Александр Краснова манмаççĕ

26 Нарăс, 2016

Йăлана кĕнĕ йĕркепе нарăсăн 21-мĕшĕнче Тĕрĕньел ялĕн стадионне халăх йышлăн пухăнать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Александр Краснова асăнса унта кашни çул мини-футбол турнирĕ иртет. Кăçал 14-мĕш хут йĕркелерĕç ăна.

Спорт уявĕ савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Спортсменсемпе ял халăхне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина, Лев Кураков академик, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Михеев тата ыттисем саламларĕç. Спорт лапамĕнче Шăмăршă, Шупашкар, Йĕпреç, Патăрьел районĕсенчен пынă 10 команда вăй виçрĕ. Ăмăртăвăн куçса çÿрекен кубокне Патăрьелсем çĕнсе илчĕç. Тĕрĕньел çамрăкĕсен ушкăнĕ иккĕмĕш вырăна тухрĕ, пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине Шăмăршă районĕнчи «Карапай» команда хăпарчĕ. Турнирăн чи маттур та пултаруллă футболисчĕсене те палăртрĕç. «Тапăнса вылякан чи ăста спортсмен» ята Тĕрĕньелти Иван Шуворов тивĕçрĕ, чи лайăх хÿтĕлевçĕ - Шăмăршăри Дмитрий Петров, чи лайăх хапхаçă - Патăрьелти Иван Сейфуллов.

Е.АНДРЕЕВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.