Аграрисем субсиди мĕнле йĕркепе илĕç?
«Хыпар» хаçат ыйтăвĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей АРТАМОНОВ хуравлать.
Пулăшу кăçал пысăкрах
— Раççей аграрийĕсене пулăшмалли субсиди 2017 çулччен 54 тĕрлĕччĕ, — терĕ Сергей Геннадьевич. — Чăваш Енре иртнĕ çулсенче 31-шĕпе усă куртăмăр. Кăçалтан федерацин бюджетсен хушшинчи 7 субсидийĕ пулать. Çапах та кăçалчченхи программăсем пурте вăйра. Вĕсе-не пĕрлештерсе субсиди уйăрмалли йĕркене çеç улшăну кĕртнĕ.
— Ăна тĕплĕнрех тишкерер-ха.
— Сăмаха пĕрлехи субсидирен пуçлар. Ăна кĕске вăхăта илекен кредитăн процент ставкин пĕр пайне, выльăхран, çав шутра сăвакан ĕнерен, ÿсентăранран илекен, тирпейлекен предприятисем хатĕрлекен продукци тăкакĕсене саплаштарма параççĕ. Кусем — субсиди тĕсĕсем. Сăмах кунта ытларах ял хуçалăх предприятийĕсем пĕр çул хушшинче тавăрмалли кредит илни пирки пырать.
— Выльăх ĕрчетессипе çыхăннă субсидие епле тивĕçмелле?
— Ăна ял хуçалăх организацийĕсенче ăратлă выльăх, ашлăх тата сĕтлĕх ĕне выльăх ĕрчетнĕшĕн, выльăха страхланăшăн, хуçалăхăн пĕчĕк формисенче продукци туса илнĕшĕн уйăраççĕ. Патшалăх ăратлă выльăх çитĕнтернĕ чухне пулакан тăкакăн пĕр пайне, ашпа сĕт туса илнĕ тапхăрта куракан тăкакăн çуррине саплаштарать. Кĕске вăхăтлăх кредитăн проценчĕн пĕр пайне парса татма пĕрлехи субсидин — 15, выльăхран продукци туса илнĕшĕн — 18, ÿсентăран çитĕнтернĕшĕн /сад хывса, хăмла лартса, нумай çул çитĕнекен курăк акса ÿстернĕшĕн, элита вăрлăх туса илнĕшĕн/, ăна страхланăшăн 14 процент чухлĕ параççĕ. Кунти улшăну: иртнĕ çул-сенче элита вăрлăхшăн субсиди кашни килограмм туса илнĕшĕн уйăрнă, кăçалтан кашни гектар пуçне тивĕ.
— Хуçалăхăн пĕчĕк формисем пулăшу мĕн чухлĕ илĕç?
— Вĕсен тÿпи — пĕрлехи субсидин 53 проценчĕ таран. Ку ушкăна кил хуçалăхĕ, ĕç пуçлакан фермер, çемье ферми, ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативĕ кĕрет. Вĕсене куçаракан субсиди федераци бюджетĕнчен — 727,910 млн, республика хыснинчен — 317 млн, пурĕ 1,045 млрд тенкĕ.
— Федерацирен Чăваш Ене 2017 çулшăн пама палăртнă субсиди тÿпи кÿршĕ регионсен кăтартăвĕсемпе танлаштарсан мĕнле шайра?
— 2016 çулхинчен 31 процент ытларах илĕпĕр. Федерацин Атăлçи округĕнче ку — чи нумаййи. Мордвана — 9, Удмуртсене — 7, Тутарстана 4 процент ытларах, округри ытти региона пĕлтĕрхинчен сахалрах лекĕ. Пире сухалакан-акакан кашни гектар лаптăк пуçне 923,28 тенкĕ параççĕ. Ку енĕпе эпир округра пĕрремĕш, Тутарстан иккĕмĕш /483,89 тенкĕ/ вырăнта. Ытти субъект темиçе хут сахалрах илĕ.
Тухăçа тĕпе хураççĕ
— Фермер хуçалăхĕсене мĕнле çĕнĕлĕх кĕтет?
— Федерацин «Ĕç пуçлакан фермер» программипе ХФХ регистрацилеттерсен икĕ çул хушшинче, ăна шута илтериччен виçĕ çул маларах предприниматель свидетельствине илмен пулсан субсиди пама пултараççĕ. Пĕлтĕр конкурсра çĕнтернĕ фермера 1,1 млн тенкĕ панă, кăçал 1,5-шер, сĕт туса илекеннине 3-шер млн тенкĕ таран уйăрасшăн. Çемье фермине иртнĕ çул 5 млн уйăрнă, кăçал 10 млн тенкĕ таран хывма пăхнă. Фермăна тума паракан укçан 60 проценчĕ — патшалăхăн, 40-шĕ — ХФХн. Ял хуçалăхĕнчи потребительсен икĕ кооперативĕ 2016 çулта 11 млн тенкĕлĕх субсидие тивĕçрĕ. Кăçал çавнашкал кооперативсене пулăшма 24 млн тенкĕ пăхса хунă. Вĕсен тăкакĕн тÿпи — 40, патшалăхăн 60 процент пулмалла. Кооператив тĕллевне пурнăçлама кĕмĕл хывмасан е хываймасан илнĕ субсидие патшалăха тавăрса памалла.
— Хуçалăхăн пĕчĕк формисен ĕç тухăçне пăхаççĕ-и?
— Пăхнă, çапах кăçалтан урăхла хаклаççĕ. Производство калăпăшне 10 процентран кая мар ÿстермелле. Кăçал асăннă формăсемпе усă курса 110 ĕç вырăнĕ йĕркелĕпĕр. Патшалăх пулăшăвне илнисен тупăшпа тăкака, ĕç укçи мĕн чухлĕ тÿленине шута илсе пымалла. Продукци 10 процентран сахалрах сутсан, ĕç вырăнĕ малтан палăртнинчен сахалрах йĕркелесен, ытти кăтартăва пурнăçламасан субсидие тавăрттараççĕ. Патшалăх ăна ахальтен памасть, фермер на-лук куçарса хыснана пуянлатасса шанать. Кооперативăн хыснаран уйăрнă кашни 3 млн тенкĕ пуçне тата ĕç пуçлакан кашни фермерăн — 1-ер, çемье фермин кашни витере 3 ĕç вырăнĕ йĕркелемелле.
— Кăçал ĕç пуçаракан миçе фермер пулăшу илме пултарать?
— Малтанлăха палăртнă тăрăх — 34. Кунсăр пуçне 8 çемье ферми, бизнес-проект мĕн хак тăнине кура 2- 4 кооператив субсиди илĕç.
Раççей Ял хуçалăх министерстви республикăра кăçал 25 кооператив тума палăртнă. Вĕсене налук инспекцийĕнче шута илтерни çеç çителĕксĕр. Чи кирли — производство йĕркелени, ХФХсене, кил хуçалăхĕсене продукци вырнаçтарма, калăпăр, сĕт пухса сивĕтме, ытти ĕç пурнăçлама пулăшни. Налук тÿлекен мĕнпур кооператив хушăнасса шанатăп. Анчах кил хуçалăхĕсенчен пухакан сĕт хакĕн хушма хакне /НДС/ налук хумасăрах сĕт пуçтарни, тирпейлекен предприятисем ăна НДСпа йышăнни патшалăх хыснине пуянлатма пулăшмасть. Çавнашкал тытăмсем налук тÿлес мар тесе кайран таçта çухалаççĕ. Çав вăхăтрах сĕт-çу завочĕсене — çав шутра Етĕрнерине, Комсомольски районĕнчи В.Агамирянăн сыр хатĕрлекен цехне — хушма налук тÿлеттереççĕ. Пирĕншĕн ял хуçалăхĕнчи пур организаци саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлени — налук вăхăтра куçарни, коллектив йышне тĕрĕс палăртни, ăна шалу кашни уйăхра тÿлени — пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Пĕрлехи субсиди пулать
— Субсидисен 54 тĕсĕнчен 7 çеç хăварни мĕнле ыйтусене хăвăртрах татса пама май парать?
