, архив, ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕр вырăнта пулĕç. Музыка шкулне тĕпрен юсаса çĕнетĕпĕр. Çавăн пекех «Колосок» садике юсама проект турăмăр, 29 миллион тенкĕ килмелле. Эпир район центрĕнче кăна мар, ял тăрăхĕсенче те хăтлăх, тирпей-илем кĕртме тăрăшатпăр. Акă, сăмахран, 9 ял тăрăхĕнче контейнер площадкисем тума укçа-тенке 100 проценчĕпех район бюджетĕнчен уйăртăмăр.
Çак тапхăрта Трак тăрăхне хăнăхса çитрĕр-и?
— «Мĕнле, хăнăхма пуçларăн-и?» — ыйтнăччĕ тăваттăмĕш кунхине мăшăрăм. «Ĕмĕрĕпех унта пурăннă пек туятăп», — хуравланăччĕ эпĕ.
Пĕлетĕп: пурнăçра хăнăхмалли самант тата пулнă сирĕн…
— Аттен костюм шăлаварĕ пĕртен-пĕрре кăначчĕ. Ăна вăл пире, тăватă ывăлне, шкулти уявсене аннерен вăрттăн парса яратчĕ. Çав шăлаварпа аслă пичче икĕ ташă ташланă хыççăн коридора тухатчĕ. Ăна улăштарса тăхăннă хыççăн эпĕ кĕреттĕм. Ман хыççăн шăллăмсем черетре тăратчĕç… Эпĕ 15-ре чухне пÿрт тума тапратрăмăр, никĕс ятăмăр кăна — атте вилчĕ. Аттене костюмăн пиншакне кăна тăхăнтартайрăмăр, шăлаварĕ çĕтĕлсе пĕтнĕччĕ. Эпĕ вăтăрта чухне анне те пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Çурта эпир, ывăлĕсем, туса пĕтертĕмĕр. Çĕрпÿре тех-никумра вĕреннĕ чухне кочегарта ĕçлерĕм, Михайловкăра вакун пушатрăм… Çапла, ĕмĕр тăршшĕ-пех малалла талпăнатăп. Пурнăçра мана шÿтлеме юратни пулăшса пырать.
Район йĕркеленнĕренпе кăçал 85 çул çитрĕ. Мĕнле çитĕнÿсемпе кĕтсе илтĕр юбилее?
— Уявсем пулни лайăх. Ĕлĕк Мăн Шетмĕ хĕрринче ярмăрккă ирттернĕ. Çав вырăна хăтлăхпа илем кĕртме пуçларăмăр. Электричество линийĕ туртатпăр, сцена меллештеретпĕр, машина лартмалли лапам хăтлатпăр… Уяв вырăнĕ тăвасшăн унта. Çул-йĕр те пултăр. Тен, ăна çĕртме уйăхĕччен туса çитереймĕпĕр те, анчах 2020 çулта çу каçипех унта ĕçлесшĕн. Хальлĕхе районти нумай хваттерлĕ çуртсен 21 картишĕнчен виççĕшне кăна юсанă. Ыттисене çĕнĕ сĕм кĕртмелле. Маларах район центрĕнче пасар çукчĕ. Ăна та йĕркелесе çитеретпĕр. Типографи пулнă вырăнта пулĕ вăл. Çавăн пекех Механизаторсен, Васильев, Степанов урамĕсенче тротуар сармалла.
Районăн тĕп отраслĕ — ял хуçалăхĕ. Мĕнле аталанать вăл?
— Совет тапхăрĕнче районта 16 пин гектар тырă акнă, паянхи куна ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем 17 пин гектар çинче туса илеççĕ. Пирĕн район — республикăра чи пĕчĕкки. Çĕре 100 проценчĕпех су-халаса акатпăр. Эпĕ кунта килнĕ чухне сухаламан çĕр 500 гектара яхăнччĕ. Йăлтах пусă çаврăнăш-не кĕртрĕмĕр. Районти хуçалăхсем çуракине хатĕр темелле. Сăмах май, эпĕ 5 çула яхăн колхоз председателĕнче ĕçлерĕм. Районти хуçалăх ертÿçисем пысăк опытлă пулни çĕнĕ тĕллевсем патне кармашма май парать.
