Александр ЦВЕТКОВ: «Суйлав уçă та объективлă пуласса шанатăп»
8 Sep, 2016 | Суйлав

 Бюллетеньсем — 4 миллиона яхăн

Суйлав бюллетенĕсем хатĕр ĕнтĕ. Вĕсене республикăри суйлав комиссийĕсене 4 миллион штука яхăн валеçсе панă. Пĕтĕмпе — участоксен 1183 суйлав комиссийĕ. Вĕсенчен 15-шĕ — граждансем вăхăтлăх пулакан вырăнсенче йĕркеленисем. Çав шутра 13-шĕ — медицина стационарĕсенче, 2-шĕ — следстви изоляторĕсенче.

Пурăнакан вырăнта мар, урăх çĕрте сасăламалли удостоверенисене йышлăн илни пирки апла-капла калаçу пулнăччĕ те — Александр Иванович ĕç-пуçа уçăмлатрĕ: «Территори комиссийĕсем çав удостоверенисене çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса авăн уйăхĕн 6-мĕшĕччен панă. Пĕтĕмпе 5 пине яхăн удостоверени валеçнĕ. Ĕнертен тытăнса çак документсене участоксен суйлав комиссийĕсем пама тытăннă. 5 пин — нумай-и? Сахал мар, анчах питĕ нумай та мар. Иртнĕ суйлавра, сăмахран, çак кун тĕлне 20 пин удостоверени валеçнĕччĕ. Раççей Президенчĕн суйлавĕнче вара граждансем пĕтĕмпе 60 пине яхăн удостоверени илнĕ».

Суйлав саккунĕсене пăснă тĕслĕхсем пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ. Çав удостоверенисенех илер. Çынна урăх çĕрте сасăламалли документ памашкăн хирĕçлеме çук. Эппин, пĕр удостоверенипе темиçе çĕрте сасăласран, суя удостоверенисемпе усă курасран сыхлан-малла. Ку енĕпе сыхлăх çирĕп. Удостоверенисем — номерлĕ, ят-шыв, çын унпа темиçе хут сасăлани çийĕнчех курăнать. Кунашкаллишĕн вара уголовлă яваплăх та пур.

Йĕркене пăснă тĕслĕхсем те — «нумай та, сахал та мар — 200-е яхăн». «Çăхав чылай, анчах нумай чухне саккуна пăсни çирĕпленмест. Раççей Тĕп суйлав комиссине янă ыйтусем пур. Мускав позицийĕ — суйлав май пур таран уçă пулмалла. Çавăнпа та ку енĕпе тимлĕх çирĕп», — терĕ ТСК председателĕ.

Пĕр хушаматлисем тытăçаççĕ

Хăшпĕр çăхавпа Александр Иванович тĕплĕ паллаштарчĕ. Калăпăр, ТСК Каляев кандидата регистрацилеме хирĕçлени. Сăмах май, списокра тепĕр Каляев та пур. Пĕрне çынсене алă пустарнисем тĕрĕс мар тесе регистрацилеме хирĕçленĕ. Вăл çак йышăну тĕрĕс маррине çирĕплетесшĕн. Александр Цветков суд комисси майлă йышăну тăвасса шанать, çапах — пĕлсе пĕтер... «Пĕлтĕрхи опыт ку енĕпе çирĕплетсе калама çуккине кăтартрĕ: эпир «Раççей патриочĕсем» тĕлĕшпе тунă йышăнăва пăрахăçларĕ», — аса илчĕ вăл.

ЧР, РФ Аслă сучĕсем тишкерекен ыйтусем татах пур-ха. Пĕтĕмпе кăçал 4 кандидата регистрациленине пăрахăçланă. Ку, ТСК ертÿçин шучĕпе, нумай мар. Кандидатсен шучĕ пысăккине, 133 çын, шута илсен — пушшех. Александр Иванович иккĕленмест: Шурчанов, Андреев тата Свешников тĕлĕшпе документсене вăхăтра тÿрлетÿсем кĕртме май панă тăк — вĕсем те кандидатсен йышĕнче пулатчĕç.

Судсенче çавăн пекех — Данилов кандидат Аксаков регистратурине пăрахăçлама ыйтни. Тата — Думăна суйланма хăй тĕллĕн кандидата тăнă Николаев тепĕр Николаева, эсере, суйлав дистанцийĕнчен кăларасшăн. Маларах вара пачах тепĕр майлă тавлашу пулнăччĕ: кайран асăннă Николаев малтанхипе судлашнăччĕ.

