Ăçта-ши эсĕ, Санька?

Унтанпа шыв-шур самай юхса иртрĕ. Анчах курни-илтни паян та куç умĕнчех.

Сивĕ хĕл иртсе кайрĕ те аппапа пиччесем пÿртре лармаççĕ, ир-ирех урамра. Атте Сĕнтĕрвăрринче пурăнать. Эпир аннепе - Шĕнерпуçĕнче. Вĕçĕмех çиес килет. Урама кантăкран пăхса ларатăп. Артель правленийĕ умĕнче ял халăхĕ кĕпĕрленнĕ. Çурт тăрринче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшет. Вăйлă çилпе хĕрарăмсен тутăрĕсем те халь-халь вĕçсе каясла варкăшаççĕ. Чÿрече хушăкĕнчен çил пÿрте вĕртет. Урамран купăс сасси илтĕнет. Мĕн уявлаççĕ çынсем? Çук, ăнланаймастăп. Юнашар анне те çук.

Пăхатăп, Санька арăмĕ пирĕн пата хыпалансах утать. Мана курсан чарăнчĕ, эпĕ ларакан чÿрече çине таянчĕ. Куçне шăла-шăла илет хăй. Сасăсăр йĕрет. «Коля, вăрçă пĕтнĕ, - терĕ тытăнчăклăн вăл. - Вăрçă пĕтнĕ. Санька та килмеллеччĕ, çук, килеймерĕ, Петĕр те. Ăçта выртать-ши? Чунĕ вĕçет пулĕ-ха ял çийĕн. Ачисем çине пăхать ĕнтĕ. Мишшана ярăнма йывăçран велосипед та туса панăччĕ. Ăна типтерлĕ тытнăшăн савăнать пулĕ. Петя та пысăкланчĕ, арçын пек, пĕтĕм ĕçе тăвать. Тоня хĕрне те куратех пулĕ çÿлтен. Эпир ăна мĕнле кĕтеттĕмĕр». Пичĕ тăрăх куççулĕ чарăнми юхать. Санька арăмĕн ?ялти пек каласан% ачисем пуррине тинех пĕлтĕм. Вĕсен çурчĕ çĕнĕ урамра, ял вĕçĕнче.

- Ах, Коля, мĕнле пурăнмалла? Тĕлпулас шанăç та юлмарĕ. Вăрçă пынă чухне вăл таврăнас пек туйăнатчĕ. Халĕ тин çук ĕнтĕ. Мĕнле ăстаччĕ тата. Мĕнпур ĕçе тĕплĕ тăватчĕ. Ах, Санька, Санька, эпĕ кăна мар, ачусем те кĕтеççĕ сана. «Атте хăçан килет-ши?» - тесе ыйтаççĕ. Мĕн калас ман вĕсене, мĕн? Вил тăприне кайса курасчĕ, - пĕр чарăнми хÿхлет вăл.

Ăна итленĕ май алăк уçăлнă сасă хăлхана кĕчĕ. Санька арăмĕ сасăпах ÿлет. Ăна кура эпĕ те йĕрсе ятăм. «Коля, мĕн эсĕ макăрса ларатăн, савăнмалла, вăрçă пĕтнĕ», - терĕ анне тĕлĕнсе. Сасартăк унăн хаваслă сасси шăпланчĕ. «Мĕн хурланатăн, ачана та йĕртетĕн?» - ыйтрĕ вăл Санька арăмне асăрхасан.

- Каçар Праски кин, сирĕншĕн уяв, вăрçă пĕтнĕ. Манăн Санька вара таврăнмĕ, - терĕ вăл нĕшĕклетсе.

- Санăн Саньку кăна мар, пин-пин ку вăрçăран таврăнмĕ. Малалли çинчен шутламалла, - терĕ хыттăн анне. - Кĕр пÿрте, пĕрле ларăпăр. Хуйхăна пĕччен чăтса ирттерсе яма йывăр.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕ чухне эпĕ тăваттăраччĕ. Пирĕн атте инвалид пулнă май вăрçа хутшăнайман. Вăл япăх курнă, илтнĕ. Анчах эпир те вăрçă çулĕсенче çинĕ-çимен пурăннă. Вăрçă ачисем пулнă эпир. Ял вăрман çумĕнчех вырнаçнăран кашкăрсем картишнех кĕрсе çÿретчĕç. Вăрман çимĕçĕ кăна пире выçса вилесрен хăтарнă.

Николай Ригов.

Сĕнтĕрвăрри районĕ,

Анаткасси ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.