Ачасем валли - спорт лапамĕ

16 Ака, 2014

Çакнашкал ятпа Çĕмĕрле хулинче ыр кăмăллăх акцийĕ пуçарнă. Унăн тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармашкăн тата спортпа туслаштармашкăн услови туса парасси.

Çĕмĕрлере урамсемпе картишсене хăтлăлатас енĕпе чылай ĕç тăваççĕ. Ятарлă акци чылай çул каялла хута кайнă спорт лапамĕсене тирпейлесе илемлетме, юсав ĕçĕсем тума май парĕ. Çак ĕçе управляющи компанисем кăна мар, тĕрлĕ предприятипе организаци пурнăçлĕç. Çавăн пекех унта хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ йышши хатĕрсем вырнаçтарĕç, вĕсемпе республикăри Спорт хатĕрĕсен завочĕ тивĕçтерĕ. Çывăх вăхăтра хулари 5 микрорайонта пурăнакан ачасемпе çамрăксене çĕнетнĕ лапамсемпе савăнтарĕç.

Рубрика: 
Автор: