Ахаль çын асăрхаман илем тĕнчинче...

31 Юпа, 2014

Василий Кузьмин калăпланă сăн ÿкерчĕксене пăхнă май çут çанталăк мĕн тери илемлине туйса илетĕн. Акă - хĕвел пĕтĕм вăйĕпе тавраллах çутатса анма хатĕрленет, ав - ăнсăртран туратран татăлса ÿкнĕ кăпшанкă пурăнма тапаçланса çÿлелле кармашать, е тата - кăпăшка пĕлĕтсем кăн-кăвак тÿпере хуçа пулса саркаланаççĕ. Ахаль чухне таçта васкатпăр, тăрмашатпăр - тавралла сăнаса тинкерместпĕр. Фотоÿнерçĕ вара ыттисем асăрхаман кĕтретлĕхе чунĕпе туйса сăн ÿкерчĕксем ăсталать. Вася ачасене ÿкерет-и, çитĕннĕ çынсене-и - кашни фотоÿкерчĕкрех унта сăнланнă геройăн шалти туйăмĕ палăрать, унăн хуйхи-суйхи, телейĕпе савăнăçĕ уççăн курăнать.

Вăрнар районĕнчи Хорнсор Çармăс ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Кузьмин сăн ÿкерессипе пĕчĕк чухнех кăсăкланма пуçланă. Вăл вăхăтра цифра фотоаппарачĕ пулман. Таса чунлă ача çут çанталăк илемне, çынсен кăмăлне сăнлама пленкăллă фотоаппаратпа усă курнă. Шкултан вĕренсе тухсан Вася фотожурналистика енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен, фотографсен курсне çÿресе ăсталăхне туптаман. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физикăпа математика факультетĕнче ăс пухнăскере çак пултарулăха çут çанталăк хăй панă.

- Сăн ÿкересси маншăн - киленĕç. Юхан шывсемпе çырма-çатрана, чĕр чунсемпе хурт-кăпшанка, ÿсен-тăранпа йывăç-тĕме сăнланă май чунпа канатăп. Çут çанталăкăн тасалăхĕ асамлă хăватпа илĕртет мана, - каласа кăтартрĕ виçĕ çул каялла 35 пин тенкĕпе фотоаппарат туяннă Василий Кузьмин.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.