Ăçта, хăш кĕтесре шырамалла?

22 Ака, 2015

Михаил Тагеев фермер хуçалăхĕн /Сĕнтĕрвăрри районĕ/ сĕт-çу фермине ирхи 5 сехет валлиех çитнĕ дояркăсем 11 сехет тĕлĕнче те саланманччĕ. Кĕтмен-çĕртен нуша пырса çапсан: "Ку манăн ĕç мар-ха", - тесе хăвăртрах киле тарас йăла çук вĕсен. Йывăрлăха пĕрле сирсе яма хăнăхнă.

Хальхинче акă туслă ушкăн пĕр ĕне патĕнче тапăртатса тăрать. Выльăх уринчен юн фонтан пек пĕрĕхтернине сăнама йывăр, чуна ыраттарать. "Чиперех выртрĕ. Тăнă чухне амантнă курăнать", - пĕр-пĕринпе пăшăлтатаççĕ ĕне сăвакансем. Ветеринари тухтăрĕсене чĕнсе илнĕ. Владимир Евстигнеевич Тихонов - опытлă специалист, çак таранччен выльăха сахал мар кăткăс операци тунă. "Татăлнă юн тымарĕ ытла шалта вырнаçнă, çавăнпа больницăра чылай çул хирургра тăрăшнă Валерий Белебенцева чĕнес терĕмĕр", - ăнлантарать вăл мана. Валерий Александрович вăрах кĕттермерĕ. Хирург аллисем вăр-вар та çыпăçуллă.

Патшалăх çемье фермисене аталантарма паракан грантпа икĕ çул каялла туяннă ĕнесем - ăратлă. Пĕрин хакĕ кăна 120 пин тенке яхăн. Хальхи тапхăрта кунне 15-16 килограмм сĕт паракан ĕнене çухатни хуçалăхшăн пысăк инкек пулĕччĕ.

"Темĕн те пулать кулленхи ĕçре, - тет Нина Федорова доярка. - Ирхи сăвăм хыççăн тепĕр чухне паянхинчен ытларах та тытăнса тăма тивет фермăра. Уйрăмах выльăха укол тунă чухне. Пĕр-пĕрне пăрахса каймастпăр. Кун пек чухне ветврачсем, выльăх пăхакансем, ĕне сăвакансем яланах пĕрле. Такамшăн мар, хамăршăн ĕçлетпĕр вĕт".

"Ĕç укçи енчен кÿрентермеççĕ-и?" - кăсăкланатăп паянхи пурнăçшăн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтупа. "Хальхи вăхăтра шалу тÿлемесен кам тăрăштăр?" - ыйтăва ыйтупах путарать хĕрарăм.

Халĕ фермăра ĕçлес текенсене хунарпа шырасан та тупаймăн. Ĕне сăвакансем çук. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи хуçалăхсене ку ыйту тахçантанпах пуçа хыçтарать. Вăл е ку ялхуçалăх предприятийĕ панкрута тухнине кура ĕçсĕр тăрса юлнă пултаруллă дояркăсене тилмĕрме тивет. "Звезда" хуçалăхăн юлашки ĕне ферми хупăнсан кунти дояркăсен умĕнче кам кăна пуç çапман-ши? Нина Федорова та Октябрьскинчи Михаил Тагеев фермер патне лекиччен Шуршăлта вăй хунă. Мĕшĕл ялĕнчи дояркăсене кунти фермăна пуçлăхсем хăйсем турттарнă: малтанах - хуçалăх ертÿçи хăйĕн машинипе, унтан - инженерпа механик. Каярахпа çеç вĕсене турттарма пĕр водитель тупса панине асаилет доярка. Предприяти юхăнсан ăна çĕнĕ хуçасем алла илнĕ. Ĕне сăвакансен шалăвне ÿстернĕ. "Сирĕн ĕç укçи вăтамран 11 пин тенке ларать теççĕ. Мĕншĕн пăрахса каятăр вара?" - районтан килнĕ ветврачсем тĕлĕне-тĕлĕне ыйтни халĕ те хăлхара. "Сĕт савăчĕсене йăлт алăпа çĕклемеллеччĕ, вăл вăхăтра фермăра сĕт пăрăхĕ вырнаçтарман. Апат çиме те вăхăт çукчĕ", - каллех иртнине таврăнать Нина Федорова.

1991 çултанпа вăл ферма ĕçĕнче пилĕк авать. Укçа çитсе пыманран пĕр вăхăт Мускава та тухса кайнă. Ачисене тумлантармалла, вĕрентмелле. Хĕрĕ çăмăл машина çÿретме вĕренесшĕн пулнине пĕлтернĕ. Амăшĕн унăн кăмăлне хуçас килмен. Шухăшланă та юлташĕпе Мускава çул тытнă. Столовăйĕнче пĕр уйăх ĕçлесен шалăвне хĕрне ярса панă. Мускав укçи калама кăна "вăрăм". Тÿсĕмсĕрри, ÿркевли унта пĕр кун та тытăнса тăраймасть. Талăкне 16 сехет ĕçле-ха! Икĕ çул чăтнă хыççăн яла таврăннă. Каллех Шуршăлта ĕçлесе пăхнă. Унтан Мĕшĕл дояркисене Октябрьскисем хăйсем патне йыхравланă. Çĕнĕ фермăри ĕç условийĕсем вĕсене тивĕçтернĕ. Чи пахи - шалăва уйăхсеренех тÿленĕ.

Тăватă доярка улшăнса сменăпа тăрăшать. Паха апат ытлă-çитлĕ хатĕрленĕрен ĕнесем сĕт аван антарни савăнтарать вĕсене.

"Хамăр патра ферма пĕтни кулянтарать. Пулнă пулсан таçта инçете çÿрес шухăш çукчĕ. Çывăха утса та çитен. Нимрен шикленместĕн", - тет доярка. Михаил Тагеев фермер ĕне сăвакансене машинăпа турттарать.

"Ăçта та пулин ĕçлемелле вĕт. Пултарнă таран тăрăшатпăр", - палăртрĕ Нина Федорова. Пенсие тухиччен тата виçĕ çул тăрăшĕ-ха, ун хыççăн ферма ĕçĕнче вăй хуракансене ăçта, хăш кĕтесре шырамалла-ши? Çапла ыйтрăм та хĕрарăм мана: "Ан хуйхăрăр. Килеççĕ, тупăнаççĕ", - терĕ. Мĕшĕлсем пек пултаруллисем тупăнсан темĕн пекехчĕ...

Ирина ПАВЛОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.