- Чăвашла верси
- Русская версия
Африкăри ресторансенче крокодил ашне çиеççĕ
Екатерина Андрейко тăван тăрăхран аякра пурăнать пулин те çуралнă кĕтесне манмасть. Трак ен пики ашшĕ-амăшĕпе кашни кун телефонпа калаçма май тупать. Нумаях пулмасть вăл Африкăран çывăх çыннисене курма килсе кайрĕ. Хастар çамрăкпа шăпах çавăн чухне тĕл пултăмăр.
Малтанах Екатерина Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ. 6-мĕш класа Тракри чăвашла- нимĕçле гимназие куçнă. Шăпах пирĕн класа пырса кĕчĕ вăл. Яштака та çÿллĕ хĕрача çивĕч ăс-тăнĕпе тыткăнларĕ. Вăл мĕн пĕчĕкрен истори предметне питĕ кăмăллани сисĕнчĕ. Кĕнеке нумай вулама юратаканскер пире кăсăклă япала чылай каласа паратчĕ. Шкул çулĕсенчех шашкăлла выляма юрататчĕ. Республикăри пĕр тупăшура пирĕн район команди /çав йышра Катерина та пулнă/ 1-мĕш вырăн тухнăччĕ.
Шкул хыççăн вăл Канашри медицина училищине вĕренме кĕчĕ, кайран И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультетĕнче куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илчĕ. Пĕр вырăнта лараканнисенчен йышĕнчен мар вăл: 6 çул каялла Мускава çул тытнă. Унти пĕр медицина лабораторийĕнче ĕçленĕ. Пушă вăхăтра тĕнче курса çÿренĕ: Турцие, Италие, Ватикана, Египета вĕçнĕ. Пĕррехинче ĕçтешĕ ăна ухăран, пистолетран пеме кăмăллакансен клубне çавăтса кайнă. Çакăнтан пуçланнă та унăн ку чун киленĕçĕпе кăсăкланасси. Катя Пĕтĕм тĕнчери перекенсен обществинче тăрать. Унта çынсене хĕç-пăшалпа тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ, спортсменсемпе командăсене ăмăртăва хатĕрлеççĕ, çак спорт тĕсне Раççейре тата чикĕ леш енче аталантараççĕ. 2014 çулта Екатерина çак клубра пулас мăшăрĕпе паллашнă. Иккĕшĕ те хĕç-пăшалран перессипе кăсăкланнăран-ши пĕр-пĕрин патне туртăннă вĕсем. Туслăх майĕпен юратăва куçнă. Çамрăксем Кăнтăр Сахалинск хулине куçса кайсан «Кăйкăр» клуб йĕркеленĕ. Катя 2015 çулта ухăран персе 3-мĕш вырăна тухнă, тепĕр çулхине пĕрремĕш пулнă. Клуба çÿрекенсем шкулсенче кружоксем йĕркеленĕ. Унта пĕчĕккисем те, ас-лисем те çÿреççĕ. Клуба çÿрекенсем Сахалин тăрăхĕнче иртекен уявсенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Кăçал Катьăпа мăшăрне ĕçпе Африкăри Кампала хулине янă. Малтанах чăваш пики шикленнĕ. Унта питĕ шăрăх та хăрушă тесе шухăшланă вăл. Катьăна чи малтан хулара пурăнакансем ют çĕршывран килнисене аван йышăнни тĕлĕнтернĕ. Лавккари сутуçăсем кашнинчен: «Мĕнле ĕçсем?» — тесе ыйтнă. Чăннипе, çын пурнăçĕ кăсăклантарнишĕн мар, çак ыйтăва парасси йăлана кĕнĕрен.
Пысăк суту-илÿ центрĕсенче килен-каяна ятарлă хатĕрпе тĕрĕслеççĕ. Кампалара автолавккасем уйрăмах нумай. Хулара çул-йĕр правилисене пăхăнмаççĕ, анчах Катя авари пулнă пĕр тĕслĕхе те асăрхаман. Çул çинче икĕ машина тĕл пулсан водительсенчен пĕри аллине маларах çĕклет те: «Халĕ эпĕ каятăп», — тесе пĕлтерет. Кампала урамĕсенче «Бода-бода» мотоциклист-таксистсене курма пулать. Анчах вĕсемпе çÿреме шанчăклах мар иккен.
Угандăн тĕп хули унччен Аслă Британи колонийĕ пулнă. Çавăнпа унта акăлчанла калаçаççĕ. Вырăнти халăх тăван суахили чĕлхипе те пуплет. Виктория кÿлли çывăхĕнче вырнаçнă хулара çут çанталăк та хăйне евĕр. Çулталăкра икĕ хут çумăрсен сезонĕ пулать. Çурла уйăхĕнче, сăмахран, унта хĕл ларнă. Паллах, пирĕн тăрăхри пек юр çук унта. Çумăрлă, йĕпе-сапаллă вăхăт вăл.
Африка тесен тÿрех крокодилсемпе çĕленсем аса килеççĕ. Катьăпа мăшăрĕ унта пирĕн тăрăхра çук чĕр чунсене — слон, бегемот, буйвол, арăслан, леопард — чылай курнă. Пирĕн патра çулла ятарлă шĕвек сапса вăрăм тунасенчен хăтăлаççĕ пулсан Кампала хулинче — çĕленсенчен. Çавăнпа унта вĕсем çукпа пĕрех. Крокодилсемпе çĕленсене фермăсенче туристсем валли ятарласа ĕрчетеççĕ. Крокодил тирне сутаççĕ, аш-какайне ресторана ăсатаççĕ. Туристсемшĕн тĕлĕнмелли, чăн та, пайтах унта. Канма килекенсене Елизавета патша майри ячĕллĕ Наци паркне, «Бвинди чăтлăх вăрмана», Виктория кÿлли çывăхне кайса курма сĕнеççĕ. Юлашкинче уйрăмах илемлĕ, вы-рăнĕ çăтмахри пекех. Анчах унта самаях хăрушă иккен. Кÿлĕре час-часах çил-тăвăл алхасать. Унти шывра чÿхенме юрамасть: крокодил нумай тата тĕрлĕ паразита пула таса мар вăл. Малалла вулас...
Комментари хушас