Пĕр хушаматлă-ятлă кандидатсемпе çыхăннă ĕç-пуç чăннипех çивĕч. Пĕрисем агитаци ирттермеççĕ, листовкăсем сармаççĕ — хăйсемпе пĕрешкел ят-шывлă кандидатсен сассисене туртса илес тĕллев кăна пулни куçкĕрет. Унашкаллисем пирки ТСК пред-седателĕ «фантом-кандидатсем» тесех каларĕ. Агитацилемеççĕ, анчах халь судсене çăхавсем çырса оппоненчĕсене такăнтарасшăн. Паллах, чăннипех депутат пулма ăн-тăлакансене сиенлеççĕ. Çапах, Александр Цветков шучĕпе, пĕр енĕпе усă та кÿреççĕ: «Мана хирĕç кам та пулин, манпа пĕр хушаматли, хăйне кандидата тăраттăр-ха — маншăн калаçмалли информаци сăлтавĕ пулать. Кашни кĕтесре çакăн çинчен кăшкăрăп. Пĕр хушаматлисене кандидата тăратма саккун чармасть. Кунашкаллипе пĕр мелпе кăна кĕрешме пултаратпăр: вĕсемшĕн алă пуснисене тĕплĕ тĕрĕслесе». Анчах алă пуснисене те çав çынсем /е вĕсемшĕн — урăххисем/ питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ иккен: «Хут хĕрхенмеççĕ. Кашни листра пĕтĕмпе те 3 çын кăна алă пуснă. Пĕр çын алă пусни пахалăхсăр пулсан та листипех пăрахăçлама тивет. Çавна май кусен пĕтĕмпе те 3 çын алă пусни кăна сая каять».

Каллех адмресурс калаçтарать

Административлă ресурс пирки те ыйту пулчĕ: чиновниксем пĕр парти кандидачĕсемпе пĕрле çÿрени саккунлă-и? ТСК ертÿçи агитаципе информаци панин хушшинчи уйрăмлăха палăртасси йывăрри çинчен каларĕ. Саккунсенче те ку тĕлĕшпе уçăмлă трактовка çук иккен, судсенче те тишкерÿ арпашуллă пулса тухать. Тепĕр ен те пур: çынна кандидата тăратиччен агитаци саккунлă, кандидата тăратсанах саккунсăр пулса тухать — арпашу çакăнпа та çыхăннă. Сăмахран, саккуна пăсса агитаци материалĕсем кăлараççĕ. Саккунсăр тесен вĕсем ку материалсене мана кандидата тăратичченех хатĕрленĕ, сарнă теççĕ, халь çынсен почта ещĕкне мĕнле майпа лекнĕ — калаймастпăр... Кун пек чух никама та явап тыттараймăн.

Çавна май пĕр телекăларăмра Александр Цветков хăй Патшалăх Канашĕн ларусен залĕнче хăш парти мĕн чухлĕ вырăн йышăнасси пирки татăклă прогноз пани суйлав кăтартăвĕсене витĕм кÿмĕ-и? Çав телекăларăм чăннипех нумай калаçтарать... Александр Иванович хăй айăплă тесе шутламасть:

— Эпир журналистпа çав залра сехет ытла калаçрăмăр. Телекăларăмри сюжет вара — минут çурă пуль. Ăна контекстран туртса кăларнине пула урăхларах пĕтĕмлетÿ тума пулать. Çапла, мĕнле монтаж туни мана та килĕшмерĕ. Апла пулин те кунта агитаци çук тесе шутлатăп. Эпĕ пулас парламент йышĕ мĕнлерех улшăнасси çинчен çеç каларăм — çак сăмахсене паян та çирĕплетме пултаратăп. Сăмах май, пирĕн республикăра кĕтменлĕх çуратнă суйлавсем пулман — пĕтĕмпех прогнозсене çывăх пулса тухать. Кăçал та пысăк кĕтменлĕхсем пулмаççĕ-тĕр. «Справедливая Россия» тĕлĕшпе кăна улшăну пулма пултарать, анчах хăш еннелле — шарламăп.

Алă пуснисене тĕплĕ тĕрĕсленĕ тенĕрен, Çĕнĕ Шупашкартан кандидата тăнă эсер хăйĕн хучĕсемпе ытла та тĕплĕ кăсăкланнишĕн кăмăлсăр, çав вăхăтрах ытти кандидат тĕлĕшпе унашкал тимлĕх пулман-мĕн. Çакăн пирки ыйтнă журналиста та ТСК председателĕ татăклăн хуравларĕ:

— Саккунра алă пуснисене почерковедсене явăçтарса тĕплĕ тĕрĕслемеллех тесе каламан. Çавнашкал требовани пулнă тăк — тĕрĕслетчĕç. Шупашкарта суйлав комиссийĕ экспертсене явăçтарма йышăннă, Çĕнĕ Шупашкарта вара явăçтарас темен. Логика тĕлĕшĕнчен тĕрĕсех мар пуль, анчах саккун тĕлĕшĕнчен — пĕтĕмпех тĕрĕс. Ытларах та калам — чылай çивĕчрех тĕслĕхсем те пур. Пирĕн патра мар, урăх регионсенче. Санкт- Петербургра, сăмахран, Мария Гайдарăн алă пуснисене питĕ тĕплĕ тĕрĕсленĕ — чылай эксперта явăçтарса. Унпа кĕрешекен ытти 9 кандидатăнне вара — тĕрĕслемен.

Канашри суйлав комиссийĕн членĕн Васильевăн Интернет сетьне кăларнă ыйтăвĕ пирки те комментари пулчĕ. Ăна комисси ларăвĕнче çынсемпе калаçма, урăх çĕрте сасăламалли удостоверенисем илме ÿкĕтлемешкĕн хушнă-мĕн. «Комиссисен членĕсем пур çĕрте те çынсемпе калаçаççĕ, суйлава пыраймасан урăх çĕрте сасăламалли удостоверенисем илме сĕнеççĕ — ку саккунлă, — терĕ Александр Цветков. — Анчах административлă ресурспа усă курни çирĕпленчĕ тĕк — яваплăх мерисем пулĕç. Халĕ тĕпчев пырать, Канашри территори суйлав комиссийĕн председателĕ мана ыран хурав пама тивĕç. Административлă ресурс тенĕрен — унсăрăн суйлав ирттерме те май çук, мĕншĕн тесен сасăлав йĕркелессипе çыхăннă чылай ĕç вырăнсенчи влаçсен полномочине кĕрет. Анчах çав ресурспа сасăлав кăтартăвĕсене витĕм кÿме тăрăшни, паллах, киревсĕр пулăм». Суйлав комиссийĕсен членĕсем пирки сăмах пуçарнă май хăшпĕр çĕрте вĕсене вăл е ку кандидатшăн алă пус-нисене пухма явăçтарнă тĕслĕхсемпе административлă ĕçсем пуçарнă, Александр Ива-нович çав ĕçсене халь прокуратура тишкернине çирĕплетрĕ.

«Мана намăс мар»

Пĕтĕмĕшле илсен вара ТСК ертÿçи Патшалăх Думин тата Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне йĕркеллĕ ирттерсе ярасси, сасăлав кăтартăвĕсем объективлă пуласси пирки иккĕленмест. РФ Тĕп суйлав комиссийĕ сăнавçăсене суйлав учатокĕсенчен кăларса ярас тĕлĕшпе палăртнă мораторие те çирĕп пăхăнĕç. Тепĕр тесен ку енĕпе республикăра моратори тахçанах вăя кĕнĕ ĕнтĕ — юлашки 5 çулта пĕр сăнавçа та кăларса яман. Александр Цветков пĕлтĕрхи тĕслĕхе аса илчĕ: «Пĕр участока хирĕçÿ çуратма ятарласа хатĕрленнĕ сăнавçăсен ушкăнĕ пыни çинчен пĕлтерчĕç. Мана шăнкăравлаççĕ, вĕсене кăларса яма ирĕк ыйтаççĕ. «Кирек мĕнле пулсан та кăларса ямалла мар!» — терĕм. ЧР ТСК членĕсем унта кайрĕç, полици, прокуратура представителĕсене чĕнтĕмĕр — калаçу ирттерсе çивĕчлĕхе сиртĕмĕр».

Суйлав авăн уйăхĕн 2 тата 3-мĕш вырсарникунĕсемпе пĕр килсен халăх сасăлава питĕ йышлă хутшăнасса вара вăл шанмасть. Тепĕр енчен, ПД тата ПК депутачĕсен суйлавĕсем пĕрле пулни те, унăн шучĕпе, меллех мар: Дума суйлавĕ Чăваш Ен парламенчĕн суйлавне витĕм кÿретех. Çак суйлавсем тĕрлĕ кун пулнă тăк, тен, ЧР Патшалăх Канашне те хăшпĕр урăх депутат лекме пултаратчĕ. Хăшĕсем Чăваш Енре суйлав саккунĕсене пăснипе çыхăннă тĕслĕхсем питĕ нумай тесе шавланине те вăл «суйлав технологийĕ» тесе хаклать — «çакă вĕсене протестлакан электората хăйсем майлă çавăрма кăна кирлĕ. Кирек мĕн каласан та Чăваш Енре питĕ-питĕ пысăк йыш уйрăм пĕр кандидат майли нихăçан та пулман».

Журналистсенчен пĕри хăй ТСК председателĕн должноçĕнчен гуманитари институтне кайма пултарасси пирки ыйтни те Александр Ивановичшăн кĕтменлĕх пулмарĕ. «Эпĕ ТСКра — 1999 çултанпа. Юлашки 5 çулта ăна ертсе пынă. Ирттернĕ суйлавсемшĕн мана намăс мар: пирĕн пĕр суйлав кăтартăвне те пăрахăçламан, эпир пĕр сăнавçа та суйлав участокĕсенчен кăларса яман. Паллах, малалла ĕçлес кăмăл пур. Каясах пулсан, тен, журналистикăна çул тытăп — обществăпа политика статйисем çырма пултаратăп пуль тетĕп. Преподавательте ĕçлеме те хирĕç мар. Тăхăмсем утар тытнă — утарçăра ĕçлеме те пултаратăп...»

Николай КОНОВАЛОВ