АИРПА ЙĔС ТУРА КУРĂКĔ

14 Çурла, 2014

Хырăмлăх хутлатнине, гастрита пула ыратнине аир тымарĕн шĕвекĕ ирттерме пулăшать. 2 чей кашăкĕ чĕр тавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе çĕр каçа лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен 30 минут маларах чĕрĕкшер стакан ăшăлла ĕçмелле. Сиплев курсĕ - сывлăх лайăхланичченех.

Гастрит вĕрĕлсен ăвăс папкипе сипленни ырă витĕм кÿрет. 1 чей кашăкĕ чĕр тавра тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 5-6 хут 1-2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.

Гастртита пула шыçнине йĕс тура курăкĕ /герань луговая/ ирттерет. 1 апат кашăкĕ тымарне 1 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те пĕчĕк çулăм çинче 30 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Кашни 2 сехетре 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Шыçни иртме пуçласан икĕ-виçĕ эрнерен кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçме пуçламалла.

Вар хытни час-часах аптратсан /гастрит чухне/ сиплевре тата хура катăркас /жостер, крушина слабительная/ çырлипе усă курмалла. 1 чей кашăкĕ чĕр тавара 1 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕрсенех çулăм çинчен илмелле, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Эрнере 2-3 хут ирхине тата каçхине çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - тула йĕркеллĕ тухма пуçличченех.

6 апат кашăкĕ шăнăр курăкĕн /подорожник/ çулçине, 6 апат кашăкĕ матрÿшкене /душица/, 4 апат кашăкĕ тĕкĕрчене /вахта трехлистная/, 4 апат кашăкĕ йĕтĕн курăкне /льнянка/, 4 апат кашăкĕ пĕтнĕке /мята/, 3 апат кашăкĕ мелиссана, 3 апат кашăкĕ хăмлана, 3 апат кашăкĕ календула чечекне, 2 апат кашăкĕ пилеш курăкĕн /пижма/ чечекне, 2 апат кашăкĕ сарă кушак урин /бессмертник/ чечекне, 2 апат кашăкĕ энĕç /тмин/ вăррине, 2 апат кашăкĕ шăлан çырлине хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, ăшăра 4 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Ирхине выç хырăмла 1 стакан тата кăнтăрлахипе каçхи апатсем умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 3 эрне.

Эрозиллĕ гастрит чухне тыр мурĕ /дымянка лекарственная/ усăллă.1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-2-шер апат кашăкĕ сывлăх лайăхланичченех ĕçмелле.

Хырăмлăх язви вĕрĕлсен хĕрлĕхен курăкĕн /иван-чай, кипрей/ шĕвекĕ витĕмлĕ. 3 апат кашăкĕ çулçа 1 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче вĕреме памасăр 15 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат вăхăтĕнче 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.