Алă ăстисене пулăшса

16 Çу, 2014

Сĕнтĕрвăрри районĕ туристсене йышăнас енĕпе çулленех начар мар ĕçлет. Хулара çеç мар, яллă вырăнта та хăнасене тĕлĕнтермелли пайтах. Ку енĕпе халăх промысли пĕрремĕш вырăнта тăрать.

Çакна асра тытса ял тăрăхĕсен хушшинчи культурăпа туризмăн тĕп çурчĕ çумĕнче "Истоки" клуб йĕркеленĕ. Турист сезонĕ уçăлас умĕн декораципе хушма искусство енĕпе ĕçлекен А.Л.Кузнецова методистпа С.А.Иванова ÿнерçĕ сувенирсем хатĕрлес тĕлĕшпе ăсталăх класĕ ирттерчĕç.

Чăваш Енпе паллашма килекенсене чăваш тĕррипе илемлетнĕ салфеткăсем, хăва авса хатĕрленĕ савăт-сапа, Сĕнтĕрвăрри чиркĕвĕсене тата хула çывăхĕнчи илемлĕ пейзажа сăнланă магнитсем илĕртеççĕ.

Рубрика: