Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр
11 Mar, 2016

Юлашки вăхăтра шкулсене, уйрăмах ялсенче, хупасси çинчен çÿрекен сас-хура тĕлĕшпе сахал мар ыйту килме пуçларĕ. Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир ИВАНОВ çак лару-тăру пирки хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ май "кун пек тĕллев пулман, халĕ те çук. Тĕп тĕллев - ачасене, çав шутрах яллă вырăнта пурăнакансене те, вĕрентмешкĕн лайăх условисем туса парасси” тесе палăртнă.

Вăл 2015 çул кăтартăвĕсемпе Чăваш Енри 21 шкул Раççейри чи лайăх, çав шутран 12-шĕ ялсенчи чи лайăх шкулсен /ТОП 200/ йышне кĕнине аса илтернĕ. "Ку - вĕренÿ тытăмĕн маларахри çулсенчи ĕçĕн кăтартăвĕ, - тенĕ министр, - вăл вăхăтра эпир ялсенче хальхи йышши вĕренÿ тата лаборатори базиллĕ, ăста педколлективлă пысăк шкулсем йĕркелерĕмĕр, ачасем хăйсем ăçта пурăннине пăхмасăр шкулсенче пахалăхлă пĕлÿ илме, унтан вĕренĕве профвĕренÿ учрежденийĕсенче малалла тăсма пултарччăр терĕмĕр”.

Хальхи вăхăтра министерствăра 2015 çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, вĕренÿ управленийĕн ертÿçисемпе тĕлпулусем иртеççĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисем мĕнле аталаннине тишкереççĕ, кашни уйрăм муниципалитетра шкул вĕрентĕвĕн тытăмĕн аталанăвĕн малашлăхне сÿтсе яваççĕ.

"Пире хальхи вăхăтра ял-салари 30-50-шар çын çеç вĕренекен тĕп шкулсен шучĕ ÿсни пăшăрхантарать. Çапах республикăпа илсен шкул ачисен шучĕ малашне çулсеренех 5 пин çын чухлĕ ÿссе пымалла. Кăçал, тĕслĕхрен, Чăваш Ен шкулĕсенче 127 пин ача вĕренет-тĕк, 2020 çул тĕлне 155 пин пуласса кĕтетпĕр. Хулари хăшпĕр шкулта иккĕмĕш смена та пур. Тĕллев - çитес пилĕк çулта пирĕн иккĕмĕш смена ыйтăвне татса памалла. Уйрăм шкулсене хупасси пирки калас-тăк ку - ирĕксĕр йышăнакан мера, çапах эпир çак мелпе ачасене шкул автобусĕпе юнашар вырнаçнă пысăк шкулсене илсе çÿреме май пур çĕрте çеç усă куратпăр: вĕсенче классем тулли, профиль вĕренĕвне те суйлама пулать. Паллах, эпир çакнашкал вариантсене палăртатпăр-ха, çапах шкулсене хупасси тĕллев тенине пĕлтермест. Тĕп ыйту - пирĕн ачасене вĕренмешкĕн хальхи йышши тивĕçлĕ условисем туса парасси. Вĕренÿ тытăмĕнче ирттерекен пĕтĕм мероприяти ачасене пахалăхлă пĕлÿ илме май паракан условисем туса хурассипе çыхăннă", - палăртнă министр.

И.НИКОЛАЕВА.