Ахаль кун кăна мар, пĕрлĕх уявĕ

11 Çĕртме, 2015

Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕ - Раççей кунĕ. Çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв. Вăл этем прависемпе ирĕклĕхĕсем, демократипе уççăнлăх, тăнăçлăхпа çураçу принципĕсем тĕп вырăнта пулнине уççăн пĕлтернĕ аслă патшалăхăмăрăн аталанăвĕнчи çĕнĕ тапхăра сăнарлать. Паллах, кашни уяв - пĕлтерĕшлĕ, сумлă. Çапах та ку уяв - Раççей кунĕ - пире, кашни халăха, çынна, эпир тĕрлĕ чĕлхепе калаçсан та, тĕрлĕ йăла-йĕркепе пурăнсан та пурте пĕр килйышпа пĕр кил-çуртра пурăннине ăша хывтарать.

Николай УГАСЛОВ, «ТУС» АХО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧНК президенчĕ:

- Тăван патшалăхăмăр - историпе культурăн сайра йышши еткерĕллĕ, вĕçсĕр-хĕрсĕр çĕрлĕ, çутçанталăк пурлăхĕпе калама çук пуян, хăватлă та ирĕклĕ, чи кирли - хастар та пуçаруллă, тăван кĕтесе чунран юратакан, хăйĕн тăрăхĕн аталанăвĕшĕн вăй хурса ĕçлекен, патриот туйăмне чĕрере упракан халăхсемлĕ çĕршыв. Раççей çыннисен, вăл шутра - чăвашĕ те, вырăсĕ те, тутарĕ те, çармăсĕ те, ытти вун-вун халăх çынни, иксĕлми юратăвĕ, ĕçченлĕхĕ, патриотлăхĕ, пĕтĕмĕшле - пирĕн Тăван çĕршывăмăра, юратнă республикăмăра тата илемлĕрех, вăйлăрах тата пуянрах тума хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвасса, ăс-хакăлне, вăй-халне шеллемессе шанса тăратăп. Республикăмăрта пĕтĕм халăх çыннисене çĕршывăмăр истори-йĕнчи сумлă уявпа саламласа çирĕп сывлăх, ырлăхпа тăнăçлăх, çураçупа килĕшÿлĕх, телей тата мĕнпур лайăххине çеç сунатăп!

Юрий ИСАЕВ, Чăваш Республикинчи гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент:

- Чăваш Ен - Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен туслă çемйин тулли праваллă членĕ. Пирĕн республикăра 127 наци çынни тата 8 халăх этносĕ туслă та килĕштерсе пурăнаççĕ. Кашни халăхăн - хăйĕн историйĕ, хăйĕн йăли-йĕрки, вĕсем пĕр-пĕринпе уйăрăлми тачă çыхăннă. Эпир экономикăпа ăслăлăх, искусствăпа спорт тата ытти енĕпе тăвакан хамăрăн пĕрлехи ăнăçу-çитĕнÿсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Çитменлĕхсене те пĕрлех тÿрлететпĕр, çемье тата пĕтĕм этемлĕх хаклăхĕсене тĕпе хурса тăрăшсах граждан обществи тăватпăр. Çак самантра тăван республикăмăрти тĕрлĕ халăх çыннисене Пĕрлĕх уявĕ /эпĕ Раççей кунне кăштах урăхлатса çапла каланă пулăттăм/ ячĕпе саламлатăп, çак туйăма-туртăма малашне те çирĕплетсе-хăватлантарса пыма сунатăп. Пурне те - телей, çирĕп сывлăх, таса тÿпе, ăнтăлу.

Юрий СЕМЕНТЕР, Чăваш халăх поэчĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ:

- Эпир, чăвашсем, пилĕк ĕмĕре яхăн вырăс халăхĕпе пĕрле алла-аллăн тытатпăр. Сивви те, ăшши те пулчĕ çав вăрăм çул çинче, анчах аслă вырăс халăхĕ пире нимĕнле лару-тăрура та пăрахмарĕ, яланах хăйĕн сарлака çунатти айĕнче тытрĕ, йывăр вăхăтсенче атте те, анне те пулчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, чăваш халăхĕн ĕмĕрхи асапран хăтăласси те, çутта тухасси те çут тĕнчене хамăр чĕлхе, хамăр сăвă-юрă, хамăр тĕрĕ çинчен тулли сасăпа евитлесси йăлтах тăван Раççейĕмĕрпе çыхăннă.

Çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне палăртнă кун манăн, вырăс мар халăх ывăлĕн, Раççей гражданинĕ пулнипе мăнаçланса çапла калас килет: эпир, чăвашсем, Раççей Федерацийĕн хăватне ÿстерес, тĕрекне çирĕплетес тесе ытти халăхсем пекех тулли кăмăлпа вăй хурăпăр.

Лев ЕФИМОВ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Элĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ:

- Раççей хăвачĕ, унăн пуласлăхĕ - федераци тытăмĕ çирĕпленсе пынинче, унăн нумай нациллĕ халăхĕсен пĕрлĕхĕпе туслăхĕнче. Ĕçчен те сăпайлă халăхсен хушшинчи мирлĕ пурнăçшăн кĕрешекен чăваш халăхĕ хăйĕн телейĕ, шанчăкĕ Раççейпе пĕрле пулсан кăна халăхăмăрăн пуласлăхĕ пуррине иртнĕ ĕмĕрсенчи истори пулăмĕсем те кăтартса пачĕç. Чăваш Енĕн экономика, культура тата нумай енлĕ аталанăвĕ - çĕршыври ытти халăхсен пĕрлĕхĕнче. Паян Анăçри çĕршывсен «хăтланăвĕсем» халăхăмăра нихçанхинчен те тимлĕрех пулмаллине, республика тата çĕршыв ертÿçисем тавра пĕтĕçмеллине çирĕплетеççĕ.

Кияметдин МИФТАХУТДИНОВ, «Газпром межрегионгаз Шупашкар» ООО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

- Ыранхи уяв пирĕн аслă патшалăхăмăрăн пĕрлĕхне, хăватне, вăйне, никама пăхăнманлăхне яр уççăн çирĕплетет. Пирĕн çĕршывăн историйĕнче, пурнăçĕнче çын прависемпе ирĕкĕ, демократипе уççăнлăх принципĕсем, пĕршухăшлăхпа тăнăçлăх яланах тĕпре пулнă. Тĕнчере Раççей ятне пысăка хурса хисеплени мăнаçлантарать. Унăн хăвачĕ, сумĕ ÿссе пыни тĕнчери хăшпĕр патшалăх ертÿçине вĕчĕрхентерет, вăл пирĕн çĕршывăн прогресне чарса лартассишĕн тем пек тăрăшать пулсан та, çакна кĕтсе илеймĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен тĕллевĕ - малашлăхсăр, пуласлăхсăр. Раççей ют çĕршывсемпе хăйĕн хушшинчи хутшăнусене пĕр-пĕрне хисеплени тата пĕртанлăх принципĕсем çинче йĕркелет, терроризмпа çине тăрса кĕрешет, тĕнчери лару-тăрăва лайăхлатассишĕн тăрăшать. Йывăр вăхăтра Раççей çыннисем, акă, тăванпа тăвана çапăçма хистекен вăрçа тапратса яма хăтланнă экстремистсенчен хÿтĕлесе Крымра пурăнакан халăхсене витĕмлĕ пулăшу кÿчĕç. Çакă мар-и-ха истори аталанăвĕнче пĕршухăшлăхпа тăнăçлăх принципĕсене тĕпе хуни? Кун пек тĕслĕх вуншар илсе кăтартма пулать.

Умра - сумлă уяв, Раççей кунĕ. Тăванăмăрсене, вĕсем - вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ, ытти халăх - çак мăнаçлă, пĕтĕçÿ-пĕрлĕх кунĕпе чĕререн саламлатăп. Вăл пирĕн чĕресенче ăшă туйăм вăраттăр, хамăр хăвата ÿстерсех пыма вăй-хал патăр.

Валерий ПАВЛОВ, «Чăвашпотребсоюз» канашĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

- Раççей кунĕ - пирĕн çĕршывăн тĕп уявĕ. Вăл «çамрăк-ха», хальтерех кăна патшалăх уявĕсен календарĕнче хăйĕн вырăнне йышăнчĕ. Çак кун эпир çĕршывăмăршăн, халăхăмăршăн мăнаçланатпăр. Июнĕн 12-мĕшĕнче çынсем ялавсемпе, хăюсемпе урамсене тухаççĕ. Праçник çынра патриотлăх туйăмне çĕклет. Ку - чи кирли.

Паянхи Раççей кунĕ - ирĕклĕх, граждан тăнăçлăхĕн, халăхсен пĕтĕçÿлĕх уявĕ, вăл тăван патшалăхăмăрăн паянхишĕн тата пуласлăхĕшĕн яваплăх символĕ пек туйăнать. Уяв пире хамăр патшалăхăн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулнине, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе, килĕшÿлĕхре пурăннине туйма пулăшать. «Эпĕ - Раççей çынни!» ăнлав политикăри пушă аргумент ан пултăр, çĕршывра пурăнакан кашни çын чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ вăраттăр.

 

Юрий ЛИСТОПАД ыйтса пĕлнĕ.

Рубрика: 

Новости по теме