“Агро-100” клубра - чи маттуррисем!

“Раççей регионĕсем - ăнăçлă аталану” VII экономика форумне республикăри чи лайăх ял хуçалăх ертÿçисене те чĕннĕ. Вĕсем виçĕм кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче “Çĕр ĕçне биологи тытăмне кĕртессин опычĕпе малашлăхĕ” çавра сĕтеле хутшăнчĕç. Хыççăнах “Агро-100” презентаци иртрĕ. Уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, “Агро-Инновацисем” ХУП директорĕ Николай Васильев хутшăнчĕç.

“Агро-Инновацисем” хысна унитари предприятийĕ республикăри ял хуçалăх организацийĕсен кăтартăвне 9 çул пĕтĕмлетет. Мониторинга ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕпе Правительствăн АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ хатĕрленĕ меслетпе ирттерет. Хуçалăхсен экономика-финанс кăтартăвне, усă куракан кашни 100 гектар лаптăк тăрăх шутласа туса илнĕ продукци калăпăшне, шалу ÿсĕмне, çĕрпе тухăçлă усă курнине, ыттине те шута илеççĕ.

2013 çулхи кăтартусем тăрăх çĕнтерÿçĕсем паллă ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем унчченхисемех. Вырăнсемпе çеç кăштах улшăннă. “Авангард” обществăн унчченхи çул та мала тухнă “Çĕрпÿ беконĕ” филиалĕ /ертÿçи - Николай Курчаткин/ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Малалли вырăнсене Комсомольски районĕнчи “Çĕр улмине мухтав” агрофирма /ертÿçи - Хасиятулла Идиатуллин/, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ /ертÿçи - Николай Аливанов/ çĕнсе илчĕç.

Районсем тăрăх илсен кăтарту çапларах. Малта - Елчĕк, Комсомольски, Етĕрне, Шупашкар, Патăрьел, Вăрнар, Муркаш енсем /15-рен пуçласа 7 хуçалăх таран/. Шел, Улатăр, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенчен “Агро-100” клуба пĕр ял хуçалăх пĕрлешĕвĕ те кĕреймен.

Сергей Павлов та, Николай Васильев та рейтинг ирттернин пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕç. Вăл ытти хуçалăха хастарлăх хушма хавхалантарать, экономика-финанс кăтартăвне лайăхлатма пулăшать.

В.ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.