- Чăвашла верси
- Русская версия
“Ачасенчен пĕри таврăнман тăк - апат анмасть”
«Ача вăл пĕрре те нумай, саккăр та сахал», - тенĕ ваттисем. Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра пурăнакан Вера Чемукова 8 тĕпренчĕкне пĕчченех çитĕнтерет. Пысăк чунлă хĕрарăмпа калаçнă май Некрасов поэми аса килчĕ. Вера Геннадьевна та çунакан çурта кĕме, хирĕç килекен урхамаха чарма... пултарать. Ахальтен мар пĕччен пулсан та мĕн пур ачине ăшăлăхпа юрату парнелет, вĕсемшĕн ырми-канми тăрăшать.
Вера Геннадьевна Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Тăваньелте çуралнă. 19-та чухне Кивĕ Улхаш каччипе çемье чăмăртанă. Мăшăр пĕр-пĕрне юратса, ăнланса пурăннă. Вера Геннадьевна хунямăшĕпе те килĕштернĕ. Унран сивĕ сăмах илтмен. Шел те, мăшăра мĕн виличчен пĕрле пурăнма шăпа пÿрмен. Хунямăшĕ çĕре кĕрсен çемье пуçĕ улшăннă. Ултă çул каялла Вера Геннадьевна упăшкинчен уйрăлнă. Шăп та лăп 17 çултан, кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче, çемье арканнă. Çак утăма хĕрарăм арçын ĕçнипе, кашни кун килте харкашу-хирĕçÿ пулнипе тунă. Ÿсĕрскер арăмĕ çине алă та çĕкленĕ. Ашшĕ эрех ĕçсе таврăннине сиссенех ачасем тăр-тăр чĕтренĕ. Вĕсем унран çав тери хăранă. Вера Геннадьевна шăлне çыртнă, чăтнă, анчах ачасен пуласлăхĕ ăна хытах пăшăрхантарнă. Пĕчĕкскерсем ашшĕ-амăшне пăхса çитĕнеççĕ, вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ-çке-ха. Мăшкăла текех тÿсеймесĕр уйрăлма тĕв тунă. Мăшăрĕнчен вăл нимĕн те ыйтман, килтен яланлăхах тухса кайма тархасланă çеç. Хайхискер ачисемпе пĕр ялтах кун кунлать пулин те алимент тÿлемест.
2-ре - икĕ урасăр
Кил ăшшин управçи йышлă çемьере ÿснĕ. Унăн çичĕ пĕр тăван. Çавăнпа вăл хăй те нумай ача çуратнă. Тĕпренчĕкĕсем ăна пурăнма хавхалантараççĕ, савăнăç кÿреççĕ.
1993 çулта Чемуковсен пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ çут тĕнчене килнĕ. Женя халĕ Чĕмпĕрти сĕт заводĕнче ĕçлет. Иккĕмĕш ывăлĕ Борис пиччĕшĕнчен пĕр çул кĕçĕнрех. Вăл çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлать, Хабаровскра хĕсметре тăрать. Илья Аслă Нагаткинти технологипе пулăшу ĕçĕн техникумĕнче 2-мĕш курсра вĕренет. Тăваттăмĕш тĕпренчĕкĕ Сергей 9-мĕш класра ăс пухать. Пĕрремĕш хĕрĕ Марина шкул сукмакне 7-мĕш çул такăрлатать. Улттăмĕш тĕпренчĕкĕ Настя ятлă. Çиччĕмĕшĕ Данил 2-мĕш класа çÿрет. Чи кĕçĕнни - Саша.
«Ача-пăча ÿстересси вутра çуннă пек», - тени тĕрĕсех. Ашшĕ-амăшĕ мĕн чухлĕ çĕр куç хупмасть пулĕ. Вера Геннадьевна 41 çулта терт-нушине самаях курнă. Хĕрĕ Настя икĕ çулта чухне гриппа нушаланнă. Каярахпа чир амаланнă. Тухтăрсем хĕрĕн урисем хуралма пуçласан тин чире тупса палăртнă. Ура çĕрме тытăнсан малтан пĕрне каснă, кайран - теприне. Халĕ Настя чĕр куççипе çÿрет. Урисем çуккипе шкула каяймасть. Вĕрентекенсем ун патне хăйсем килеççĕ. Темиçе операци тÿссе ирттернĕскершĕн амăшĕ чунран кулянать. Ача сусăрланнăшăн тухтăрсем те айăплă. Кил ăшшин управçи çак хуйхă килсе çапсан ĕçе çÿреме пăрахнă. Мĕн пур пушă вăхăта вăл Настьăпа ирттерет. Хăй пурăннă чухне ăна нимĕнле интерната та памасса пĕлтерчĕ.
Пĕчĕк Чемуковсем пурте тенĕ пекех спортпа туслă. Чылайăшĕ ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе ăсталăхне туптать. Борис ку енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Унăн шăллĕсем те кĕрешÿ секцине çÿреççĕ. Марина та ку енĕпех чемпионка ятне тивĕçнĕ.
Чылай çул лаша усрать
Вера Геннадьевна тĕпренчĕкĕсене пĕчченех ÿстерме вăй-хал çитерет, картиш тулли выльăх усрать: ĕне, вăкăр, 3 сысна, хур-кăвакал... Вун тăххăрмĕш çул лаша тытать. 8 ача амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх - вăл çак выльăха мĕн пĕчĕкренех юратать. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ те ăна усранă. «Ялта урхамахсăр пурнăç çук», - тет Вера Геннадьевна. Унпа вăл чылай ĕç тăвать, кÿршĕ-арша та пулăшать.
Настя чирличчен Вера Чемукова 10 çул фермăра ĕçленĕ, çулла пушă чухне харпăр предприниматель патĕнче вăй хурать.
Патшалăх Чемуковсене çурт илме пулăшнă. 8 çул каялла вĕсем йывăç пÿрт туяннă. Вера Геннадьевна хуралтăсене çĕнетме мĕн вăй çитнĕ таран тăрăшать.
Ачасем пĕрле пухăнсан амăшĕн чунĕ савăнать.
- Çиме ларсан пĕр ача çук пулсанах апат анмасть. Кашнинех кĕтетĕп, пуриншĕн те кулянатăп. «Çынна сывлăх сунмасăр иртсе ан кайăр, никама та усал ан сунăр», - тесе вĕрентетĕп, - чунне уçрĕ ăшă кăмăллă хĕрарăм.
Вера Геннадьевна чечексем юратать, тĕрлĕ тĕслине çитĕнтерет. Ăна чечексĕр çуртра тискер, сывлама йывăр пек туйăнать. Кил ăшшин управçи çăм арлать, ачисем валли алсиш-чăлха çыхать. Умлă-хыçлă ывăл çуралнă май кĕçĕннисем аслисен тумтирне тăхăнса ÿснĕ. Хĕрсем валли вара çĕнĕ çи-пуç туянма тивнĕ. Халĕ Вера Геннадьевнăна аслă ывăлĕ нумай пулăшать.
8 ача амăшĕ пур тĕпренчĕкне те çитĕнтерсе, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларса мăшăрлантарма ĕмĕтленет. Вĕсем кашниех хăйĕн телейне тупасса шанать. «ÇХ» вулаканĕсене Вера Геннадьевна пурнăçра чăтăмлăх сунчĕ.
Любовь ПЕТРОВА.
Комментари хушас