Акатуй-и, Сабантуй-и – пĕтĕм халăх савăнать

19 Ака, 2017

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ указсене алă пуснăранпа кĕçех пилĕк çул çитет. «Çу уйăхĕнчи указсен» йышĕнче нацисен хушшинчи килĕшĕве тивĕçтерессипе çыхăнни те пур. Унта ултă хушу палăртнă. Мĕнлисем-ха вĕсем?

Çĕршывăн нумай нациллĕ халăхĕн пĕрлĕхне, нацисен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетес тата ăна туллин аталанма майсем туса парас тĕллевпе Раççей ăслăлăх академийĕпе, общество пĕрлешĕвĕсемпе тата тĕн организацийĕсемпе килĕшсе татăлса шкул ачисене хăй тĕллĕн вулама сĕнмелли 100 кĕнекен, Раççей халăхĕн историйĕпе, литературипе, культурипе çыхăннисен, списокне хатĕрлеме йышăннă. Çавăн пекех халăхсен хирĕç тăрăвне сирес тĕлĕшпе патшалăх влаçĕн органĕсен ĕçне çĕнетмелли майсен комплексне туса хатĕрлеме, Раççей Федерацийĕн миграци саккунлăхне пăснăшăн административлă тата уголовлă майсемпе яваплăха çирĕплетмелли актсен проекчĕсене калăплама хушнă. Кунсăр пуçне унтах мигрантсене вырăс чĕлхине, Раççей историне тата Раççей Федерацийĕн саккунĕсене епле пĕлнине обязательнăй йĕркепе вăтам тата аслă професси вĕренĕвĕн учрежденийĕсенче экзамен тытса тĕрĕслемелли пунктсен тытăмне туса хурассине палăртнă.

Указ тухсанах ĕç ушкăнĕ /унта Раççейри ăслăлăх, вĕрентÿ академийĕсен ĕçченĕсем, РФ Культура, Регион аталанăвĕн министерствисен, МИХ, общество тата тĕн организацийĕсен представителĕсем кĕнĕ/ пуçарулăх кăтартрĕ. «Вуламалли 100 кĕнеке» йышне кĕртес текенсен шутĕнче 5 пине яхăн кĕнеке пулнă. Сĕнÿсене вырăнсенчен ярса панă. Тĕрлĕ кăларăмра, Интернетăн тĕрлĕ тытăмĕнче сÿтсе явнă хыççăн 2012 çул вĕçне перечене çирĕплетрĕç. Шел те, унта чăваш çыравçисен произведенийĕсем лекеймерĕç.

Чăваш Ене таврăнар. Вырăнта та пуçĕнчĕç кунашкал ĕçе. Ачасене вулама сĕнмелли чи лайăх 100 кĕнеке списокне хатĕрлерĕç, ăна МИХсенче сÿтсе явса çирĕплетрĕç.

Указăн тĕп тĕллевĕ нумай нациллĕ Раççей халăхĕн пĕрлĕхне çирĕплетесси тата халăхсен хутшăнăвĕсене çирĕплетесси терĕмĕр. Чăваш Ен пирки мĕн каламалла-ха? Лаптăкĕпе пысăках мар республикăра 128 халăх представителĕ пурăнать. Хăшĕсем пысăк йышпа, теприсем — иккĕн-виççĕн кăна. «2010 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх чăвашсем — 814 пин çын, вырăссем — 323,3, тутарсем — 36, мордвасем — 13, çармăссем — 3,6 пин. Пирĕн йышра çавăн пекех эрмен, таджик, азербайджан, узбек тата ытти халăх çынни пур. Халăхсен хутшăнăвĕ Чăваш Енре çивĕч ыйтусем хускатмасть. Çакна Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2004 çулта Шупашкара килсен те палăртнăччĕ: «…Чăваш Енре тĕрлĕ халăх культури тĕвĕленсе пĕр-пĕрне татах та пуянлатни уйрăмах сисĕнет. Асăрхăр-ха: чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕрет пулсан та халăх православи тĕнĕпе пурăнать. Çав вăхăтрах кунта пĕтĕмпех пĕр тĕвĕре, пĕр çыхăра».

Республикăра тĕрлĕ халăх çынни туслă пурăннине тепĕр самант та лайăх çирĕплетет: Акатуй, Наврус, Сабантуй, Курбан байрам, Ханука, Арта тата ытти уяв иртет-и — вĕсене пĕтĕм халăх хутшăнать. Чăвашсемпе тутарсем ĕмĕр-ĕмĕр çума-çумăн пурăнса пĕр-пĕрин йăли-йĕркине, культурине, çавăн пекех чĕлхине те, лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпах хăш-пĕр уява, йăлана вăл е ку халăхăн кăна теме те çук. ЧР Культура министерстви пулăшнипе республикăра наци культура пĕрлĕхĕсен шучĕ ÿссех пырать, хальхи вăхăтра вĕсем — 36.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тата Шупашкарти электромеханика колледжĕнче ют çĕршывсенчен килнĕ 102 çын экзаменсем тытнă, вĕсенчен 66-шĕ ĕçе вырнаçма ыйтса, 52-шĕ — сертификат илме, 57-шĕ — вырăсла пĕлни çинчен документ илме.

ЧР халăхĕсен ассамблейи ĕçĕ-хĕлĕ унăн председателĕ Лев Кураков лара-тăра пĕлменнипе, питĕ хастар пулнипе çыхăннă. Çĕнĕ общество организацийĕ чăмăртанчĕ кăна — пысăк ĕçсене пуçăнчĕ те. Раççей халăхĕсен ассамблейипе пĕр чĕлхе тупса иртнĕ кĕркунне Мускавра Еврази халăхĕсен форумне хутшăнчĕ.

Пирĕн тăрăхра вун-вун халăх çынни лăпкă, мирлĕ пурăннин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха? Ытти регионпа танлаштарсан кунта çĕр айĕнчи пуянлăх та çук, кăнтăрти пек ăшă климат та мар. Тĕп сăлтавĕ, ман шухăшпа, чăваш çыннин сăпайлăхĕпе, тараватлăхĕпе, ыр кăмăллăхĕпе çыхăннă.

Надежда СМИРНОВА

Светлана ЕРМАКОВА сăн ÿкерчĕкĕ

 

ХАКЛАВ

Вячеслав ОРИНОВ, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ:

— Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе тĕп хулара Халăхсен туслăхĕн çуртне тума палăртнă, ун валли вырăн уйăрнă. Маларах палăртнă тăрăх — вăл хăйĕн алăкĕсене кăçалхи чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче — Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче — уçĕ. Çакă культура центрĕсемпе обществисемшĕн чăн-чăн çăлăнăç пулĕ. Наци культура пĕрлешĕвĕсем обществăлла майпа ĕçлеççĕ, çавăнпа вĕсене уйрăм пÿлĕм тытса тăма йывăра килет. Малашне çак нушаран хăтăлĕç, тăрăшарах ĕçлеме вăй та, вăхăт та, кăмăл та ытларах пулĕ.

Владимир ВАСИЛЬЕВ, Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕн заместителĕ — ĕç тăвакан директорĕ:

— Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче ЧР халăхĕсен ассамблейине йĕркелени «çу уйăхĕнчи 602-мĕш указа» пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе питĕ пысăк ĕç пулчĕ. Унсăр пуçне çак кунсенче ун никĕсĕ çинче «Çамрăксен çуначĕ» йĕркеленчĕ.

Ассамблея ĕçĕ çинчен хаçатра пĕлтерсех тăратпăр-ха. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта тата Комсомольски районĕнче «Халăхсен пĕрлĕхĕ — Раççей патшалăхне çирĕплетмелли никĕс» ыйтупа форум ирттертĕмĕр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.