— Иртнĕ çулсенче, сăмахран, пĕрремĕш тĕсре пăхса хăварнă укçапа туллин усă курнă, иккĕмĕшĕнчине тĕрлĕ сăлтава пула тăкаклайман. Калăпăр, кил хуçалăхĕсем валли уйăрнине.
— Мĕншĕн?
— Банксем кредит процентне пысăклатрĕç, çынсем процентлă кивçен малтанхинчен чылай сахалрах илчĕç, çавăнпа нумайăшĕ субсидипе усă курмарĕ. Ăна федераци хыснине тавăрма тиврĕ. Кăçалтан пĕрлехи субсидин тĕсĕсемпе пăхнă укçана пĕринчен тепĕрне куçарса уйăрма ирĕк панă.
Çапах та ĕç кăтартăвĕн индикаторĕсем сыхланса юлаççĕ. Çĕрулми е тĕштырă программăра палăртнă чухлĕ пухса кĕртсен, ял хуçалăх культурисене страхламалли плана тултарсан юлнă укçана çеç ытти программăна пурнăçламашкăн яма пултаратпăр.
— Ÿсентăрана пăхса çитĕнтерме уйăракан, кашни гектар çĕр пуçне тивекен пулăшу пирки тĕплĕнрех калаймăр-и?
— Регионсене ăна кăçал пĕлтĕрхинчен 51 процент сахалрах параççĕ. Мĕншĕн тесен чикĕ леш енне тырă сутакан субъектсене çав субсидие илекен йышран кăларнă. Атăлçи округне кăçал иртнĕ çулхинчен — 38, вăл шутра Чăваш Ене 14 процент сахалрах лекет. Кашни гектаршăн 148,83 тенкĕ илетпĕр, эпир Мордвапа /177,06/ Удмурт /151,23/ республикисем хыççăн виççĕмĕш вырăнта. Хăшĕ-пĕри тепĕр чухне Тутарстанпа, Пушкăртстанпа Чăваш Ене танлаштарса вĕсене укçа нумайрах уйăрассине палăртсах тăрать. Чăн та, çав сумма пирĕннипе танлаштарсан пысăкрах. Анчах усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни гектар пуçне субсиди мĕн чухлĕ тивнине уçăмлатсан кÿршĕсене сахалрах парасси курăнать.
Кăçал тавар тĕллевĕпе сутлăха ăсатакан çĕрулми, хĕвелçаврăнăш, сахăр кăшманĕн лаптăкĕсене субсидилемеççĕ.
— Сĕт туса илнĕшĕн тивекен субсиди енĕпе мĕнле уйрăмлăх?
— Кашни литршăн кăçал пĕлтĕрхинчен субсиди Раççей регионĕсем — 37, Атăлçи округĕ — 35, вăл шутра Чăваш Ен 33 процент сахалрах илĕç. Çирĕплетнĕ условисене пурнăçласан ял хуçалăх предприятийĕсемпе ХФХсене кашни литр сĕтшĕн субсиди 73 пус хушса параççĕ. Ку енĕпе Атăлçи регионĕсен хушшинче Мари Эл /77 пус/ тата Киров облаçĕ /76 пус/ хыççăн эпир виççĕмĕш вырăнта. Ĕнесен продуктивлăхне ÿстернĕ, сĕт ытларах сутнă хуçалăхсене регионсен коэффициент хушса пама ирĕк пур.
Кредит проценчĕ пĕчĕкленет
— АПК объекчĕсем туса тăкакланă укçан пĕр пайне саплаштарассипе мĕн калатăр?
— Раççей Ял хуçалăх министерствине вĕсене хăпартмалли проектсене йышăнма ыйтса 3 заявка тăратнăччĕ: Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирма 2,2 гектар теплица, Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» ООО 400 пуç ĕне вырнаçтармалли вите, Патăрьел районĕнчи С.Халитов фермер 1000 пуç качака ферми тума. Çак проектсене министерство ырланă. Пĕлтĕр сĕт объекчĕсемшĕн тÿрремĕнех курнă тăкакăн 20 процентне саплаштарма патшалăхран субсиди илнĕ пулсан, кăçалтан 30 процент парĕç тата кредит проценчĕн пĕр пайне тÿлеме субсиди куçарĕç. Теплица хăпартнă пирки «Ольдеевская» тăкакăн 20 процентне татмалли пулăшăва тивĕçет. Патшалăх 2017 çултан сысна вити туса куракан тăкакăн процентне çавăн чухлех саплаштарĕ е кре-дит ставкин пĕр пайне саплаштарма харпăрлăхçа субсиди уйăрĕ. Ăна теплицăсем тума кăçал федераци хыснинчен — 44 млн, ĕне фермисем хăпартма 27 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.
— Çивитти айĕнче пахчаçимĕç ытларах çитĕнтерес тĕллевпе проектсем ĕçе кĕртме планланă-и?
— «Ольдеевская» кăçал тепĕр теплица лартассишĕн ĕç пуçласшăн. Теплица тума В.Вексельберг предприниматель валли Çĕнĕ Шупашкарта — 22, Итали бизнесменĕ валли Сĕнтĕрвăрри районĕнче 6 гектар çĕр тупса хунă. Вĕсем тĕллеве пурнăçа кĕртес кăмăллă. Субсидипе усă курса ĕçне тăвасса шанатпăр.
— АПКна инвестици хывассипе çыхăннă пулăшăва илес тĕлĕшпе мĕнле йывăрлăх пур?
— 2016 çул вĕçлениччен илнĕ инвестици кредичĕсене /6,5 млрд тенкĕлĕх/ кивĕ йĕркепех субсидилетпĕр. Вĕсен проценчĕсене саплаштарма 2017 çул валли 407 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Кунта çĕнĕлĕх те пур. Раççей Ял хуçалăх министерстви кредит паракан банксен переченне çирĕплетнĕ. Вĕсем ял хуçалăх предприятийĕсене кивçенлеме килĕшсен кредит илекенсен переченне хатĕрлеççĕ. Асăннă банксем аграрисен заявкисене Раççей Ял хуçалăх министерствине параççĕ. Вăл хăйĕн переченне туса банксене çитерет. Иртнĕ çулсенче кредит процентне саплаштарма укçа республикăн Ял хуçалăх министерствине куçаратчĕ. Кăçалтан вăл тÿрех банксене каять. Халиччен хуçалăхсем кредитăн çулталăкра хушăнакан пайĕпе, калăпăр, 15 процентпа графикпа пăхнă вăхăтра пĕтĕмпех хăйсен укçинчен татăлмаллаччĕ. Кăçалтан 5 процен-тран ытла мар тÿлеççĕ. 10 процентне Раççей Ял хуçалăх министерстви тÿрремĕнех банксене куçарать.
— Мелиораци программине пурнăçлама субсиди пулать-и?
— Пĕлтĕр республикăна уйăрнă укçана пĕтĕмпех ĕçе кĕртеймен пирки пысăк пайне федерацие тавăрса пама тиврĕ. Çапах та 2 пин гектар çинчи культурăсене шăвармалла туса плана тултартăмăр. Тăкакăн 50 процентне патшалăх саплаштарать. Кăçал хута янă объектсемшĕн субсиди 2018 çулта илĕç.
— Ял территорийĕсене çирĕппĕн аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн кăçал миçе çамрăк çемьене тата специалиста пурăнмалли пÿрт тума е туянма пулăшĕç?
—137 çемьене. Программăна пурнăçлама федераци хыснинчен — 122 млн, республика бюджетĕнчен 69 млн тенкĕ куçаратпăр. Çемьесене тăкакăн 70 процентне саплаштарма патшалăх пулăшĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
Комментари хушас