Алă пуснине пухма пуçланă

РФ Тĕп суйлав комиссийĕ патшалăх ертÿçи пулас кăмăллă, хăйсем тĕллĕн кандидата тăнă çынсенчен документсем йышăнассине вĕçленĕ. Халĕ кашнин хăйсен кандидатурисене ырлакан 300 пинрен кая мар çын алă пуснине пухмалла. Чăваш Енре çакăн пек 7,5 пин çын алă пуснинепухма палăртнă. Кандидатсем майлисемĕçе пуçăннă ĕнтĕ.

Владимир Путиншăн алă пустаракан пуçару ушкăнĕ Шупашкарта темиçе пункт йĕркеленĕ. Кăмăл пуррисене вĕсенче волонтерсем йышăнаççĕ. Ксения Собчакшăн алă пустаракансем те ĕçе кÿлĕннĕ. Борис Титов, Григорий Явлинский, ытти кандидатшăн ушкăнсем вăй хураççĕ.

Шутлă вăхăт хăвăрт иртет. Патшалăх ертÿçи кам пулĕ? Çакна пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче кашни суйлава хутшăнса кăмăлне палăртни татса парĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.