«Аист чĕппи» фестивале ватти-вĕтти хутшăнчĕ

Хула кунĕнче çемье пултарулăхĕн «Аист чĕппи» фестивальне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ — акă черетлĕ хут вăл çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти Лакрей вăрманĕнче ваттине те, вĕттине те пухрĕ.

Ачасене илеме туйма-курма, пултарулăха анлăлатма хăнăхтарас тĕллевпе ирттерекен хăйнеевĕр конкурса Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курчĕ. Унпа пĕрлех фестивале хутшăнакансемпе тĕл пулма РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев килсе çитрĕç.

Хăнасем уява пухăннă хаваслă йышпа калаçнă май парка курса çаврăнчĕç. Юлашки вăхăтра кану вырăнне çĕнетес, хитрелетес енĕпе тĕрлĕ ĕç йĕркеленĕ. Çакăн валли 10 миллион тенкĕ тăкакланă. Михаил Игнатьев парка тирпей-илем кĕртесси малалла тăсăласса, реконструкциленĕ май Лакрей вăрманне çÿрекенсем йышланасса шаннине пĕлтерчĕ. Ырă улшăну халех пур: пĕлтĕрхипе танлаштарсан кунта уçăлса çÿрекен кăçал — 40 процент ытларах.

Асăннă парк самай лайăхланнине, хÿхĕмленнине «Аист чĕппи» фестивале хутшăннисем те асăрханă. Тĕп хулара пурăнакан Татьяна Шавгаева, уява икĕ пĕчĕк ачипе килсе çитнĕскер, улшăнусем кăмăлне çĕкленине палăртрĕ.

В.ИВАНОВА

 

В.ИВАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.