«Ачасемпе ĕçлеме кăмăллатăп – вĕсем суйма пĕлмеççĕ»

11 Ака, 2017

Шăпăрлан ирхине пырса ыталаманнин сăлтавне çийĕнчех уçăмлатмалла

Татьяна Захарова воспитатель шухăшĕпе, ачасем улшăнмаççĕ, çирĕм çул каялла мĕнле пулнă — вĕсем халĕ те çаплах: ырă кăмăллă, таса чунлă... Эсĕ хăвна мĕнле тытатăн — вĕсем те сана çавăн пекех хаклаççĕ.

Çыхăнуллă калаçма пĕлмеççĕ

«Хăй вăхăтĕнче йăлтах алăпа çы­­рат­­­тăмăр, ачасене кĕнекесенчен ÿкерчĕксем тупса кăтартаттăмăр. Е вĕренÿ хатĕрĕсене хамăр ÿкерсе тăваттăмăр — ун чухне компьютер пулман. Халĕ садике килекен ачасем карас телефонĕпе усă курма, компьютерпа выляма пĕлеççĕ. Вĕсем çак енпе кăна улшăннă. Шел те, паян шăпăрлансем çыхăнуллă калаçма, пĕчĕк калавсем йĕркелеме пĕлмеççĕ. Компьютер умне ларсан пĕр пускăча пусатăн та – йăлтах тухать. Сăмахпа каламалла мар. Çавăнпа пĕр-пĕринпе калаçса хутшăнасси чакса пырать. Самана улшăннă, тĕрлĕ техника аталаннă май пирĕн программа та çĕнелсех пырать. Ачасем хăйсен кăмăл-туйăмĕпе çавăн пекех. Вĕсене май пур таран нумайрах ыталамалла, ытларах юратмалла. Ачасем суйма пĕлмеççĕ, хăйсен туйăмĕсем пирки яланах уççăн каласа кăтартаççĕ. Çилленеççĕ пулсан çилленеççĕ, савăнаççĕ пулсан савăнаççĕ. Çавăнпа кĕçĕннисемпе ĕçлеме сĕре килĕштеретĕп. Ачашласан вĕсем ирĕлсех каяççĕ. Ирхине ача чупса килсе ыталаманни — сисчĕвленмелли сăлтав. «Вăл манăн ытама паян мĕншĕн ыткăнмарĕ-ха?» — шухăшласа илмелле кун пек чухне. Кăнтăрла, иккĕмĕш сменăна ĕçе килсен, чи малтан ачасем участокра вылякан вырăна кĕретĕп. Чарăнса тăма ĕлкĕреймесен вĕсем чупса пырса ытала-ытала мана чышса ÿкермех пултараççĕ», — калаçăва çапла пуçларĕ Çĕнĕ Шупашкарти «Светлячок» садикре ĕçлекен Татьяна Захарова.

Татьяна Авдеевна — «Неваляшки» аслă ушкăнăн воспитателĕ. Ачасем пирки калаçнă май унăн сăн-пичĕ çуталса, илемленсе пычĕ. Унра ырăлăх, ăш пиллĕх тапса тăни палăрчĕ. «Хитре кăмăлĕпе вĕттисене кăна мар, аслăраххисене хăй патне туртать ĕнтĕ вăл», — шухăшларăм эпĕ. «Тÿперен аннă тейĕн унăн ытарайми чунĕ» каларăш шăпах Татьяна Авдеевна пирки.

Тăван чĕлхене вĕренме хирĕç мар

Татьяна Захарова Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Воспитатель пулма мĕн ачаранах ĕмĕтленнĕ. «Манăн пĕрремĕш вĕрентекен Вера Ильинична пулнă. Пирĕн пата киличчен вăл воспитательте ĕçленĕ. Вăл шкулта пире яланах тĕрлĕ вăйă выляттаратчĕ. Унăн интереслĕ кĕнекесем пурччĕ. Унпа пĕрле вĕсене пăхма кăмăллаттăм. Вăйă кĕнекисем садикри ачасем валличчĕ. Питĕ хавхаланса кайрăм. Манăн та çав кĕнекесене вулас, ачасемпе çав вăйăсене выляс килетчĕ. 1991 çулта шкул пĕтерсе Шупашкарти педагогика училищине кĕтĕм. Вĕрентекен усă курнă кĕнекисене çавăнта асăрхама-курма пуçларăм. Вера Ильиничнăн вăййисене тепĕр хут вĕрентĕмĕр. Эпир училище пĕтернĕ вăхăта направлени пама пăрахрĕç. «Унччен хĕрсем направленипе инçе çĕре ĕçлеме янăшăн йĕретчĕç. Халĕ эсир ĕç тупса паманшăн макăратăр», — тетчĕ училище директорĕ. Çĕнĕ Шупашкара тăвансем патне хăнана кайсан 41-мĕш ача садĕнче ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтĕм. Унта воспитательте 17 çул вăй хутăм. Иккĕмĕш ачана çуратсан 2007 çулта хамăр çурт çывăхĕнчи 18-мĕш садике куçрăм», — каласа кăтартрĕ Татьяна Авдеевна.

«Неваляшки» ушкăнăн тепĕр воспитателĕпе Надежда Ивановăпа няни Галина Николаева та чăвашсем. Вĕсем пĕр-пĕринпе яланах тăван чĕлхепе пуплеççĕ. Ачасем те чăвашла калаçнине илтеççĕ. Ахальтен-им вĕсем апатланнă хыççăн яланах «тавтапуç» теççĕ. «Ачасене чăвашла вĕрентетпĕр. Унччен эрнере икĕ заняти ирттереттĕмĕр, халĕ пĕрре кăна хăварчĕç. Ушкăнра — 21 ача. Пурте чăвашла вĕренеççĕ. Тăван чĕлхепе пĕлÿ илме никам та хирĕç мар. Ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те маттур. Вăйă вăхăтĕнче чăвашла сăмахсемпе усă куратпăр, 6-7 çулсенчи ачасемпе вара уроксемех ирттеретпĕр. Унта тĕрлĕ темăна пăхса тухатпăр. Нумаях пулмасть çемье пирки сăмах пуçартăмăр. Картинăсем тăрăх икшер сăмахлă предложенисем тума вĕрентĕмĕр. Камăн килĕнче ашшĕ-амăшĕ чăвашла пĕлет — вĕсен ачисем сăмахсене тĕрĕсрех калаççĕ, хăвăртах астуса юлаççĕ, лайăхрах вĕренеççĕ. Килĕнчисем чăвашла пуплемеççĕ тĕк ачана йывăртарах. Эпир вĕсене май çитнĕ таран пулăшма, хавхалантарса пыма тăрăшатпăр», — сăмах çăмхине сÿтрĕ воспитатель.

Ĕмĕчĕ унăн çавах

«Çак профессие суйланăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Халĕ ĕнтĕ, 23 çул ĕçленĕ хыççăн, хама урăх ĕçре курмастăп та. Пытармастăп: пирĕн шалу пысăк мар. Анчах вăл унчченхи вăхăтра та çавах пулнă. Воспитателĕн ĕç укçи нихăçан та пысăк пулман. Кунта, ахăртнех, çемьере пулăшса пыни, упăшка ăнланнин витĕмĕ пысăк. Килтисем хавхалантармасан воспитательте ĕçлеме питĕ йывăр. Занятисем ирттермелли пĕтĕм материала килте хатĕрлетпĕр. Ашшĕ-амăшĕпе ĕçлемеллине те килте тăватпăр. Пирĕн валли нимĕн те хатĕрри çук. Чăваш чĕлхисĕр пуçне математика, калаçу тата çыру, ÿкерÿ урокĕсем эрнере пĕрер пулаççĕ. Тăван тавралăха та вĕренетпĕр. Аппликаципе, оригамипе аппаланатпăр. Эпĕ оригамипе тахçантанпах кăсăкланатăп. Вăл ачасене пур енлĕн аталантарма пулăшать. Хулара унпа çыхăннă конкурссем те пулаççĕ. Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарта наука конференцийĕ иртрĕ. Хамăн ушкăнри Валерия Олинăпа ÿкерÿ, оригами тата аппликаци тăвас енĕпе тĕпчев ĕçĕ çырса хулари ача сачĕсен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр, сăвă вулакансен конкурсĕнче 2-мĕш пултăмăр. Ашшĕ-амăшĕн комитечĕн йышăнăвĕпе пирĕн садик виççĕмĕш çул ĕнтĕ кивĕ хут пуçтарать. Çуркунне те, кĕркунне те пирĕн ушкăн çĕнтерет. Ашшĕ-амăшĕ питĕ хастар. Чăваш йăли-йĕркине, культурине, уявĕсене те хаваспах вĕренетпĕр. Раштав уйăхĕнче чăваш тĕррин эрешĕсене ăса хыврăмăр. Ака уйăхĕнче çулсеренех Чăваш чĕлхин уйăхлăхне ирттеретпĕр. Кашни ачанах сцена çине тухма чăваш тумĕ пур. Пултаруллисемпе республика шайĕнчи «Хунав» конкурса хутшăнатпăр», — хавхаланса пĕлтерчĕ Татьяна Авдеевна.

Пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнăшăн ăна ЧР Вĕрентÿ министерствин тата хула администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă. Çичĕ ачаллă çемьере çитĕннĕскер ача-пăчана та, хăйĕн ĕçне те чăннипех юратать. Çемьере вара вĕсем мăшăрĕпе икĕ ывăла воспитани параççĕ. «Ĕмĕчĕ манăн çавах. Ку ачасене садикрен кăларасси, шкула кайма вăй çитнĕ таран лайăх хатĕрлесси. Хамăн ĕмĕрте тăваттăмĕш ушкăна кăларатăп ĕнтĕ», — калаçăва пĕтĕмлетрĕ Татьяна Захарова. Пĕчĕк «тĕнчери» пĕчĕк «çĕршывпа» тулли кăмăлпа сывпуллашрăм. Кун пек воспитательница патĕнче воспитани илнĕ ачасенчен ырă, ĕçчен, пултаруллă çынсем пулаççех.

Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.