Хăтлăх кĕртес енĕпе çитес вăхăтра тата мĕн тăвасшăн?
— Хăтлăх, тирпей-илем кĕртесси — тĕп ыйтусенчен пĕри. Ку — чечек лартасси кăна мар. Çул-йĕр, ăшă, çутă тата газ ыйтăвĕсем те кунтах кĕреççĕ. Районта нумай хваттерлĕ 61 çурт, вĕсенчен 14-шне кăна çут çанталăк газĕпе харпăр хăй тĕллĕн ăшăтмалла тунă. 47-шне централизациленĕ тытăмпа çыхăнтарнă. Вĕсене 4 теçетке çул каялла тунă. Енчен те эпир халĕ урам хушшине якатсан, чечек аксан вăхăт иртсен каллех çĕре чавма тивĕ. Мĕншĕн тесен пăрăхсем шăтаççĕ. Ун пек ан пултăр тесе ятарлă программăна кĕтĕмĕр, 13 миллион тенкĕ килчĕ. Газ пăрăхĕсем хуратпăр, хваттерсене уйрăммăн хутса ăшăтмалли тытăма куçаратпăр. Сăмах май, хăй вăхăтĕнче, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ял тăрăхне ертсе пынă чухне, хăтлăхпа тирпей-илем кĕртес енĕпе Раççейре виççĕмĕш вырăна тухма май килнĕччĕ. 2006, 2010 çулсенче Чăваш Енре малти вырăна йышăннăччĕ. Çавăнпа çак ыйтусемпе ĕçлесси манăн юнра. Тепĕр икĕ çултан пирĕн район чи хăтли-сен йышĕнче пулмалла. Эпир ăна тăватпăр та. Чи кирли — çакă халăха килĕшет. «Тавтапуç сире, эпир унччен кун пек пурăнман», — теççĕ çынсем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне хăтлăхпа илем кĕртĕпĕр…
«Пуçаруллă бюджет» программăпа усă курса республикăра пурăнакансем чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Красноармейскисем те юлмаççĕ пуль?
— 2017 çулта ку программăпа 9 об˜ект тунă пулсан 2018 çулта 10 миллион тенкĕлĕх 17 проект пурнăçа кĕртрĕмĕр. 7 проекчĕ — çул-йĕрпе, 10-шĕ ача-пăча площадкисене, масарсене тирпейлессипе çыхăннă.
Наци проекчĕсене епле пурнăçлатăр?
— Еншик Чуллăра спортзал турăмăр. Кăçал Чатукассинчи спортзала юсаса çĕнететпĕр. Халăха сывлăхне çирĕплетме Красноармейскинчи стадиона оборудовани лартрăмăр. Стадиона ватти те, вĕтти те çÿрет. Хам та тухатăп. Газ уçлакан станцин хоккей курупкине хамăр çине илтĕмĕр. Ачасене хоккейла выляма условисем туса патăмăр. Красноармейски салинчи 2-мĕш шкулăн хоккей команди валли çи-пуç туянтăмăр. Пĕтĕм шкула турист снаряженийĕ, йĕлтĕрсем туянса пама палăртрăмăр. Планра — район центрĕнче йĕлтĕр бази уçасси. Вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура тытăмĕсенче те улшăнусем пулчĕç.
Яманаксем çĕнĕ клуб кĕтсе илĕç-ши?
— Шел, мĕн пуррине упраса хăварайман. Клуб, кантур, ача сачĕ пулнă унта. Вĕсенчен хăшне те пулсан юсаса культура вучахне меллештерме май пулнах-тăр… Паян клуб проектне тăватпăр, программăна хутшăнатпăр, ЧР Культура министерствипе калаçрăмăр. 2021-2022 çулсенче Яманакра культура çурчĕ уçăласса шанатпăр. Ешкилтре пĕр урама газ кĕртмен. Ял тăрăхне проект тума 450 пин тенкĕ уйăрса патăмăр.
