Аккерман крепоçĕ
18 Aug, 2014

Эпĕ Белгород-Днестровский хулинчи Аккерман крепоçне çитсе куртăм. Тĕлĕнмелли мĕн чухлĕ кунта!

2500 çул хушшинче Белгород-Днестровский хули темĕн те чăтса ирттернĕ. Унăн ячĕ темиçе хут та улшăннă. Историйĕ пирĕн эрăччен VI ĕмĕр вĕçĕнче пуçланать. Милета хулин çыннисем Днестр шывĕн хĕвел анăç енче Офиссу-Тиру хулине никĕсленĕ. Çак хулан ванчăкĕсем - хальхи Белгород-Днестровскин историпе культура вырăнĕсем.

Тиру вырăнне чи малтан 1900 çулта чавса тĕпчеме тытăннă. Кунта пурăнмалли çуртсем, хÿтĕленмелли сооруженисем, тăмран, тимĕртен тунă япаласем, укçа тупнă. Çакăнтан Тиру хули суту-илÿпе çÿрекенсен çулĕ çинче ларни паллă пулнă. Хулана гет, гон, гунн çарĕсем тапăнни паллă. Пирĕн эрăччен I ĕмĕрте хула Рим империне кĕнĕ, ăна Алба-Юлия тенĕ. Славянсем - Турис, уличсемпе тиверсем Белгород тенĕ. XII ĕмĕрте Белгород Галицк-Волынск княжествине кĕнĕ. 1214 çулта Венгри королевствин йышăнăвĕпе хула Фагер-Вар-Половцы ят илет, Итали халăхĕ ăна - Монкастро, грексем - Аспро-Кастро, арабсем - Акджа-Кермен, нимĕçсем Вайсенберг тенĕ. XIV ĕмĕр вĕçĕнче 20 пин çынлă хула Молдави патшалăхне кĕрсе Четая-Абэх ят илнĕ. Вăл кăнтăр провинцийĕсен тĕп хули тата тĕп порчĕ пулса тăнă.

Çак тĕлелле вăтам ĕмĕрĕн зодчествин мăнаçлă крепоçне туса пĕтернĕ. Ăна 200 çула яхăн çĕкленĕ. Крепоç туллă-сăртлă çĕрте Днестр шывĕ хĕрринче 9 гектар йышăнать. Стенасен тăршшĕ - 2,5 çухрăм, çÿллĕшĕ - 5 метртан тытăнса 15 метра çитет, хулăнăшĕ - 1,5-5 метр. Крепоçăн çурçĕр енче - Днепр шывĕ, виçĕ енче - тарăн çырма. Малтанласа ăна шывпа тултарнă, вăл 20 метр тарăнăш, 14 метр сарлакăш пулнă. Крепоçра çÿллĕшпе те, сарлакăшпе те, пĕлтерĕшĕпе те расна 34 башня, вĕсенчен 12-шĕнче хуралçăсене пурăнма тата халăх тыррине усрама пÿлĕмсем тунă. Хăш-пĕр башньăн ячĕ пур: Овидий, Пушкин, Темница, Комендант тата Сокровищница.

Хула енчен кĕмелли тĕп хапхана Килийские теççĕ. Тахçан кунта çĕкленекен кĕпер, икĕ хапха, икĕ шĕвĕр решетке, иккĕмĕш ярăмра - вĕри шыв тата вĕри сăмала сапмалли шăтăк пулнă. Крепоçа тăватă картише пайланă. Вĕсен тĕп тивĕçĕ - хула халăхне тăшмансенчен хÿтĕлесси.

Крепоç ăшĕнчи чи авалхи, чи асамли - Цитадель. Вăл мĕн пур енчен хÿтĕленме пултарнă. Унта тапăнса кĕме май пулман. Крепоç айĕнче вăрттăн çулсем, пытанмалли вырăнсем пур. Вĕсене паян кун та йăлтах тĕпчесе пĕтереймен-ха.

XV ĕмĕрте Оттоман империйĕ хулана тата крепоçа çавăрса илме темиçе хут та хăтланса пăхнă. Чи хаяр çапăçусем 1484 çулта пулса иртнĕ. Турци султанĕ II Баязит 300 пинлĕ çарĕпе, Крым ханĕ Менгли-Гирей 50 пинлĕ çарĕпе тата 100 çар карапĕ çыран енчен те, шыв енчен те тапăнса килнĕ. Крепоçăн хирĕç тăма вăйĕ çитеймен, тăшмана парăннă. Çапла 328 çул унта турккăсен патшалăхĕ хуçаланнă. Вăл Аккерман /Шурă чул/ ят илнĕ. Аккерман крепоçне туртса илес текен тата та пулнă. Е.Дашкевич, И.Покотило, Г.Лобода, С.Наливко, Сулима атамансем, И.Серко, С.Пали полковник ертсе пынипе XVI-XVII ĕмĕрсенче Украина казакĕсем тапăннă.

1770 çулта И.Игельстрем генерал ертсе пынипе Раççей çарĕсем те тапăнса пăхнă. 10 кун пынă çапăçусем хыççăн хулан пĕр пайĕ Раççей аллине куçнă. 1789 çулта крепоçе Г.Потемкин, Ф.Ушаков ертсе пынă Хура тинĕс флочĕн тата М.Кутузов, М.Платов çарĕсем штурмланă. 1806 çулта Аккерман А.Ришелье герцог аллине куçнă. 1812 çулта тин Бухарестăн мирлĕ килĕшĕвĕпе Прут тата Днестр хушшинчи çĕрсене Раççей Империне панă. 1832 çулта крепоç çар-хÿтĕлев сооруженийĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пăрахнă. 1896 çулта историпе архитектура палăкĕ туса хунă.

1821 çулта хулана ссылкăна ăсатнă Пушкин пырса курнă, 1825 çулта - А.Мицкевич. Л.Украинка хăй кунта пулни çинчен «Подорож до моря» сăввинче, А.Горький «Старуха Изергиль» калавĕнче çырса кăтартнă.

1918-1940 çулсенче Аккерман Румыни королевствине кĕнĕ. 1941-1944 çулсенче нимĕç фашисчĕсен аллинче пулнă. 1944 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче тин хула Белгород-Днестровский ят илнĕ.

XX ĕмĕр пуçламăшĕнчен тытăнса кунта реставраци ĕçĕсем пыраççĕ, Белгород-Днестровский крепоçа архитектура палăкĕ пек сыхлаççĕ.

Крепоç çул çÿревçĕсемпе тавра пĕлÿçĕсемшĕн çеç мар, кино ÿкерекенсемшĕн те юратнă вырăн. Крепоçра «Отелло», «Корабли штурмуют бастионы», «Адмирал Ушаков», «Дорогой ценой», «Чертова дюжина», «Белеет парус одинокий», «Капитан Немо», «Рыцарский замок», «Юность Петра», «20 лет спустя», «Исцеление любовью», «Обреченная стать звездой» кинофильмсене ÿкернĕ.

Николай КИРЮШИН,

тавра пĕлÿçĕ

Николай КИРЮШИН