«Ачасене, халăха питĕ юрататăп...»

Чăваш ывăлĕ-хĕрĕ тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ. Йăхташăмăрсен ĕçĕ-хĕлĕ, кулленхи пурнăçĕ пирĕншĕн, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн, питех те кăсăклă. Шупашкара килекен ентешсемпе яланах тĕлпулса калаçма тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть тĕп хулана Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан Валентина Тарават килсе кайрĕ. «Пичет çуртне кĕрсе тухмасăр чунăм лăпланмасть», - тет вăл. «Хыпар» хаçат корреспондентне кулленхи пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ.

- Валентина Николаевна, эсир алă усса ларма пултарайманнине пĕлетĕп. Хальхи вăхăтра мĕнле пысăк ĕçсем тăватăр?

- Литература ĕçне чунпа парăннă çын эпĕ. Кăçал тăхăр калав, пĕр повеç çыртăм. Ачасем валли кĕнеке хатĕрлерĕм. Унăн пĕр енĕ - чăвашла, тепĕр енĕ - вырăсла. Вăл çавăрса вуламаллискер пулать. Хăçан Турă парать - çавăн чухне çыратăп. «Акă халь ларатăп та çавна çырса хуратăп», - тенипе нихăçан та пĕр йĕрке те çыраймастăп. Чунран тапса тухсан çеç сĕтел умне ларатăп. Тепĕр чухне: «Сăвă çыр-ха çавăн евĕрлине», - теççĕ. Çук, капла каланипех сăвă çырма пĕлместĕп. Юрăсем кĕвĕлетĕп тата.

Юлашки вăхăтра вунă çула çитмен ачасен «Путене» фестивальне йĕркелерĕмĕр. «Чăваш шăпчăкĕ» фестиваль иртрĕ. Унта пĕччен юрлакансем тата ушкăнсем хутшăнчĕç. Эпĕ «Шанăç» халăх ансамбльне ертсе пыратăп. Мускава та çитнĕ коллективпа. Нумай çĕре хутшăнатпăр, мĕнпур çĕре çÿретпĕр. Тата Нагаткинăра пурăнакан пĕр çемьере хÿтлĕх тупнă тăлăхсемпе ĕçлетĕп. Вырăс ачисем вĕсем, «Хĕвел» ятлă чăвашла ансамбль йĕркелерĕмĕр.

Кĕнеке, хаçат-журнал вулама юрататăп. Вуламасан эпĕ выçă. «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене нумай çырăнса илетĕп, Тутарстанра, Чĕмпĕрте тухакан чăваш хаçачĕсем килеççĕ. Юманпа мансăр пуçне тата кам пур-ши çавăн чухлĕ хаçат-журнал илсе тăракан? Хыпарсене Интернетпа, радиопа маларах илтетпĕр пулин те хаçатсемсĕр пурăнаймастпăр.

- Мĕн хавхалантарать сире?

- Вăй-хăват параканни - тăван чăваш халăхĕ, çемье. Ĕмĕр тăршшĕпе ачасемпе ĕçленĕ. Хамăн пурнăçра эпĕ ултă ансамбль йĕркелесе ертсе пынă. Техникумра ĕçленĕ чухне чăвашсен «Ĕмĕт» ансамблĕпе тата вырăс юррисен ансамблĕпе ĕçленĕ. Шкулта - «Шăпчăк» тата «Шанăç» пулнă. «Шанăçпа» халĕ те ĕçлетĕп. Çак коллектива йĕркеленĕ хыççăн çулталăкран «халăх» ятне илтĕмĕр.

Халĕ эпĕ шкултан та, техникумран та кайнă ĕнтĕ. Ачасемпе тÿлевсĕр ĕçлетĕп. Чун хушнипе. Репетицисене шкулта, клубра ирттеретĕп. Килте те пăрмаях пухăнатпăр. Ал-урана хуçса килте ларнă чухне те репетицисем чарăнман.

- Хĕрарăма пĕр вăхăтра килти тата общество ĕçĕсене туса пыма çăмăл марри куçкĕрет. Епле ĕлкĕретĕр? Мăшăрăр кăмăлсăрланмасть-и?

- Эпĕ 20 çул ытла И.Я.Яковлев обществин председателĕн çумĕ пулнă. 20 çул ытла районти чăвашсен автономийĕн председателĕнче ĕçлерĕм. Чун-чĕрере ăнтăлу пулсан хĕрарăм тем туса та ĕлкĕрет. Ăçта та пулин тухса кайиччен яланах кил-çурта тирпейлесе, апат пĕçерсе хăварнă. Унсăрăн упăшкапа 42 çул пĕрле пурăнаймастăн.

Пирĕн икĕ ывăл пулнă. Ачасем пĕчĕк чухне эпĕ ниçта та тухса çÿремен. Çемье çынни пулнă. Творчествăпа ĕçленĕ-ха, анчах килтен тухман. Çав çулсенче манăн сăвă-калав Мускав журналĕсенче сахал мар пичетленнĕ. «Веселые картинки», «Мурзилка» журналсенче час-часах кун çути куратчĕç.

Пысăк инкек хыççăн /ывăл çĕре кĕчĕ/ тухса çÿреме тытăнтăм. Йывăр хуйха пула манăн ал-ура итлеми пулнăччĕ. Врачсем инвалид пулса юлма пултарнă теççĕ. Халăх хушшине тухса çÿрени сывлăха çирĕплетме пулăшрĕ. Упăшкана: «Пултарулăх ĕçне пăрахмастăп, ытти санăн кăмăлу», - тесе тахçанах каласа хунă. Ăнланать вăл мана. Ачасем ÿснĕ чухне упăшкана курман та, вăл яланах пысăк вырăнсенче ĕçленĕ.

- Эсир ялан йăл кулса çÿретĕр...

- Манăн килти ыйтусем, чунри йывăрлăх кама кирлĕ? Никама та. Мĕншĕн пурне те çынна кăтартас, ыттисен кăмăлне хуçас? Эпĕ ачасене, халăха питĕ юрататăп.

 

В.БАГАДЕРОВА калаçнă.

С.ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

В.БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.