Африка мурĕпе кĕрешесси малалла пырать
26 Aug, 2016

Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне Пăрачкав районĕнче 2358 пуç сысна туртса илнĕ, тĕп тунă. Çапла пĕлтерет ЧР Патшалăх ветеринари служби. Унсăр пуçне ветеринари специалисчĕсене пĕлтермесĕр хуçисем 504 пуç сысна пуснă. Африка мурĕпе кĕрешесси вара малалла пырать.

Халăх, паллах, пăлханать. Çавна май Шупашкарта виçĕмкун иртнĕ тĕлпулусенчен пĕринче Пăрачкавсен представителĕ республика Пуçлăхĕнчен Михаил Игнатьевран çынсем тÿснĕ çухатăва саплаштарасси пирки ыйтни ăнсăртран мар.

Африка мурĕ тĕлĕшпе Чăваш Ен уйрăм утрав мар, Михаил Васильевич палăртнă тăрăх — выльăхăн çак чирне Раççейĕн икĕ теçетке субъектĕнче тупса палăртнă. "Эпĕ тĕллев лартрăм: çынсен саплаштару укçине илмелле. Çухатăва саплаштаратпăр. Республикăн Резерв фондĕнче укçа çителĕклĕ. Вун-вун миллион тенкĕ кирлĕ пултăр — уйăратпăр".

"Чирпе çапла çирĕппĕн çине тăрса кĕрешмесен пĕтĕм республикăра сарăлас хăрушлăх та пуррине" те йышăнчĕ. Вăл çак лару-тăрура влаç халăхпа, çухату тÿснĕ çынсемпе юнашар пулнине çирĕплетрĕ. Паллах, çынсене психологи тĕлĕшпе те йывăр — çавăнпа вĕсемпе ĕçлеме психологсене те явăçтараççĕ. Михаил Васильевич çывăх вăхăтра хăй те Пăрачкавсемпе тĕл пулса калаçасшăн.

Вырăнта вара çынсене сыснасене, вĕсен ашне пытарма юраманни пирки асăрхаттараççĕ, ăнлантару ĕçне пурнăçлаççĕ. Ятарлă пунктсенче чир тупнă зонăран илсе тухма тăнă 641 килограмм аш продукцине тытса чарнă. Палăртни вырăнлă: пытарнă сыснасемпе аш-какая тупсан вĕсемшĕн саплаштару укçине тÿлемеççĕ.

Н.КОНОВАЛОВ

 
Н.КОНОВАЛОВ