Ачасен хăрушсăрлăхĕ, е Профессие пž/рнепе тĕллесе суйламаççĕ

29 Авăн, 2015

2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемпе тумалли ĕçсен Наци стратегине хута ярассипе ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци Канашĕн черетлĕ ларăвĕ çул çитменнисене информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтуран пуçланчĕ.

Хальхи вăхăтра коммуникаци хутлăхĕ çав тери хăвăрт аталанса пырать. Çитĕннисем пур çĕнĕлĕхе чылай чухне инерци витĕмĕпе ăсласа-ăнкарса та пыраймаççĕ. Çакă вара информаци технологийĕн тыткăнĕнчи ачасен хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çивĕчленес патне çитерет. Епле хÿтĕлемелле вĕсене? Çак ыйту çивĕчлĕхĕпе мĕнлерех кĕрешни пирки Роскомнадзор Чăваш Енри Управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонид Иванов, Шалти ĕçсен Чăваш Енри министрĕ Сергей Семенов каласа кăтартрĕç.

Информаци анлăшĕнче хăйсене валли кирлине, усăллине, юрăхлине кăна суйлама хăнăхтарасси - ашшĕ-амăшĕн, вĕренÿ организацийĕсен ача-пăчана воспитани парассинчи тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри. Çапла, интернет-провайдерсем информаци çăлкуçĕсене чикĕлени кăна çитĕнекен ăрăва хăрушсăрлăхпа туллин тивĕçтерме памасть. Чăн та, ачасен çирĕпленсе çитмен психикине сиенлетме пултаракан кирлĕ-кирлĕ мар сайтсене хупламасăр та май килмĕ. Тата тепĕр самант çинче те чарăнса тăчĕç канашлура: ашшĕ-амăшĕн компьютер технологийĕсен пĕлĕвне ÿстермелле. Çак тĕллевпе шкулсенче семинарсем ирттермелле, çав мероприятисене интернет-провайдерсене те йыхравламалла. Ачасен вара информаци технологийĕсемпе хăйсене тыткалас культурăна информатика, ОБЖ урокĕсенче тарăнрах ăша хывмалла.

Психикăна сиенлетес хăрушлăх кăларса тăратакан информацирен хÿтĕленессине массăллă информаци хатĕрĕсем лайăх витĕм кÿни куçкĕрет. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов та çакнах çирĕплетрĕ. Çулталăк пуçланнăранпа асăннă темăпа ведомствăн тĕрлĕ шайри ĕçченĕсем МИХсенче хăйсен чуна витермелле сăмахне 300 хут ытла каланă. Малашне çак ĕçе татах та вăйлатас тĕллевпе видеороликсем хатĕрлесен аван пулĕччĕ - çапла палăртрĕç Координаци канашĕн членĕсем. Çул çитменнисен хушшинче тискер ĕç тăвассин кăтартăвĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, ÿснĕ - усала хирĕç кĕрешме асăннă меслет пулăшĕ-и, тен? Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов хăй ертсе пыракан тытăм профилактика суб<екчĕ пулнă май эффективлă тĕп çул вырăнĕнче ачасене усăллă ĕçе май пур таран ытларах явăçтарассинче курать. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов спорт кружокĕсен ĕç-хĕлне вăйлатни усал ĕçсене сахаллатма пулăшасса ĕненет.

Ачасен тĕлĕшĕпе Наци стратегийĕ Улатăр хулинче, Улатăр тата Пăрчкав районĕсенче еплерех пулса пыни çинчен асăннă муниципалитетсен ертÿçисен тивĕçĕсене пурнăçлакансем Александр Седов, Нина Шпилевая, Валентина Журина доклад турĕç. Виçĕ хутлăха та пырса тивекен çивĕч ыйту - демографи лару-тăрăвĕ. Чăн та, çамрăк çемьесем йышлах мар çак тăрăхсенче. Александр Викторович Улатăр пирки «пенсионерсен хули» тесе ăнсăртран персе янинче чăнлăх пурах: ĕç вырăнĕ енчен чухăн пулсан хула та илĕртмест яшсемпе хĕрсене, хăйсем çуралнă тăрăхра «йăва çавăрма», акă, мĕншĕн тăрăшмаççĕ вĕсем.

Пăрачкавăн юлашки вăхăтра инвесторсене хăйсем патне илĕртес енĕпе çитĕнÿсем пур та - çамрăк çемьесем йышланас енĕпе те «хăйсен урамне те уяв çитессе» шанаççĕ. Чăн та, демографие ырă енне улăштариччен пурпĕрех вăхăт самаях иртĕ: çын вилеслĕхĕ ача çуралнин кăтартăвĕпе танлаштарсан хальлĕхе виçĕ хут ытларах-çке.

- Пăрачкавра çуралса ÿснĕ каччăсемпе хĕрсем кунтах тĕпленсе пурăнччăр тесех пурăнмалли çурт-йĕр валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсене те пысăклатрăмăр, - вырăнти влаç органĕ çивĕч ыйтăва сирме хăтланнине çине тăрсах çирĕплетесшĕн Пăрачкав район администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валентина Журина.

Черетлĕ канашлура Шупашкарти шкулсенче Профиль вĕрентĕвĕн концепцине еплерех хута ярса пыни çинчен те калаçу пуçарчĕç. Леонид Черкесов докладĕнчен çакă паллă: тĕп хулари 64 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкултан 99 проценчĕ /урăхла каласан - пуçламăш шкулсемсĕр пуçне пурте/ профиль вĕрентĕвне хута янă.

- Шел, хăшпĕр шкулта профиль вĕрентĕвĕ тенине уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентни тесе ăнланасшăн та - çакăнпа çырлахаççĕ. Кунта вăл е ку профессие лайăхрах уçса пама пулăшакан тĕрлĕ кружок, класс тулашĕнчи тĕрлĕ мероприяти çинчен сăмах пырать-çке. Хăйсен ĕçне питĕ лайăх йĕркеленĕ шкулсем, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраканнисем пур: 2-мĕш, 3-мĕш лицейсене илер, сăмахран, - темăна тăсрĕ республикăри вĕренÿ ведомствин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Иванов.

Владимир Николаевич кăçалхи вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче темиçе шкулта вуннăмĕш класс уçăлманни пирки ыйту-тавлашу нумай сиксе тухнине те асилтерчĕ. «Шкулта пĕр вуннăмĕш класс пулсан профиль çинчен калаçмалли те çук. Шкул ачи вуннăмĕш класа çитнĕ çĕре унăн организмĕ çирĕпленет, уншăн икĕ-виçĕ чарăну инçĕшĕнче вырнаçнă шкула çÿресси йывăрлăх кăларса тăратмастех ĕнтĕ. Паха пĕлÿ, уйрăмах пулас профессишĕн усăллă пĕлÿ илес тесен хăшпĕр хăтлăх-ырлăхран хăпма та тиветех - урăхла май çук», - тĕплĕн уçса парать вăл çак ыйтăва.

Килес çула Михаил Игнатьев Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă май шкулсенче профиль вĕрентĕвĕ пуçарни - вырăнлă та, вăхăтлă та. Пулас профессие пÿрнепе тĕллесе е шăпа ярса /халиччен çамрăксен 25-30 проценчĕ çапла хăтланни паллă/ суйлама пăрахас вăхăт çитрĕ пулинех.

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: