Алăра сăрă, киçтĕк пулсан...

27 Утă, 2016

Патăрьел районĕни Турхан ялĕ чылай çĕршыври ÿнерçĕсемшĕн çуллен тĕл пулмалли вырăн пулса тăчĕ. Мĕншĕн шăпах Турхан-ха? Сăлтавĕ паллă та пĕлтерĕшлĕ: кунта чăвашсемшĕн, çавăн пекех Украинăшăн сумлă та хаклă çын — Алексей Кокель художник — кун çути курнă.

Ентешĕмĕр — пирĕн мухтав. Вăл, Питĕрти Император ÿнер академийĕнче чаплă ÿнерçĕ Илья Репин патĕнче пĕлÿ илнĕскер, хăйĕн пултарулăхне чикĕ леш енче те туптанă /Францире, Германире, Италире/. 1916 çултанпа унăн пурнăçĕ тата пултарулăхĕ Украинăпа çыхăннă. Харьковри ÿнер училищин преподавателĕнче ĕçленĕ, асăннă хулари ÿнер институчĕн йĕркелÿçи тата пĕрремĕш ректорĕ пулнă.

Ун умĕнче пуç тайса вунă çул каялла Раççей тата Украина ÿнерçисем культура проекчĕ — Кокель ячĕллĕ пленэр — хатĕрлерĕç, вăл халĕ те тăсăлать. Шел, кăçалхи пленэра Украина художникĕсем хутшăнаймарĕç, çапах вăл тĕнче шайĕнчи статусне çухатмарĕ. Беларуçран кино, театр художникĕ Владимир Чернышов пулчĕ. Çавăн пекех Самартан Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Башкиров, Андрей Мишагин, Тутарстанран Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, ТР Тукай ячĕллĕ преми лауреачĕ, ТР Художниксен союзĕн председателĕ Зуфар Гимаев, Елена Баймяшкина, Мускавран Мария Никитина, Шупашкартан Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Александр Федоров, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕсем Викентий Лукиянов, Николай Андреев, Елена Юдина хутшăнчĕç. Икĕ эрне сисĕнмесĕрех иртрĕ. Пурнăçланă ĕçсемпе ял çыннисене паллаштарнă, ун хыççăн курав Чăваш патшалăх ÿнер музейне куçрĕ. Асăнса хăвармалла: Турханта "çуралнă" картинăсен пĕр пайĕ Раççейпе Украинăра кăна мар, АПШ, Франци, Итали, Китай музейĕсемпе уйрăм çынсен коллекцийĕсенче те упранаççĕ. Тепĕр ушкăнĕ — пĕтĕмлетÿ куравĕсенчи произведенисем — 2009 çулхи раштав уйăхĕнче ЧПУ-ра Алексей Кокель ячĕллĕ ÿнер музейĕ йĕркелеме май панă.

Иртнĕ эрнекунхи курава музей директорĕ Геннадий Козлов уçрĕ. Геннадий Васильевич пĕлтернĕ тăрăх — Турханта Кокель сĕмĕ упранса юлнă.

— Çакă унта пурăнакан çынсенче, çут çанталăкра палăрчĕ, — терĕ вăл, хăй те пленэра хутшăннăскер, унтан хавхаланса таврăннăскер. — Ÿнерçĕшĕн çут çанталăк сывлăш пекех хаклă, туйăмсем хĕрÿленеççĕ. Кунта вăл чунне ирĕке ярать, алăри киçтĕкĕ тĕлĕнтермĕшсем çуратать.

ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев та пленэр вăхăтĕнче Турханта пулнă май Алексей Кокель музейĕпе, ÿнерçĕсемпе паллашнă. Хальхинче вăл паллă ÿнерçĕн вĕренекенĕсем вĕрентекенĕн ĕçне тулли кăмăлпа малалла тăснине чăн-чăн патриотлăх тесе палăртнă.

Кокелĕн вĕренекенĕсен йышне чи малтанах Раççей халăх художникне Ревель Федорова кĕртмелле. Вăл 1963 çулта Алексей Кокель Харьковра уçнă ÿнер институтĕнчен вĕренсе тухнă. Телее, унăн тăван Чăваш Ене таврăнма май килнĕ, Алексей Кокель вара хăйĕн пысăк ĕмĕтне пурнăçа кĕртеймен, 1956 çулта ют çĕрте куç хупнă.

Сăмах илекенсем татах пулчĕç: арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕн наместникĕ Василий /Паскье/ игумен, Алексей Кокелĕн çывăх тăванĕ Альбина Куракова, Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кибеч.

"Турхана килсех тăрас килет, асамлă вăй пурах унта, — терĕ пленэр координаторĕ, культурологи докторĕ Владимир Васильев профессор. — Куравпа паллашнă хыççăн çапла калама пултаратăп: ÿнерçĕсем çав енсене асăрханă, картинăсенче сăнланă. Кăçал хĕрарăм сăнарне калăплассине тĕп вырăна лартрăмăр. Ку енĕпе те маттур пулчĕç ăстасем, ял хĕрарăмĕн чунне уçса пама пултарчĕç. Пленэрта пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă ÿнерçĕсемпе танах çамрăксем те пулни савăнтарать. Вĕсем аслă юлташĕсенчен вĕренеççех, ÿнер вăрттăнлăхне ăса хываççех".

Илем хуçисемпе те калаçма май пулчĕ. Владимир Чернышов — Минскран. Пĕлтĕр те пулнă вăл Кокель пленэрĕнче.

— Пĕрремĕш хутĕнче, тен, ăнланса та çитейместĕн вăл е ку япала-пулăм мĕнпе çыхăннине, çавăнпа татах килес терĕм. Чун канчĕ, кăмăл тулчĕ, пурнăçланă ĕçсемпе кăмăллă. Виçĕ произведени çуралчĕ: "Ÿкĕнÿ", "Хĕрсемпе кĕлчечексем", "Рахманинов сасси".

Тавах Кокель çĕрне, Турхан çыннисене, пленэр йĕркелÿçисене пире ăшшăн йышăннăшăн. Чăваш Ен юмахри пекех: йывăç нумай, тÿпе çÿллĕ, таса. Вăрçă кĕрлемен, алхасман, çавăнпа авалхи çуртсем те упранса юлнă. Вырăнти архитектура, йăла-йĕрке, халăхăн хăйевĕрлĕхĕ — художнике шăпах çакă кăсăклантарать те. Ман шухăшпа — Раççей чĕри шăпах çакăнта.

Надежда СМИРНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.