Ака-сухана – патшалăх пулăшăвĕпе

24 Пуш, 2016

Çĕрпÿ тăрăхĕнче ака-сухана мĕнле хатĕрленеççĕ-ха? Нумай пулмасть темиçе хуçалăха çитсе лару-тăрупа вырăнта паллашрăмăр.

«Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» унитари предприятин Çĕрпÿ районĕнчи филиалĕнче пысăк михĕсене картишнех купаланă. Йĕпе-сапаран хура полиэтиленпа хупланă. Купа куллен чаксах пырать. Предприятисем вĕçĕмех туянма килеççĕ. Куç умĕнчех Вăрмар районĕнчи Геннадий Ямуков фермер хуçалăхĕ 250 тонна минерал удобренийĕ тиесе кайрĕ.

- Кăçал ака-суха ирттерме 15 пин тонна яхăн удобрени кирлĕ пулать. Хальхи вăхăтра предприяти 9 пине яхăн тиесе килнĕ. Вăрнар, Шупашкар, Красноармейски тата ытти районтан туянакан нумай. Турттарма машина уйăратпăр. Уйрăм тата пĕчĕк фермер хуçалăхĕсене çул çÿреме тăкаклă. Вĕсем валли Чăвашпотребсоюзăн суту-илÿ çурчĕсем урлă сутатпăр, - каласа пачĕ предприяти директорĕ Александр Федотов.

Удобрение пĕчĕк тата пысăк михĕсене тултарнă. Ку хушма хуçалăхсемшĕн уйрăмах меллĕ. Вĕсене нумай кирлĕ мар, 50 килограмм таяканни те çителĕклĕ. Пысăк предприятисем вара 1 тоннăллине илеççĕ.

- Хакĕ мĕнлерех-ши? - ыйтрăмăр директортан.

- Азот удобренийĕн хакĕ иртнĕ çулхипе пĕрешкелех. Хутăшшин вара ÿснĕ. Хальхи вăхăтра çĕр пулăхне лайăхлатмасăр тухăçа хăпартаймăн. Сутăннă май татах кÿрсе килĕпĕр.

Йĕкĕрварти «Вурнарец» пĕрлешÿ хур-кăвакал ĕрчетнĕ май çĕрпе ĕçлесех кайман темелле. Анчах çĕршыври лару-тăру çивĕчленни предприятие те çĕр ĕçне кÿлнĕ. Кайăк-кĕшĕк валли тырă туянни кассăна самай пушатнă. «Темиçе çул каялла районта усă курмасăр выртнă 1,5 гектар çĕре илнĕччĕ. Анчах ун çинче çанă тавăрсах ĕçлемен. Йывăç-тĕм, çумкурăк пусса илнĕскере йĕркене кĕртнĕ хыççăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акма тытăнтăмăр. Хальлĕхе гектарти тухăç 20 центнер ытларах кăна. Малашне ăна 30 центнера çитересшĕн. Тыр-пула вырăнта туса илни тупăшлăрах, - терĕ Александр Макулин ертÿçĕ.

Машина-трактор паркĕнче механизаторсем уй-хире тухмалли техникăна тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. «Тракторсем пурте юсавлă. Техникăна çĕнетсех тăнипе юхăнма памастпăр. Вăрлăх та çителĕклĕ», - пĕлтерчĕç вĕсем.

Андрей Хорошавин фермер хуçалăхĕнче техника паркĕнче кăна мар, тырă хранилищинче те ĕç шавĕ тăрать.

- Машина-трактора кĕркуннех, уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен, юсама тытăнатпăр, - каласа пачĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Валерий Григорьев. - Çуракинче «Джон- Дир» комплекспа усă куратпăр. Вăл пĕрре уй-хире тухсан ĕç вĕçленмесĕр те парка таврăнмасть. Талăкĕпех акать темелле. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркелесшĕн.

Хранилищĕре çынсем вăрлăх тасатса типĕтеççĕ, михĕсене тултараççĕ. Хуçалăх тырă кăна мар, тĕрлĕ культура çитĕнтерет: ясмăк, йĕтĕн, горчица... Унччен чĕртавара республикăра, кÿршĕри регионсенче сутнă. Халĕ ют çĕршыва та çул хывнă. Иртнĕ çул кăна 200 тонна чикĕ леш енне ăсатнă.

- Эпир интернет урлă рынока, пĕлтерÿсене тишкеретпĕр. Мĕнле культурăна ытларах ыйтнине кура çитĕнтерсе сутма тăрăшатпăр, - пĕлтерчĕ Андрей Хорошавин фермер.

Кăçал республикăра акнă лаптăксем 580 пин гектар йышăнмалла. Ку иртнĕ çулхин 101,1 проценчĕ. Çурхи культурăсене 320, 6 пин гектар акса хăвармалла. Çав шутра 50,6 проценчĕ - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, 40-шĕ - выльăх апачĕн культурисем, 6-шĕ çĕрулми йышăнмалла. Хальхи вăхăтра 48,7 пин тонна вăрлăх хывнă. Çав шутра кондицилли – 85,5 процент. Улатăр, Йĕпреç, Комсомольски, Вăрмар районĕсенче вăрлăхăн 90 ытла проценчĕ акма юрăхлă. Çав хушăрах Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенче кăтарту пĕчĕкрех. Республикăри хуçалăхсене çураки ирттерме 20 пин тонна минерал удобренийĕ кирлĕ. Вăрнар, Красноармейски районĕсенче ăна çурри ытла янтăланă. Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Тăвай районĕсенче ку енĕпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Дизтопливо кирлин - 54,8, бензин 34,7 проценчĕ чухлĕ пур. Республикăра тракторсен - 91, сеялкăсен – 93, культиваторсен 92 проценчĕ юсавлă. «Паян влаç органĕсен тĕп тĕллевĕ - республикăри ял хуçалăх таварне туса илекенсем патне ГСМ, удобрени, вăрлăх, техника, оборудовани туянма патшалăх пулăшăвне вăхăтра çитересси, - палăртрĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. - Ку вăхăт тĕлне федерацирен республикăна субсиди 236,5 млн тенкĕ куçнă. Çав шутран 81 млн тенкине аграрисем патне çитернĕ ĕнтĕ. Кредитăн процент ставкине саплаштарма 159 млн тенкине те çывăх вăхăтра куçарса памалла, - пĕлтерчĕ министр. Укçа-тенке хресчен патне вăхăтра çитни çуракине лайăхрах хатĕрленме, тăкака чакарма пулăшĕ.

Лариса Никитина.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.