Калăр-ха: туризм аталанать-и районта?
— Яманакра, Мăн Шетмĕ хĕрринче, шыв арманĕ пур. Аваллăха чĕртсе тăратма пулăшакан ăстапа Эдуард Бахмисовпа шыв арманне çĕнетсе ĕçлеттерсе ярасшăн. Хăй вăхăтĕнче Кĕтерне патша иртсе кайнă Хурăнлă çула та çынсене кăтартмалла тăвасшăн. Туризма аталантармаллах. Мĕн пуррине çамрăк ăрусем валли упраса хăвармалла. Килен-каян Красноармейски районĕпе паллашни, лавккисенче мĕн те пулин туянни паха.
Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче шыв ыйтăвĕ татăлĕ-ши тата?
— Ку ыйтупа Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Галина Ефимовăпа пĕрре мар калаçнă. «Пуçаруллă бюджет» программăна кĕмеллех, шыв ыйтăвне татса памаллах. Çырмапуçсем шыв башнине упраса хăварман, колхозĕ 20 çул каялла пĕтнĕ. Башня тавра йывăçсем, хыт хура ÿссе кайнă. Тасатма май пулнă вĕт вĕсене. Кĕтсе лармалла мар, хамăрăн та тумалла. Паллах, башньăна ĕçлеттерсе яратпăрах.
Трак ен тесен мĕн аса килет? Ытти çĕрте çукки мĕн пур кунта?
— Кирпĕч завочĕ чаплă кирпĕч кăларать. Çĕвĕ цехĕсем, пирĕн патра кăна кăларакан пушмаксем пур. Кирпĕчрен те, пушмакран та хакли — çăкăр. Красноармейски салинче пĕçерекен «Витязь» çăкăр Раççейри конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Тата «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕ ку тăрăхри авалхи юрăсене юрласа республикипе палăрнă.
Пуш уйăхĕнче 55 çул тултаратăр. Арçыншăн çакă нумай-и, сахал-и?
— Пурнăç çулне тавăрма май парсан та эпĕ çак çулпах утăттăм. Паллах, хăш-пĕр вырăнта хама тÿрлетĕттĕм. Хальччен пите хĕретмелли ĕç туман. Арçыншăн 55 çул нумай мар, хитре вăхăт. Вăй-хăват пур-ха. Турри тепĕр 55 çул парсан тата аван…
Районта демографи лару-тăрăвĕ мĕнлерех?
— Красноармейскинчи 1-мĕш шкулта пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 10-мĕш класс хĕрачи калани асрах. «Маларах эпĕ Красноармейскинчен часрах тухса каясчĕ», — тесе шухăшлаттăм. Халĕ пăхатăп та — пĕр çултах палламалла мар улшăнчĕ вăл. Çавăнпа аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван яла килме тĕв турăм», — терĕ вăл. Ăслă ача. Район улшăнса, çĕнелсе пынине асăрханă. Хĕрсемпе каччăсем тăван тăрăха таврăнсан, мăшăрланса ача-пăча йышлă ÿстерсен хавшамăпăр, халăх йышĕ чакмĕ…
Ирĕклĕ вăхăт юлать-и? Ун пек чухне мĕн тăватăр?
— Пушă вăхăт мĕн иккенне пĕлместĕп. Ĕçрен киленÿ илме тăрăшатăп. Маншăн хĕллехи каникул — чуна выртман пулăм. Красноармейскинче ирхине тăватă сехет çурăра тăратăп та улттăра яла тухатăп. Утни сывлăхшăн лайăх. Унсăр пуçне лару-тăрупа паллашатăп, çынсемпе курса калаçатăп. Ватăсемпе хутшăнма уйрăмах кăмăллатăп. «Эсир каламасан та пĕтĕм информацие мана кинемейсем параççĕ», — тетĕп планеркăра. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.