Алĕç - унăн йăпатмăшĕ
"...Чашки-чашки, сар мăйри,
Кампа ларса çием-ши?
Тулса çитнĕ ăш-чикки,
Кампа ларса уçам-ши?"- юратнă юррине час-часах шăрантарать Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăкра пурăнакан Людмила Пешкова. Людмила Андреевнăн сасси калама çук илемлĕ, янравлă. Пĕр-пĕр артисткăран та ирттерет пулĕ. Ăна итленĕçемĕн итлес килет. Çакна вырăнти пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Владимир Верликов асăрхамасăр хăварма пултарайман паллах. Çапла Людмила Пешкова 20 çула яхăн каялла Каншелти культура çурчĕ çумĕнчи "Çăлкуç" фольклор ушкăнне çÿреме пуçланă. "Чăн-чăн шăпчăк", - теççĕ ун çинчен Пăлаçи Атăксемпе Каншелсем, Аслă Арапуçсемпе Анат Чакăсем... Маншăн вара вăл пăрчăкан пек туйăнать. Лара-тăра пĕлмен, ĕçчен те тăрăшуллă çынна чăвашсем çак пĕчĕк кайăкпа танлаштараççĕ. Унăн кил-çуртне кĕрсенех илем тыткăнне лекетĕн - куç алчăраса каять. Чăн та, музейри пек! Çывăрмалли пÿлĕмсенчи стенасене килте тĕртнĕ кавирсем капăрлатаççĕ.
Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.