Ăçта вĕсем, чăвашла сценарисем?..
Юлашки вăхăтра тăван чĕлхе кăвар чĕреллĕ сăвăçăмăр кĕтнĕ, шаннă пек «хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă, çунтаракан çиçĕм, вĕри вутлă çулăм» вăй-хăватне çухатса пынине çирĕплетекен тĕслĕхсене час-часах илсе кăтартакан пултăмăр.
Çак шухăша ăша хывма Чăваш Енĕн тĕп хулинче тĕпленнĕ хăш-пĕр ăсчах: «Чăваш чĕлхи пĕтет!» - тесе палкани те нумай пулăшать. «Саманисем саккăр, тамашисем тăххăр» пулнă тапхăрта та чăвашлăх туйăмне салатса пĕтермен халăх умĕнче çакăн пек сăмахсемпе перкелешни вырăнсăр кăна мар, пысăк çылăх тунипех танах. Çавăн йышшисене Спиноза философăн «пĕлместĕр, анчах сÿпĕлтететĕр» каларăшне аса илтерес килет.
Чăваш чĕлхи пулнă, пур, пулать! Касаккасси чăвашĕ хыççăн тулли шанăçпах çирĕплетсе калар-ха çак сăмахсене. Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан нацин тĕп пуянлăхне упраса хăварăпăр кăна мар, вăл тăвакан мухтавлă та пархатарлă ĕçсен шутне ÿстерсе пырăпăр. Тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн нимене кăна çĕкленмелле. Анчах чăнлăхпа тĕрĕслĕх умĕнчен куçа хупса иртеймĕпĕр: пирĕн хальлĕхе çак тĕллеве ĕçпе çирĕплетме пĕрлĕх туйăмĕ çитеймест-ха.
Тăван чĕлхе ыйтăвĕсемпе ирттерекен тĕрлĕ тĕл пулура, канашлура унăн малашлăхĕшĕн çунса-хыпăнса тăракансем камсем тетĕр? Шел те, чĕлхеçĕсем те, ăслăлăх докторĕсем те, çыравçăсем те мар. «Чан çапакансен» хушшинче ытларах чухне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен педагогсем. Çав ушкăнрах манăн культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсене те курас килет. Чĕре çине аллăма хурсах çапла ыйтатăп: ау-у, ăçта пытаннă эсир, тăван халăхпа тап-таса, чĕлхене çÿпĕлемесĕр чăвашла калаçакан культура ĕçченĕсем?
Çак ыйтăва ăнсăртран çĕклеместĕп паян. Республикăри районсенчи культура çурчĕсемпе вулавăшсенче иртекен мероприятисене хутшăнни, яваплă çынсем ытларах чухне сцена çинчен вырăсла калаçни çак калаçăва хускатма хистерĕ. Акă мĕн каларĕ кун пирки Йĕпреç район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Инна Алексеева: «Культура пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене те тăтăшах татса пама тивет. Районта тĕрлĕ мероприяти иртет. Шел те, вĕсене хальлĕхе куракансен кăмăлне туллин тивĕçтермелĕх хатĕрлейместпĕр. Тĕп çитменлĕх - чăвашла çырнă сценарисем çукки».
Чăнах та, паян çавăн пек сценарисем пачах та çук тесе пĕтĕмлетмĕпĕр, анчах вĕсем ытла та сахалли республикăри культура учрежденийĕсенче тăрăшакансене самаях ура хурать. Камăн çырмалла-ха çав сценарисене? ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви унччен Халăх пултарулăхĕн çурчĕпе пĕрле ялти талантсене пулăшма чăвашла çырнă брошюрăсем ярса паратчĕ. Вĕсемпе уявсем ирттернĕ чухне усă курма меллĕччĕ. Чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕнче те культура ĕçченĕсем валли сценарисем хайлакан поэтсемпе писательсем пурччĕ. Хăй вăхăтĕнче ку енĕпе çанă тавăрсах ĕçленĕ Петĕр Ялкир сăвăçăн пархатарлă тĕслĕхне манăçа хăварас марччĕ...
Нумаях пулмасть-ха «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шуртан клубĕн пуçлăхĕ Виталий Дмитриев кĕрсе тухрĕ. Вăл - манăн ентеш, çавăнпа та хăюллăнах пулăшу ыйтма килнĕ. Çĕнĕ Шуртан, виçĕ район чиккинче вырнаçнăскер, Çиçĕмкассипе Пĕчĕк Упакасси /Йĕпреç районĕ/, Кушлавăшпа Хура Çырма /Вăрнар районĕ/ тата Йăлмаччапа Вăтакас Татмăш, Пукăртан /Канаш районĕ/ ялĕсенче пурăнакансене хăнана чĕнсе тĕл пулу йĕркелесшĕн-мĕн. «Вăл асра юлмалла ирттĕр тесен пире лайăх сценари кирлĕ», - именчĕклĕн сăмах хушрĕ Виталий Кузьмич, ку тăрăхри ăста купăсçă, пултаруллă концертмейстер тата ачасене шкулта вокал искусствине алла илме хăнăхтаракан педагог. «Пĕр ăс - лайăх, икĕ ăс - татах та лайăхрах» тенине асра тытса иксĕмĕр ĕçе пикентĕмĕр, тăван чĕлхепе самаях ăнăçлă ĕç майлаштартăмăр.
Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн: чăвашла сценарисем çырса хатĕрлес ĕçе ÿлĕмрен культура çурчĕсемпе вулавăшсенче ĕçлекенсене хăйсенех явăçтарасчĕ. Тăрăшсан вĕсен йышлă çарĕ «сăрт-тăва та тепĕр май çавăрса лартма» пултарĕ. Манăн шухăшăмпа - çĕнĕ ĕмĕрти идеологи фрончĕн ĕçченĕсемшĕн çакă «уçман çерем» пулмĕ. Тата вĕсем ку ĕçе чун-чĕрисен киленĕвĕпе тытăнсан тăван чĕлхе нихçанхинчен те янравлăраххăн та çепĕçреххĕн илтĕнсе шăранма пуçлĕ. Çакăн хыççăн хăш-пĕр культура учрежденийĕсенче «Ырă сунса кĕтетпĕр!» тесе чăвашла çырнине кĕтсе илессе шанассăм килет...
Геннадий КУЗНЕЦОВ
Комментари хушас