Ачасем Николай Никольский пурнăçĕпе интересленеççĕ
Паян, çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти çемье вулавĕн С. Маршак ячĕллĕ библиотекине шкул ачисем йышлăн пуçтарăннă. Кунта Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа «Чăвашсен çутта кăларуçи тата ăсчахĕ» ятпа тавра пĕлÿ сехечĕ иртрĕ.
«Хыпар» хаçат никĕслевçине, фольклориста, наука çыннине Николай Никольские халалласа çак кунсенче республикăра тĕрлĕ енлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ку вулавăшра та чăвашсенчен тухнă пĕрремĕш профессора чыс туса курав йĕркеленĕ. Унта Николай Никольскипе çыхăннă кĕнекесем, статьясем, сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă.
Шкул ачисене библиотека ертÿçи Роза Бусаргина Николай Никольскин ачалăхĕпе çамрăклăхĕ, ашшĕпе амăшĕ çинчен тĕплĕ каласа кăтартрĕ. «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев «Николай Никольский – «Хыпар» хаçат никĕслевçи» темăпа тухса калаçрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Муркаш тăрăхĕнчи Купăрляра çуралса ÿснĕ чăваша Хусанта тăван халăхĕ валли уйрăм хаçат кăларма тытăнмашкăн мĕн тери йывăр пулнине палăртнипе пĕрлех Николай Васильевич пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсемпе, унăн ăслă шухăшĕсемпе паллаштарнă.
Дмитрий МОИСЕЕВ, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий МОИСЕЕВ:
— Ачасем 20-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче пурăннă, чăваш халăхĕшĕн калама çук пысăк ĕçсем тунă Николай Никольский кун-çулĕпе кăсăкланни кăмăла кайрĕ. Шкулта вĕренекенсем паллă ăсчах хăйĕн ĕмĕрĕнче 254 том чухлĕ материал пухни, вăл чăвашсен йышĕнчен тухнă пĕрремĕш профессор пулни пирки пĕлсен тĕлĕнчĕç те. «Хыпар» хаçат кăларнă май пуçаруллă йышăн вăл вăхăтра мĕнле кăлтăксене парăнтарма тивни те ачасемшĕн тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Унсăр пуçне ачасем наци медиахолдингĕ паян кăларса тăракан хаçат-журналпа хавхаланса паллашрĕç. «Тетте» тата «Самант» журналсене уйрăмах кăмăлларĕç.
Комментари хушас