Акана хăвăртрах вĕçлемелле

14 Çу, 2014

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче пулчĕ.

Е.Андреев ячĕллĕ кооперативра çурхи ĕçсемпе паллашрĕ. Çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне кунта çуртрисене акмалли тĕллеве 83,3% пурнăçланă /районĕпе - 95%/. «Тăпрари нÿрĕке шăрăх хăвăрт пăслантарать, - терĕ М.Игнатьев. - Акана хăвăртрах вĕçлемелле».

ЯХПК кăтартăвĕ мĕншĕн япăхрах-ха? «Çуркунне ир килчĕ пулин те уй-хирте юр каярах ирĕлсе пĕтрĕ, çĕр айĕнчи шыв шайĕ çÿлте тăчĕ, - сăлтавне ăнлантарчĕ Виталий Семенов председатель. - Трактор тăпрана кăпкалатма кĕчĕ те лапрана путса ларчĕ. Аран тухса çĕр кушăрханă лаптăка куçрĕ. Ытти уйра та тăпра пулса çитессе кĕтме тиврĕ. Çавăнпа ака тăсăлчĕ».

Çу уйăхĕнчи хĕвеллĕ кунсем акана вĕçлеме пĕртте чăрмантармаççĕ. ЯХПКра çуртрин вăрлăхне тата 50 гектар çинче çеç тăпрана варăнтармалла. Хĕрÿ ĕçре - икĕ трактор, тăватă сеялка. Паян-ыран акса пĕтереççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Суворов ячĕллĕ кооператива та çитрĕ: çурхи культурăсене акассине еплерех йĕркеленипе кăсăкланчĕ. Ĕнерхи кун тĕлне ака планне 77,7% тултарнă. Çурхи ĕçсене йĕркелес енĕпе ку хуçалăх та ыттинчен кая юлнă. М.Игнатьев кооперативри лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕ.

Уйра пысăк çитменлĕхсем куçа тăрăнмарĕç. Ĕç кал-кал пырать. Ака агрегачĕсем пĕр самантлăха та чарăнмаççĕ. Иртнĕ кунсенче хĕртсе пăхнă хĕвел тăпрана самаях типĕтнĕ. Акманни 100 гектар кăна юлнă. Ку - пĕр кун вăй хумалăх. Трактористсем куллен 2,5-шер пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Турай ял тăрăхĕнчи социаллă пурнăç ыйтăвĕсене те тишкерчĕ. Вĕсене администраци пуçлăхĕ Николай Павлов хуравларĕ. Хальхи вăхăтра килти хуçалăхсем кашни литр сĕте 14 тенкĕлле сутаççĕ. «Хак мĕншĕн чакать? - кăсăкланчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. - Çынсем выльăхран тупăш ытларах илччĕр тесе мĕншĕн продукци пухакансен хушшинче конкуренци йĕркелеместĕр? Ял тăрăхĕнче райпо тата икĕ предприниматель сĕт пуçтараççĕ. Тăваттăмĕшне продукци пухма явăçтарсан хаклăрах тÿлес шанăç ÿсет».

Республика Пуçлăхĕ Муркаш-Турай-»Сăр» автоçулăн Турай ял тăрăхĕнчи пайĕнче юсав епле пынипе кăсăкланмасăр иртмерĕ. «Чăвашавтодор» обществăн кăçал 6 çухрăм асфальт сармалла. Ĕç пуçланнă кăна-ха. Автомашинăсем вĕтĕ чул турттараççĕ. Кĕркуннеччен Турайран пуçласа Чуманкасси ялĕ патне çитиччен асфальт сарма шантараççĕ. М.Игнатьев çул-йĕр строителĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Ку тăрăхра çула хытарас ыйтăва нумай çул çĕклерĕç. Йывăр урапа тинех вырăнтан тапраннă.

Республика Пуçлăхĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнче «Нива» тата «Коминтерн» кооперативсенче çурхисене акассине мĕнлерех йĕркеленине те тишкерчĕ. Пĕрремĕшĕ тĕллеве пурнăçланă: çуртрине 597 гектар акнă. Кунсăр пуçне куккурус - 80, горчица 20 гектар акасшăн. Иккĕмĕшĕ 1073 гектар акма палăртнă, тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне тăпрана 965 гектар çинче варăнтарнă. Куккурус 270 гектар йышăнĕ.

М.Игнатьев Тралькасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Елена Лаврентьевăран килти хуçалăхсенче выльăх мĕн чухлĕ усранине ыйтса пĕлчĕ. Шел те, кĕтÿ пĕчĕкленсех пырать. Сăлтавĕ - ялсем ватăлнинче. Çамрăксем пурăнма хулана куçаççĕ. Килти хуçалăхсемшĕн сутлăх сĕт хакĕ Тралькасси енче те 14 тенкĕ таран чакнă. Продукци мĕншĕн йÿнелет? М.Игнатьев ыйтăва тĕплĕн тĕпчерĕ.

«Хĕрлĕ Чутайсен сухаламан çĕр мĕн чухлĕ?» - кăсăкланчĕ вăл. «Пилĕк пин гектар», - хуравларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров. «Çакăн чухлĕ лаптăка эсир мĕнле майпа пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн?» - пĕлесшĕн пулчĕ Михаил Васильевич. А.Башкиров сакăр фермер хуçалăх никĕслеме бизнес-план хатĕрленине, вĕсем парлак çĕре сухаласа ял хуçалăх культурисем акма тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. Республика Пуçлăхне унăн хуравĕ тивĕçтермерĕ, пушă выртакан мĕн пур лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртмеллине аса илтерчĕ.

Кăçал «Коминтернра» 3 пин ытла гектар çинче ял хуçалăх культурисем çитĕнтерме тĕллев лартнă. Республика пуçлăхĕ ЯХПК ертÿçинчен Альбина Новиковăран акакан-сухалакан лаптăка пысăклатма ыйтрĕ. Председатель шухăшласа пăхăпăр терĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿлĕхĕ ĕçе пĕрле тытăнса çум курăк хуплакан мĕн пур çĕре сухаласан çеç Хĕрлĕ Чутайсем çивĕч ыйтăва татса парĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.