Ачасем валли - «карап»

Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш настоятелĕ Алексей Павлов иерей июнĕн 1-мĕшĕнче - ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун - ял çыннисемпе ачапча валли пысăк уяв йĕркеленĕ - чиркÿ территорийĕнче шăпăрлансем валли вăйă площадки уçрĕç. Мероприятие ял çыннисем, священниксем, район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсен ĕçченĕсем хутшăннă.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Леонард Левый пухăннисене çамрăк ăрăва воспитани парасси аслă ăру çыннисемшĕн тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине палăртрĕ, Алексей Павлов иерейĕн пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакларĕ. «Тавах сире, ырă ĕçĕрсемшĕн! Сирĕн кĕлĕсем, сĕнĕвĕрсем пире хавхалантарса пыраççĕ. Сире нумай ачаллă çемьесене тата йывăр лару-тăрури пепкесене яланах пулăшса пынăшăн тав тăватпăр. Хăвăрăн сăваплă ĕçĕрсемпе эсир «вĕттисене» пурнăç çулĕ çине тăма пулăшатăр. Турă сире çирĕп сывлăхпа вăй-хăват патăр. Алексей атте пек çынсем пирĕн хушăмăрта ытларах пулччĕр. Çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре патшалăхпа чиркÿ пĕр-пĕрне ăнланса, пĕрле ĕçлени питĕ аван», - палăртрĕ хăйĕн шухăшне Леонард Васильевич. Александр Сенькин протоиерей, Силуан иеромонах, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Рыбкин тата ыттисем ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне ачалăх уявĕпе саламларĕç, пурне те çирĕп сывлăх, ырăлăх сунчĕç. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн шăпăрлансем çĕнĕ кану вырăнĕпе паллашма васкарĕç.

Асăннă площадкăна карап евĕр ăсталанă. Унта чăн-чăн мачта та, тинĕс вĕренĕ те, трапсемпе мăнаçлă ялкăшакан ялав та пур. Чиркÿ таврашне те тасатса хăтлăх кÿнĕ. Чечек клумбисем хăтланă, саксем лартнă. Çак кун ялта ача-пăча шавĕ тахçанчченех янраса тăчĕ. Юрларĕç те, ташларĕç те, сăвăсем вуларĕç. Хăйăртан храм ăсталас енĕпе те ăмăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсем пылак парнесене тивĕçрĕç. Сăмах май, çак кун никам та парнесĕр юлмарĕ. Пачăшкă ялти кашни ачанах парнепе савăнтарчĕ. Кинемейсем Алексей аттене ачапчана праçник йĕркелесе панăшăн чĕререн тав турĕç. Вĕсем хăйсем те парăмра юлмарĕç - анатри чăвашсен вăйă юррисене шăрантарчĕç.

 

Антонина АЛЕКСАНДРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.